Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 31-32-мĕш номерсенче.)
Район пысăкланнă хыççăн тӳре-шарасен çарĕ Ульяновска тата Ишевке рабочи посёлокне куçса кайрĕ, нумай хваттер пушанса юлчĕ. Вырăссем: «Япăх ĕçĕн те ырри пур», - тенĕ пек, кĕçех эпĕ те хваттерлĕ пулса тăтăм. Ку вăл вăтăрмĕш çулсенче райĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ, чăвашлăх аталану историйĕнче паллă йĕр хăварнă И.И.Илларионов, каярах районăн ытти пуçлăхĕсем пурăннă çуртах пулчĕ. Çапла вара эпир унта часах çемьепе куçса килтĕмĕр.
Пулса иртнĕ çĕнĕлĕхсем район халăхне килĕшмерĕç, вĕсем район центрне каялла тавăрма ыйтса çине-çинех Мускав таранах çăхавсем çырма пуçларĕç. Çапла вара пыра-киле район центрĕ Аслă Нагаткин ялне каялла таврăнчĕ, малашне ăна Чăнлă рабочи посёлокне куçарас шутпа вырăнти пуçлăхсем ятне çеç улăштарса хăварчĕç. Ĕнтĕ ку тарана çитичченех район центрĕ ют ятпа пурăнать. Халĕ çакă никама та пăшăрхантармасть. Хăнăхрăмăр пулĕ.
1970 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕнче чăваш кăйкăрĕ Андриян Николаев Виталий Севостьянов космонавтпа пĕрле «Союз-9» карап çинче Çĕр чăмăрĕ тавра 18 талăк вĕçсе çаврăнма пултарчĕ. Ку вăл космонавтикăна аталантарас ĕçре çĕнĕ пысăк утăм туни пулнă.
А.Г.Николаев çуралнăранпа 50 çул тултарнă хыççăн (1979 çулхи авăнăн 5-мĕшĕ) эпĕ хамăр райхаçатра ятарласа полосасем хатĕрлерĕм. Вĕсем вырăсла та, чăвашла та çапăнса тухрĕç. Хаçатăн çав номерĕсене Мускава космонавтсем ĕçлесе пурăнакан Çăлтăр хулана ярса патăм. Хаçатсем унта çитнĕ. Андриян Григорьевич вĕсене вуланă çех мар, асăнмалăх хăйĕн сăн ӳкерчĕкĕпе автограф çырсах ярса пачĕ. Кун çинчен те эпĕ вулакансене савăнсах пĕлтернĕччĕ. Часах «Космонавт автографĕ» ятлă сăвă çырса пичетлерĕм. Вырăсла ăна Ульяновск поэчĕ Лев Бурдин куçарчĕ. Сăвă Шупашкарти «Çамрăк коммунист» хаçатра пĕрремĕш страницăрах космонавт сăнĕпе пĕрле çапăнса тухрĕ. Каярах вырăсла варианчĕ манăн Саратовра тухнă «Рукопожатие» кĕнекене те кĕчĕ (1991). Чăвашли пысăк пичетре туллин пичетленмен. В.Тимаков редакциленĕ «Çунатсем» ятлă çӳхе кĕнекере (1988) татăкĕ çех тухрĕ. Куннехинче çамрăк вулакансене пĕлсе тăма сăввăн тулли вариантне сĕнетĕп. Акă вăл:
 
КОСМОНАВТ АВТОГРАФĔ
 
СССР космонавт-лётчикне,
икĕ хут Совет Союзĕн Геройне А.Г.Николаева.
 
Ун чухне ялтаччĕ эп. Хирте тырçиччĕ.
Пĕлетĕн çурла кунĕ мĕнлине.
Вăл хăйĕн йышлă тăваннех хуниччĕ,
Кĕлтен-кĕлтен тăкатчĕ ăшшине.
 
Сасартăк репродуктор хыпарларĕ,
Паллах, чухлатăн: Левитан сасси.
«Эппин, хыпарĕ чаплă йышши мар-и?
Мĕскер-ши пур Мускавăн каласси?
 
Тăхта, тăхта!.. Мĕскер илтетĕп çакă?
Сиксе тăратăп тӳррĕн вăш та ваш!
Каларĕ диктор:
- Николаев – кăйкăр!
Ун ячĕ Андриян… Вăл хăй – чăваш!..
 
Пит чаплă хыпара кĕтсе ларсан та
Кун пеккине сунманччĕ итлессе.
- Сисетĕн-и, тăванăм, - тетĕп. – Так-тă!..-
Эп хампа хам пуплетĕп тĕлĕнсе.
 
Йăлттам самант ман ытама кĕмерĕ
Телейĕмçĕм ытла та пысăкран.
«Иртсе кайсассăн хумханни, чиперрĕн,
Хам шухăша эп калăп-ха кайран…»
 
Çапла шухăшласа хама йăпатрăм,
Нихçан асран кайми ĕлккен самант.
Çулсем те иртрĕç, канăçа çухатрăм,
Çапах ман парăм пысăк… Çук, манман.
 
Манман-ха эпĕ ун çинчен самант та,
Чĕлхе çине килмерĕ çеç сăмах.
Ыттисене шанса-и, тен, вăтантăм…
Калассине калас пулать хамах.
 
Калассине чылай каланă, çырнă,
Татах та çырăпăр эпир ыран.
Вăл – ĕмĕр евĕр иксĕлми, вăл – пурнăç,
Ăна эс пирĕн чăнлăхра куран.
 
Эс уçлăхра автографсем хăвартăн,
Вĕсем çунаççĕ тӳпере вутла.
Сан çунаттун тĕрекĕ сухăр мар тăк,
Галактикăна хутлăпăр апла.
 
Этем ăс-хакăлĕ хăюллă, çивĕч,
Ун ĕçĕ те çут ăсĕнчен юлмасть.
Тен, пирĕн ĕмĕрти çынах-и тивĕ
Планетăсем çине йĕр хăварма?..
 
Çулран-çул çĕнĕ инçетсем чĕнеççĕ
Этемĕн паттăр ывăлне-хĕрне.
Çак чыслă эстафетăна пĕр вĕçĕм
Космонавтсем пиллеççĕ пĕр-пĕрне.
 
Эсир, малтанхисем, çĕн йĕр хыватăр
Этем чĕрисенче халь йăр та яр!
Эсир çаплах мал ĕмĕтлĕ те паттăр,
Тӳпе чĕнет – çап-çутă та уяр.
 
Этем асапĕ Çĕр çинче те йышлă,
Вăл сахаллантăр, пĕттĕр пуçĕпех
Тесе тарлатăр Çĕр çинче, çунатлă
Çынсем, чи кирлĕ, чаплă ĕçсемпе.
 
Ман пӳлĕме те çитрĕ çав – кам суннă! –
Çыру-автограф… Андриян алли.
Ку – Çĕр çинчи паха халалĕ унăн,
Таса хĕлхем – ман чун-чĕре валли.
 
Ильич çĕршывĕ – уçлăха та çывăх,
Чăн паттăрсен йыхравĕ – чун уççи.
Çавăнпала ăна мухтать ман сăвă,
Хирте те ăнсарах пырать ĕççи.
 
…Пĕри çĕкленнĕ тĕк – теприн çул уçă!
Çав вĕçевре – Союз шăпи хĕрет.
Ман халăхăн шăпи те, кутăруçăн,
Унпа пĕрлешнĕ таччăн ĕмĕре.
 
Ман халăх савăнăçĕ, ун чаплă енĕ,
Çĕнтерĕвĕ те чысĕ – йăлт унта.
Хăй паттăрне вăл ăшшăн «Кăйкăр», -тенĕ,
Ахальтен мар, пĕлсе-виçсе йăлтах.
 
Икар мăнукĕсен çуначĕ çирĕп,
Çĕн йĕр хываççĕ тĕпсĕр уçлăхра.
Чĕр вăй парса тăрать-çке каçăн-ирĕн
Вĕсен чĕрисене манăç йыхрав.
 
…Сĕм уçлăха çурса ракета-çиçĕм
Çĕкленнĕ май янрат хăватлăн: «Старт!»
Ку – пирĕн çĕнтерӳ, ку – çĕнĕ ӳсĕм,
Прогресс хăвачĕ, ун тӳнтерĕ мар.
 
«Аврора» ахрăмне çав сасăра илтетпĕр,
Ку – Чăрсăрлăх. Кăнттамлăха пĕрни,
Çĕнни, кив тутăх-пăнтăха хирни,
Чи ырă туйăм мăшкăла сирни,
Çĕн ĕмĕр çутални, кивви – хăрни,
Ку – пирĕн тытăм тӳнтере ирни.
Ку – Ленин шухăшĕ хăватлăн çĕнтерни,
Ун ĕмĕтне халь парти çитерни.
Ак мĕншĕн çĕкленсе калатпăр эпĕр:
- Вĕçев телейлĕ пултăр-и!
Кĕтетпĕр!..
 
Çын – уçлăхра! Вĕçев çеç мар ку, чимĕр!
Самантлăх шухă йĕр çеç мар, ара.
Ку – пирĕн ĕмĕр, йăлтăрти çут ĕмĕр
Историе автограф хăварать.
 
1980.
 
Çакăн хыççăн А.Г.Николаев космонавтпа эпĕ пĕр хутчен мар çыру çӳретнĕ. Ку е вăл пулăмсем çинчен хаçатра çырсан е хамăн кĕнекесене парнеленĕ май. Калас пулать, Андриян Григорьевич манăн кашни çырăва вăраха ямасăр хуравлама вăхăт тупатчĕ. Çулсем иртнĕ май космос паттăрĕпе тĕл пулса калаçма та тӳр килчĕ. Пĕррехиче – Чăваш наци конгресĕ ĕçленĕ кунсенче, тепрехинче – Чăваш Республики 70 çул тултарнă май Шупашкарти правительство керменĕнче. Ульяновскран унта эпир иккĕн – облĕçтăвком председателĕ пулнă Олег Владимирович Казаровпа пырса çитнĕччĕ. Президиумра космос паттăрĕпе пĕрле лартăмăр. Лару хыççăн уяв ячĕпе пулнă йышăнура хăналанни те асрах.
Нумаях пулмасть А.Г.Николаев космонавт çырăвĕсене эпĕ Шупашкарти Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн архивне упрама патăм, космонавтăн автографлă сăн ӳкерчĕк оригиналĕ Ульяновск облаçĕнчи архивра упранать.
1975 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче А.Г.Николаевăн «Вĕçĕ-хĕррисĕр уçлăхра» кĕнеки çапăнса тухнăччĕ. Ăна вăл мана та асăнмалăх парнеленĕччĕ. Титул листи çине çапла çырнă:
«Хисеплĕ Анатолий Фёдорович!
Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, пысăк телей, тăван литературăра курăмлă ĕçсем тума сунса СССР лётчик-космонавчĕ А.Николаев.
Ю.Гагарин ячĕпе тăракан ЦПК ветеранĕ И.Тявин.
Çăлтăр хули,
кăрлач, 1989 ç.»
 
Манăн килти библиотекăра «Первопроходцы космоса» серипе тухнă «Андриян Николаев» кĕнеке те пур. Ăна Чăваш кĕнеке издательстви 1989 çулта космонавтăн 60 çулхи юбилейĕ тĕлне пичетлесе кăларнă. Ку кăларăма мана чăваш писателĕсем çуралнă кун ячĕпе парнеленĕччĕ. Титул листи çине çапла çырнă: «Анатолий Фёдорович Юмана – çуралнă кун ячĕпе ырлăх-сывлăх сунса чăваш писателĕсен XIV-мĕш съезд делегачĕсем саламлаççĕ». Эпĕ, чăнах та, 1932 çулхи авăнăн 12-мĕшĕнче çуралнă, паспорт тăрăх çуралнă кун юпан 28-мĕшĕ шутланать. (Съезчĕ шăпах эпĕ çуралнă кун уçăлнă.) Пушă вырăнсене съездра пулнисем пурте тенĕ пекех алă пуснă пулас: Ваçлей Давыдов-Анатри, Энтип Ваççи, Ю.Сементер, Арк. Лукин, Ю.Айдаш, Хв.Уяр, В.Эльби, К.Петров, В.Ахун, И.Тенюшев, И.Вутлан, А.Дмитриев, П.Чичканов, А.Галкин, Г.Юмарт, П.Афанасьев, В.Петров, П.Эйзин, Г.Чаржов, И.Ахрат, В.Енĕш, Г.Ефимов, Герман Желтухин, Ип. Иванов, Юхма Мишши, Петĕр Ялгир, Геннадий Мальцев, В.Бурнаевский, Иван Горов... Хăш-пĕрин почеркне вуласа кăларма та йывăр. Мускав хăнин Сергей Михалковăн хушамачĕ те пур. Чи тĕлĕнмелли вара – чăваш космонавчĕ А.Г.Николаев хăй алă пусса çирĕплетни. Пухăва ертсе пыракансем мана çуралнă кун ячĕпе сюрприз тăвас тенĕ ĕнтĕ. Маншăн ку чăннипех те пысăк савăнăç пулчĕ.
Асăннă кĕнекере А.Г.Николаев космонавта халалласа çырнă сăвăсем те чылай. Вĕсен авторĕсем: П.Хусанкай, Я.Ухсай, Г.Айхи, Раиса Сарпи, П.Афанасьев, Ю.Сементер, Э.Ваççи, Ю.Вирьял, çаплах вырăс поэчĕсен хайлавĕсем те пур.
Икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев космонавт-лётчик чăваш халăх чапне чăннипех те пĕтĕм тĕнче пĕлсе тăмалла çĕклерĕ. Пирĕн тивĕç – аллă çул каялла пулса иртнĕ çак историлле, аравасăр пысăк событисене çĕнĕ ĕмĕр çыннисем патне чăнлăха тĕпе хурса илсе çитересси. Шел, пирĕн вăхăтра сайра-хутра халăх историне яланлăхах кĕрсе юлнă ятсене тĕплĕн пĕлмен тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ-ха.
Хаклă ачасем!
Эсир тăванне маннă манкуртсем ан пулăр тесе çыртăм эпĕ хамăн çак аса илĕве.
 
: 758, Хаçат: 33 (1177), Категори: Асаилӳсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: