Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Регион пуçлăхĕ хăрушсăрлăх канашĕн, террорпа кĕрешекен комиссин, пушарпа кĕрешекен тата çул çинчи хăрушсăрлăх органĕсен пĕрлĕх ларăвне ирттернĕ.
Сергей Морозов хушăвĕпе вĕренӳ çулĕ тытăнсан полици сотрудникĕсем каçхи тата çĕрлехи вăхăтра вĕрентӳ учрежденийĕсем тавра тĕрĕслесе çӳремелле пулать. Шкул çумĕнчи çулсем çинчи çуран çул урлă каçмалли паллăсене пурте курмалла сарă тĕспе сăрламалла, шкулсем умĕнче машинасене лартса хăварма чармалла, çапла шкулсем умĕнчи çулсене ГИБДД правилисене тĕпрен пăхăнса йĕркелемелле.
Çамрăксен “Я выбираю безопасность на дороге” тăвăмне ирттермелле, 1-50-мĕш классенче вĕренекен ачасен дневникĕсенче шкула çитмелли тата шкултан каймалли маршрутăн схеми пулмалла. Пассажирсене турттарассипе ĕçлекен усламçăсене çул çинчи хăрушсăрлăх пирки тепĕр хут асăрхаттармалла, автотранспорт водителĕсене хатĕрлекен шкулсене те тĕрĕслемелле.
Кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе облаçра авăнăн пĕрремĕшĕпе вуннăмĕшĕччен “Çул çинчи хăрушсăрлăх” вунăкунлăхĕ пулать. Шкулсенче право, пушар тематикисемпе, çул çӳрев правилисемпе, тĕрлĕ инкеклĕ лару-тăрăва лексен çăлăнмалли тата ытти хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ятарлă уроксем иртмелле. Кун йышши занятисене кĕпĕрнаттăр кашни виçуйăхлăхрах йĕркелесен те аван пулнине палăртнă. Шкулсенче хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен директор çумĕн должноçне кĕртмелли ыйтăва пăхса тухма сĕннĕ. 2011 çулта 80 процентран кая мар шкул ачине вĕри апатпа тивĕçтермеллине тата авăн-юпа уйăхĕсенче грипа хирĕç прививка тумаллине палăртнă.
Облаçри вĕрентӳ министрĕ Екатерина Уба регионта шкулсене пушар хăрушлăхĕнчен хăтармалли ятарлă программа тахçанах ĕçленине пĕлтернĕ. Ăна пурнăçлама бюджетран çуллен укçа ытларах уйăраççĕ. 2005 çулта патшалăх çак тĕллевпе 17 миллион тенкĕ уйăрнă пулсан кăçал 54 миллион. Вĕсенчен 18 миллионне - облаçри, 36 миллионне - муниципаллă вĕрентӳ учрежденийĕсене куçарнă. Çак укçапа оборудовани, методика материалĕсем, ятарлă алăксем туянаççĕ. Кашни вĕрентӳ учрежденийĕнче пушар пирки пĕлтерекен автоматика пур. Террор хăрушлăхĕпе кĕрешме область бюджетĕнчен 17 миллион уйăрнă.
 
: 823, Хаçат: 35 (1127), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: