Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Чылайăшĕ паллă çар пуçлăхĕ Наполеон Бонопарт 157 сантиметр çӳллĕш тесе шутлать.
Чăннипе вара пач урăхла. Наполеон пулăшаканĕн аса илĕвне ĕненес пулсан – императорăн çӳллĕш «5 пье 2 пус тата 3 лини». Пирĕн виçене куçарсан 168,9 сантиметр. Танлаштарма: Нельсон адмирал çӳллĕшĕ 160 сантиметр, Сталинăн – 165, Черчиллĕн – 166. Наполеонăн 170 сантиметра яхăн кĕлетки çав вăхăтра вăтам виçерен çӳллĕрех шутланнă.
Мĕншĕн Наполеона çӳллĕшпе пĕчĕк тенĕ-ха? Пĕр шухăшпа, «лутра» ята ăна акăлчансем панă. Вĕсем те ятарласа, те пăтраштарса франчузсен виçине акăлчанла тĕрĕс мар куçарнăран Наполеон «пĕчĕк» пулса юлнă.
Тепĕр шухăш та пур. Наполеон кĕлеткин пайĕсем шайлашуллă марри тӳрех курăнать. Пуçĕ пысăк, хăй хытанка та черчен. Çакă, ахăртнех, пĕтĕмĕшле сăнар калăпăшне урăхлатнă. Кунсăр пуçне çар пуçĕн «командинче» маршалсем пурте питĕ çӳллĕскерсем пулнă. Вĕсен хушшинче кирек кам та лутра курăнĕ.
 
: 840, Хаçат: 33 (1177), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: