Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Августăн 20-мĕшĕ тĕлне облаçра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 364,6 пин гектар çинчен çапса илнĕ (80 процент), пурĕ йĕтем çине 531 пин тонна тырă кĕнĕ. Тухăç – гектартан 14,6 центнер.
Атăлçи федераллă округра пирĕн область тырçи хăвăртлăхĕпе 5-мĕш вырăн йышăнать, тухăçĕпе – 8-мĕш.
Çĕнĕ Спасск районĕнче тырçие вĕçленĕ. Николаевка тата Кивĕ Кăлаткă районĕсенче ĕçсене 96,5 тата 96,2 процент пурнăçланă.
Тухăç енĕпе Ульяновск ( гектартан 20,8 центнер), Чăнлă тата Мелекесс (17,3), Чартаклă (17,2) районĕсем малта пыраççĕ.
Паян хуçалăхсем хуратул, вика, рапс, горчица культурисене çапма тытăннă. Вешкайма, Карсун, Мелекесс районĕсенче пахча çимĕç пуçтараççĕ.
 
Кĕпĕрнаттăр пулăшма хушнă
РФ Президенчĕн Владимир Путинăн обществăлла приёмнăйĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр граждансене харпăр ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Кĕпĕрнаттăр патне пулăшу ыйтса чирлĕ хĕрачан амăшĕ пынă: хĕрĕ юнĕ кĕвелменнипе, час-часах сăлтавсăрах юн юхнипе аптăрать. Сывлăхне тытса пыма ăна икĕ эрнере пĕр хутчен пĕр ампули 100 пин тенкĕ тăракан «Эплейт» препарат кирлĕ. Сергей Морозов социаллă аталанупа ĕç министрне Анатолий Васильева çак çемьене кĕске вăхăтра 100 пин тенкĕ уйăрма хушнă. 2012 çулхи авăн уйăхĕнчен хĕрача эмеле поликлиникăран тӳлевсĕрех илсе тăрĕ.
 
Ветерансене – çăмăллăх
Ульяновск облаçĕнчи тĕрлĕ çар хирĕçĕвĕсене хутшăннă ветерансене коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн тӳленĕ суммăн 50 процентне каялла тавăрса парĕç. Çакăн пирки калакан саккун проектне Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр алă пусса çирĕплетнĕ.
Федераллă саккунпа ветерансен кун пек çăмăллăхпа усă курма ирĕк пур. Саккунри улшăнусене йышăнсан çар хирĕçĕвне хутшăннă, халĕ тивĕçлĕ канури ветерансем те çăмăллăхсемпе усă курĕç.
Социаллă аталанупа ĕç министрĕ Анатолий Васильев сăмахĕпе, ветерансем социаллă пулăшăва 2013 çулхи кăрлачăн пĕрремĕшĕнчен тивĕçĕç.
 
Хĕле мĕнле хатĕрленнине пĕлтерĕç
Çак кунсенче Хусанта Атăлçи федераллă округри субъектсем 2012-2013 çулхи хĕле кĕтсе илме епле хатĕрленнине сӳтсе явĕç.
Электроэнерги тытăмĕн ĕç-хĕлне пырса тивекен калаçăва РФ энергетика министрĕ Александр Новак, округри Ростехнадзор, РФ прокуратурин представителĕсем тата регионсенчи энергетика министрĕсемпе ведомствăсен ертӳçисем хутшăнĕç.
Ульяновск облаçĕнчен ларăва энергетика тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Сергей Гигирев каймалла. Хăйĕн докладĕнче вăл хĕле хатĕрленсе облаçра мĕнле ĕçсем туса ирттерни пирки каласа парĕ.
 
: 971, Хаçат: 34 (1178), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: