Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Воля ялĕнче пурăнакан Митрофановсен çурчĕ умне çитсен малтанах кил хуçи конструктор-ши е пахчаçă-ши тесе иккĕлентĕм. Йĕри-тавра илемлĕ чечексем ешереççĕ - умĕнчи кӳлĕ çыранĕн хĕрринче те, урамра та, палисадникре те. Хапха тăрринче автан евĕр касса илемлетнĕ çил хăш енчен вĕрнине кăтартакан хатĕр çаврăнса ларать. Пӳртне кĕрсен те тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ: стенасем çинче кил хуçи касса кăларнă рамăсемпе эрешсем, килти иконостассене те Пётр Андреевич хăй йывăçран касса кăларнă. Ытармалла мар илемлĕ вĕсем тата хăйнеевĕрлĕ. Ахальтен мар кил хуçин ĕçри çĕнетӳ сĕнĕвĕсен 7 автор прави упранать.
Митрофановсем иккĕшĕ те инвалид, анчах пĕр минут та ĕçсĕр лармаççĕ. Анастасия Григорьевна пахчара, кил-çуртра аппаланать. Пётр Андреевичăн вара ĕçĕ пит нумай: çемье-йăх историне (родословный) çырать, нумаях пулмасть хăй тĕллĕн компьютера алла илнĕ. Хаçатсемпе те тачă çыхăну тытать вăл – унăн статйисене профессиллĕ журналистсеннинчен уйăраймастăн, сăввисен чĕлхи яка та пуян. «Митро Скала» тесе алă пусать статйисем айне. «Канаша» тухнăранпах çырăнса илеççĕ.
Çав вăхăтрах кашни сăмахĕнче пурнăçа юратни сисĕнет. Йывăрлăхсем пирки шӳте куçарса каласа парать. Ĕç биографийĕпе паллашсан ăна вĕреннĕ чух та, салтакра та, ĕçленĕ çĕрте те хисеплени, ялан обществăлла ĕçпе тиени курăнать.
Кивĕ Улхашри Митрофановсен пилĕк ачинчен Пётр кĕçĕнни. Шкул дневникĕнче «4» тата «5» паллăсемсĕр урăх пулман, пĕр мероприяти те вăл хутшăнмасăр иртмен. Улттăмĕш класран ăна шкулти стена хаçачĕн редакторне суйлаççĕ, аслă классенче шкулти ВЛКСМ организацине ертсе пыма шанаççĕ. Шкул пирки калаçу тапратсанах Пётр Андреевич юратнă педагогсене – В.Т.Уртемеева, Д.В.Сандркина, В.В.Князькина, С.Г.Асанована, Х.С.Ярмухинана, К.Н.Русскова-Шахина на ырă сăмахсемпе аса илет, вĕсем ачасен пурнăçне тулли те интереслĕрех тăвассишĕн тăрăшнине палăртать. Çуллахи вăхăта та усăпа ирттернĕ каччă – колхоз уй-хирĕнче вăй хунă, 1962-1966 çулсенче комбайнёра пулăшаканĕ пулнă. 1966 çулта илнĕ аттестачĕ çинче те пиллĕксем ытларах Пётр Митрофановăн. Апла пулин те шкул хыççăн ача тăван ялне юлма шутлать – кĕçĕнни-çке-ха! Агронома вĕренес тесе ял хуçалăх институтне документсене парать, пĕрремĕш экзаменра – химипе - тăваттă илсен кĕреймесрен шикленсе каялла илет. Тăван ялта ĕç стажне вăл газоэлектросварщикр ан пуçлать. Кĕçех ăна колхозри комсомол организацин ертӳçине суйлаççĕ, салтака кайиччен КПСС членĕн кандидатне илеççĕ. 1967 çулта çĕршыв умĕнче тивĕçне пурнăçлама повестка килет. Ленинград хулине лекет вăл. Обществăлла ĕçе кӳлĕнме хапăл пулнине кура Пётр Андреевича ВЛКСМ бюро секретарьне, çар чаçĕн юлташла суд председательне, «За Родину» хаçат редакторне лартаççĕ. Çулталăк çурăран КПСС партине илеççĕ, хушаматне çар чаçĕн Хисеп кĕнекине кĕртеççĕ, «Отличник военного строительства» паллă параççĕ, Оборона министерствин грамотисемпе чыслаççĕ. Çак типĕ йĕркесем хушшинче вара чăваш каччин хастарлăхĕ, вăл ниçта та çухалса кайманни курăнать. Яла таврăнсан Пётр Андреевич 1977 çулччен хуçалăхрах вăй хурать, унтан патшалăх страхагентствине куçать. Çав вăхăтра яла ĕçлеме килнĕ чипер çамрăк вĕрентӳçĕпе Анастасия Григорьевнапа çемье чăмăртать.
-1980 çулта эпир Ульяновска куçма шутларăмăр. Эп хулари пищекомбината вырнаçрăм, кам кăна пулман унта – сварщик, слесарь, электрик, механик! Унтан «Руководитель мехгруппы» должноçа лартрĕç. Обществăлла ĕçрен вара ниçта та пушанайман – местком, партком ертӳçин, халăх контролĕн тата хаçат редакторĕн ĕçĕсене кунта та пурнăçланă. Хамăн характер çапларах пулмалла, чĕнмесĕр çӳрейместĕп, - тет вăл.
СССРти пысăк инкек – Чернобыль АЭСĕнче авари – пулсан унта чи хастаррисене яраççĕ. 1986 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче военкомат Митрофанова та чĕнтерет.
-Чернобыле кайма 100 çынна пухрĕç. Халь вĕсенчен çут тĕнчере сахалăшĕ пурăнать. 2008 çулта тĕл пулнăччĕ вĕсемпе, мана ун чухне «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» иккĕмĕш пусăмлă орден медалĕпе наградăларĕç.
Военкоматра пурин докуменчĕсене (паспорт, çар билечĕ) илчĕç, кунтан ятарлă хушусăр пăрахса кайма хушмарĕç. Медосмотр хыççăн пуйăспа Мускава илсе кайрĕç. Киев вокзалĕнче пире пĕр карчăк курчĕ те сире вилме илсе каяççĕ вĕт, хӳтĕлевçĕсем эсир пирĕн тесе йĕрсе ячĕ. Киева çитсен те пире: «Пушечное мясо привезли», - тесе кĕтсе илчĕç. Куç умне халĕ те йĕплĕ пралукпа карса илнĕ пĕр чĕрĕ чунсăр ялсем, çынсемсĕр пушанса юлнă илемлĕ Припять хули, сарă-хăмăр тĕс çапнă хăрнă вăрман, пур çĕрте те килсĕр кушаксемпе йытăсем, выльăх-чĕрлĕх тата крантлатса явăнакан хура кураксем тухса тăраççĕ, - аса илет Пётр Андреевич.
Чернобыле вĕсене чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче илсе килсе пĕр интерната вырнаçтараççĕ, 62269 номерлĕ çар чаçĕн 8-мĕш ротине вĕсем Ульяновскран иккĕн лекеççĕ. Сăмах май, çав ротăна «смертниксем» тенĕ. Пĕрремĕш хут килнĕ кунах çĕрле 11 сехетре вĕсене броньăпа витнĕ автобуса лартаççĕ, сывлама çулçă евĕр маска параççĕ те «тамăк çулĕпе» (çапла каланă кунта ĕçлекенсем станцине каякан çула) илсе каяççĕ. Станцире йĕркеленĕ санпропускра мĕн пур, çавна тăхăнаççĕ те утса-чупса бункера анаççĕ. Чĕнсе мĕн ĕçлемеллине ăнлантарасса кĕтеççĕ, задани илсен подъезда анса БТР çине лараççĕ, авари пулнă 4-мĕш блока, чăн-чăн тамăка, çитсе радиаци хытă кăларакан саркофагри çурăксене хурçă листасемпе сваркăпа çыпăçтарса хуплаççĕ.
Çак вырăнта нормăпа 7 минутран ытларах ĕçлемелле мар. Анчах БТР çĕмĕрĕлнипе вĕсен 17 минут пулма тивет – тепĕр БТР киличчен. Вунă минутне ахаль ларса ирттермен, ĕçленĕ, мĕншĕн тесен радиацирен пурпĕр ниçта та пытанма çук. Каялла бункера таврăнсан дозиметрпа мĕн чухлĕ рентген илнине тĕрĕслеççĕ – приборсен шкали çитмест, вĕсем шатăртатма тытăнаççĕ. Душра радиоктивлă тусана çуса ярсан, кашни мĕн чухлĕ рентген илнине пĕлсен тин ӳт тăрăх сивĕ чупса каять вĕсен. Виçĕ кунра станцири 4-мĕш блокра тăватă хутчен ĕçлеме тивет унăн. Чернобыльти атомлă станцинчен 30 çухрăмĕнче 26 кун ĕçлет Пётр Митрофанов.
-Унтан веç начарланса, шуралса, типсе килчĕ мăшăрăм. Юнлă ӳсĕретчĕ. Çапах та пульницана каймарĕ, унччен те çӳремен те унта. Çаплах апат-çимĕç комбинатĕнче ĕçлерĕ. 1988 çулта «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçрĕ. Анчах радиаци хăй çинчен мантармарĕ. Хулара сывлайми пулса тăчĕ. Вара 1990 çулта ман тăван яла, таса сывлăша, Çĕнĕ Вольăна куçса килтĕмĕр. Эпĕ шкулта ĕçлерĕм, мăшăрăм та канмарĕ, «Рассвет» хуçалăхра сварщик, комбайнёр, тракторист, ферма заведующийĕ пулса вăй хучĕ. Хуçалăх саланнине курса тăрса чĕри ыратнипе юлашкинчен хуралçа куçрĕ, куç ан куртăр терĕ, - çапла сывлăхĕ хĕстерсе çитерсе пульницана лекиччен. 1996 çулта инвалидноçпа пенсие кăларчĕç, малтан виççĕмĕш ушкăнри инвалидность пачĕç, пилĕк çултан – иккĕмĕш. Эп те аварие лексе суранлантăм. Халь иксĕмĕр те килти хуçалăхра аппаланатпăр, - каласа парать Анастасия Григорьевна.
Аварие пĕтерессишĕн, Çĕр çинчи ытти çынсем нумай та сывлăхлă пурăнччăр тесе хăйсен сывлăхне, пурнăçне шеллеменнисем хушшинче вăл – Пётр Андреевич Митрофанов! Вăл çав тамăкра пĕрле ĕçленисене, унта лекнĕ ентешĕсене нихăçан та манмасть, вĕсене халалласа статьясем, сăвăсем çырать. Çынсен сывлăхĕшĕн – хăйсен сывлăхне панă вĕсем.
Ахальтен мар: «Сире нумай пурăнтарассишĕн эпир маларах вилетпĕр», - тесе вĕçлет Митро Скала пĕр статйине.
 
: 944, Хаçат: 34 (1178), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: