Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çурлан 22-мĕшĕ – РФ патшалăх ялавĕн кунĕ. РФ патшалăх ялавĕ виçĕ тĕслĕ тӳркĕтеслĕхсенчен тăрать. Çиелти – шурă, варринчи – кăвак, аялти – хĕрлĕ тĕслĕ. Ялавăн тăршшĕ сарлакăшĕн 3:2 чухлĕ.
 
XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурриччен Раççейĕн ялав пулман. Ăна 1668 çулта, Алексей Михайлович патша вăхăтĕнче, «Орёл» ятпа ăсталанă пĕрремĕш çар карапне шыв çине антарсан çакнă. XIX ĕмĕрччен вăл флот культурин пĕр пайĕ пулса тăнă. Шурă-кăвак-хĕрлĕ ялав çĕр çине тинĕсри çулçӳревсем çĕнĕ вырăнĕсене уçсан куçнă. Унччен вырăс морякĕсем çыран хĕррине асăну хĕресĕсем лартнă.
1858 çулта шурă-кăвак-хĕрлĕ ялава çакма чарнă. Сенатăн геральди департаменчĕ Раççей ялавне улăштарас ыйтăва çĕкленĕ. 150 çул хушшинче пирĕн çĕршыв ялавĕ нумай хутчен улшăннă.
1990 çулта правительство комиссийĕ çапла йышăннă: Раççей 300 çул ытла шурă-кăвак-хĕрлĕ ялав айĕнче пурăннă, çавăнпа ăна калле май тавăрмалла.
2000 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче «О Государтсвенном флаге РФ» федераллă конституци саккунне йышăннă. Унта ялавăн прависене тата унпа усă курмалли йĕркесене çырса кăтартнă. Тĕслĕхрен, РФ ялавне предприятисемпе учрежденисем, организацисем ирттерекен мероприятисенче, çемье уявĕсенче çакма ирĕк пур. Çаплах саккун ялава балкон çине е дачăра вырнаçтарма чармасть.
Ялавпа РФ наградисенче тата геральдика паллисенче – эмблемăсенче, ĕç тăвакан влаçсен, федераллă органсен ялавĕсенче – усă курма юрать. Анчах услам организацийĕсен логотипĕсенче Раççей ялавĕпе усă курма ирĕк çук.
 
: 959, Хаçат: 34 (1178), Категори: Паллa дата

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: