Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпир хăш-пĕр чухне пурнăçа тĕппипе улăштарса яракан пулăмсем умĕнче тăратпăр. Çакăнпа усă кураятпăр-и, кураймастпăр-и – хамăртан килет. Л.А.Ледюковăн та пулнă ун пек самантсем. Пĕринпе вăл — усă курнă.
 
Вунă класс пĕтернĕ хыççăн Кивĕ Улхаш каччи кĕсйине 15 тенкĕ чиксе, чăматан йăтса Ульяновска ял хуçалăх институтне вĕренме кĕме тухса каять. Пĕр экзаменра вăл панă ыйтусене веçех хуравлать. «Аван, «4» лартатпăр»-, тет комисси председателĕ. Леонид аудиторирен тухса кайма тытăнать. Унччен те пулмасть – председатель чăваш каччине каялла чĕнсе илет: «Сана мĕншĕн «4» лартрăмăр-ха? Эс лайăх хуравларăн-çке… Атя сана тата виçĕ ыйту паратпăр – йăлтах хуравласан «5» лартатпăр. Килĕшетĕн-и?».
Леонид килĕшет, веçех хуравлать. Ним тума та çук – комисси членĕсем малтанхи палла туртса хураççĕ те ун тăррине «5» лартаççĕ. Çак балл ăна кайран питĕ кирлĕ пулать, института кĕме пулăшать.
Тепĕр саманчĕ вара чылай каярах пулса иртет. Ун чухне Леонид Алексеевич "Алгаши" колхозра парторгра ĕçленĕ. Яла Ульяновск область обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ И.М.Кузнецов килет. Парторгпа калаçма пуçлать, ун пĕлĕвне, тавракурăмне тĕрĕслет. Л.А. Ледюков хуравла-хуравла тарласа каять, çапах та калаçуран тивĕçлĕн тухать.
Обком секретарьне парторг килĕшнĕ пулмалла. Хайхине райкома чĕнтереççĕ те çапла пĕлтереççĕ: «Леонид Алексеевич, сире обкома ĕçлеме чĕнеççĕ. Тӳрех хулара икĕ пӳлĕмлĕ хваттер параççĕ. Темиçе уйăхран Николаевка районне иккĕмĕш секретаре яраççĕ».
Анчах Л.А.Ледюков обкома ĕçлеме кайма килĕшмест, Чăнлă районĕнчен ниçта та каймастăп тет. «Кун пеккине пĕрремĕш хут куратпăр. Çакăн пек лайăх сĕнӳрен пăрăнакан халиччен пулманччĕ-ха»,- тесе тĕлĕнеççĕ обкомра.
-Халь шухашлатăп та – килĕшмелле пулнă пуль тетĕп. Пурнăç, тен, урăхларах килсе тухатчĕ… - тет паян Леонид Алексеевич.
Ĕçлеме вара вăл тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ: Сăр районĕнчи пĕр хуçалăхра, Кивĕ Улхашри колхозра, Чăнлă районĕнчи ял хуçалăх управленийĕнче, «Большенагаткинский» сысна комплексĕнче – тĕп экономистра, пĕр вăхăт ял хуçалăх управленийĕ пуçлăхĕн çумĕ пулнă. Кайран фермер хуçалăхне те ертсе пынă. Хăй вара ытларах Ирçелĕнче Э.Тельман ячĕллĕ колхоз председателĕнче вăй хунине аса илет.
-Председатель ĕçĕ экономист ĕçĕпе танлаштарсан «чĕрĕрех»,- тет вăл. - Унта халăхпа хутшăнмалла. Ялан çын куçĕ умĕнче. Мана Ирçелне тырçи умĕн ячĕç. 1200 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Вĕсем валли апат çук, Анникавран турттарма тӳрĕ килчĕ. Комбайнёрсем хире тухасшăн мар – вĕсене пĕлтĕрхи ĕçшĕн тивĕçлипе тӳлемен, улталанă. Çĕрĕпе çывăрмасăр халăха тивĕçлĕ тӳлемелли схема турăм. Пухура вара çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе мала тухакан комбайнёра, дояркăна, пăру пăхакана тĕслĕ телевизор пама пултăм, чĕкĕнтĕр кăларса палăракансене ултă оклад преми, халăха выльăх апачĕ пама шантартăм. Комбайнёрсем кун хыççăн хир карапĕсем патне чупса тенĕ пекех кайрĕç, тырçие тухрĕç. Тĕрĕссипе, Ирçелĕнче питĕ пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Ылтăн алăллисем нумай. Эпĕ вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пултартăм. Вĕсем хăйсемех ман пата пырса: «Атя ăна тăватпăр, атя çакна тăватпăр», – тесе пуçарулăх кăтартма тытăнчĕç.
Çапла вара председатель хăйĕн сăмахне тытни халăха ĕçлеме хавхалантарать. Тепĕр çул силос ытти хуçалăхсене сутмалăх та пулать. Фермăсене пыма плитасем сараççĕ, 220 пуç валли пăру ферми хăпартаççĕ, дизель электростанцине хута яраççĕ, арман, крупорушка тăваççĕ. Çамрăк çемьесем валли 10 хваттере яхăн туса параççĕ. Яла çитме асфальт хураççĕ. Çакна веçех пилĕк çул хушшинче ĕлкĕреççĕ – 1985-1990 çулсенче. Çак тапхăрта хуçалăха темиçе хутчен районти куçса çӳрекен Хĕрлĕ Ялав парса чыслаççĕ.
Л.А.Ледюков райсовет, райком членĕ пулнă. Ăна райком тата облаçри ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕсемпе наградăланă.
Хăй вара ытларах ашшĕ-амăшне ырă сăмахсемпе аса илет, ĕçлеме вĕрентнĕшĕн вĕсене тав тăвать. Ашшĕ – Алексей Антонович — Аслă вăрçăра Румыние, Чехословакие, Австрие, Венгрие, Польшăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, орденсем те пур ун. Амăшĕ – Любовь Ивановна ултă ача çуратнă, ăна тылра хастар ĕçленĕшĕн медаль панă. Леонид Алексеевичăн пĕр ывăл тата пĕр хĕр, халь Максим ятлă мăнукĕ те пур ĕнтĕ.
Сăпайлă та сапăр пурăнма хăнăхнă Л.А.Ледюков мана çапларах сăмахсемпе ăсатса ячĕ: «Тем-тем мухтаса ан çырăр ĕнтĕ. Ман орден-медаль çук. Ĕçленисĕр пуçне нимĕн те туман эпĕ».
 
: 918, Хаçат: 34 (1178), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: