Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск область правительстви типĕ çанталăка пула сиксе тухнă йывăрлăхсемпе кĕрешет.
Шăрăха пула облаçри вунă район (Барăш, Карсун, Çинкĕл, Павловка, Мелекесс, Кивĕ Майна, Сăр, Ульяновск, Чăнлă тата Чартаклă) чрезвычайлă лару-тăру йĕркине куçнă. Çакна облаçра чрезвычайлă лару-тăрушăн яваплă комисси ларăвĕнче область правительстви йышăннă. Ятарлă штаб йĕркеленĕ. Ăна облаçри ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин ертсе пырать.
Çу-утă уйăхĕсенче кĕрхи тырă 130 пин гектар (53 процент) çинче типсе хăрнă. Çаплах 22 пин гектар çурхи культура та ӳссе тухăç парайман. Экспертсем пĕлтернĕ тăрăх, çурхи тырăсен çухатăвĕ 400 пин тоннăна яхăн пулмалла. Сыхланса юлнă çĕр лаптăкĕсенчен гектартан 14 центнертан ытла кĕтмеççĕ. 2011 çулта тухăç вăтамран 24,4 центнер пулнă. Область пĕтĕмĕшле 4 млрд тенкĕлĕх шар курать.
Облаçри ял хуçалăх министерстви РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ячĕпе чĕнӳ хатĕрленĕ. Унта Ульяновск облаçĕнчи лару-тăрăва федераллă шайра йышăнса дотаци уйăрма, парăмсен вăхăтне пилĕк çултан кая мар тăсма тата выльăх-чĕрлĕх валли патшалăх инвестици фондĕнчен 161 пин тонна тырă уйăрма ыйтнă.
 
РАÇÇЕЙ ВУЛАВĂШĔСЕН ПУХĂВĔ
 
Ульяновск облаçĕнче авăнăн 3-7-мĕшĕсенче культура учрежденийĕсен çумĕнче Раççей вулавăшĕсен «Библиокараван-2012» пухăвĕ иртет.
Регионăн искусствăпа культура политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Мускав, Пенза, Ростов, Владимир, Самар, Томск, Тверь хулисенчен, Мордови, Чăваш тата Пушкăрт Республикисенчен 100 яхăн çын килме кăмăл тунă. Пухусенче вулавăш ĕçĕсене сӳтсе явмалла, тренингсем, маçтăр-классем, çавра сĕтелсем иртмелле.
Хăнасене Ульяновскри В.И.Ленин ячĕллĕ вулавăш, С.Т.Аксаков ячĕллĕ ача-пăча вулавăшĕ, И.А.Гончаров ячĕллĕ историпе мемориал центрĕ, Димитровградри тĕп вулавăш йышăнмалла.
«Библиокараван-2012» Ульяновскри ăслăлăх вулавăшĕн умĕнче (Карамзин тăкăрлăкĕнчи 3-мĕш çурт) авăнăн 4-мĕшĕнче 10 сехетре уçăлмалла.
 
Ăратлă сыснасене ĕрчетĕÇ
 
Ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн облаçа Канада çĕршывĕнчен делегатсем килсен Кузоватово районĕнче 2,5 пин ăратлă сысна усрамалăх çĕнĕ центр тăвасси пирки виçĕ енлĕ килĕшӳ тунă. Документа регионти ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин, Канадăри «Gеnеsus» компани президенчĕ Джим Лонг тата «Агрофирма «Агро-Инвест» общество директорĕ Сергей Лачкин алă пусса çирĕплетнĕ.
Центр никĕсне Кузоватово районĕнчи Волынщина ялĕнче «Агрофирма «Агро-Инвест» производство базинче хывма палăртнă. Вĕсен аллинче паян 5,5 пин гектар çĕр лаптăкĕ, тата 3 пин гектар туянма хутсем хатĕрлеççĕ. Унсăр пуçне вĕсем сысна тата сăвакан ĕнесен ферми пур. Канада хăни мĕншĕн Ульяновск облаçне суйласа илнине çапла ăнлантарнă: «Сирĕн регионта сыснасене Африка мурĕ (чума) ересрен мĕнпур условисем пур. Ульяновск облаçĕ выльăх апачĕ тĕлĕшĕнчен пуян. Ăна хатĕрлеме техника та сахал мар, апатне усрама майсем меллĕ. Пире выльăх апачĕ йӳнĕ пулни тĕлĕнтерчĕ».
 
: 881, Хаçат: 34 (1178), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: