Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ÇЕМЙИПЕХ – СЫВЛĂХЛĂ ПУРНĂÇ ТЫТĂМĔНЧЕ
 
«Ахальтен мар ача чухне ăмăртса чупнă, кĕрешсе е йывăр япала çĕклесе ăмăртнă. Манăн та вăйлă пулас килетчĕ. Чăрсăртараххисем кӳрентерсен юлташсем тӳрех ашшĕне е пиччĕшне каласа парассипе хăрататчĕç. Манăн вара хамăнах хӳтĕленме тиветчĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн çемьере ултă ачаран пĕри çеç – эпĕ – арçын ача пулнă. Эпĕ пурĕпĕр юлташсене ăмсанман. Ман хута кĕрекен çуккишĕн те пăшăрханман. Йывăрлăхсене хам тĕллĕнех парăнтараттăм», - пуçларĕ кун-çулĕпе паллаштарма Аслă Нагаткинра хăйĕн çемйипе тĕпленсе пурăнакан СССР спорт маçтăрĕн кандидачĕ, аслă пĕлӳллĕ усламçă, выльăх тухтăрĕ, харпăр ветеринари аптекин пуçлăхĕ Александр Терентьевич КРАСНОВ.
Ентешĕмĕр Чăваш АССРĕн Комсомольски районĕнчен Аслă Нагаткина куçса килнĕ Красновсен çемйинче 1968 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ ахаль çынсем (водитель, ача пахчин ĕçченĕ) пулнă. Александр пысăк та ĕçчен çемьере çитĕннĕ. Ачаранах çут çанталăкпа, чĕр чунсемпе интересленнĕ. Спорт тесен ăна урăх нимĕн те кирлĕ пулман. Ун урлă вăл чăтăмлă, сывлăхлă, сăпайлă, ĕçчен çын пулса çитĕннĕ.
- Эпĕ 1985 çулта Аслă Нагаткин шкулĕнчен вăтам пĕлӳ илсе тухрăм. Аван вĕреннĕ тесе мухтанма пултараймастăп – ударник та, отличник та пулман, - каласа парать Александр. – Анчах Ульяновскри ял хусалăх институтне çăмăллăнах вĕренме кĕтĕм. Ветеринари факультетĕнче пĕлӳ илсе выльăх тухтăрĕ пулса тăтăм.
Александр Красновăн икĕ курс пĕтерсен салтак ячĕ тухать. Вăл 1987-1989 çулсенче Свердловск облаçĕнчи сывлăш çар вăйĕсен пĕр чаçĕнче хĕсметре пулать. Çар радиотехникине юсать. Кунта та вăл спорт тĕнчинчен уйрăлаймасть – ирĕклĕ кĕрешӳре çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăвать. Салтакран сержант званине тивĕçсе таврăнать. Маларах вĕреннĕ институтра 3-мĕш курсра пĕлӳ илме тытăнать. Институт чысне тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче хӳтĕлет.
- 1992 çулта диплом илтĕм те Чăнлă районĕнчи «Маяк Ильича» колхозра выльăх тухтăрĕ пулса вăй хума тытăнтăм. 2002 çулччен зоотехникра та, выльăх-чĕрлĕх самăртакан цехра та ĕçлеме тӳр килчĕ. Ахăр самана пуçланса колхозсем арканма пуçласан харпăр ĕçе куçма тĕв турăм. 2002 султа Аслă Нагаткинра ветеринари аптеки уçса харпăр хуçалăхсен чĕр чунĕсене, выльăх-чĕрлĕхне сиплеме, профилактика ĕçĕсемпе тивĕçтерме тытăнтăм, - малалла паллаштарать Александр Терентьевич хăйĕн кун-çулĕпе.
Ентешĕмĕр çемье пурнăçĕпе 1991 çултанпа пурăнать. Мăшăрĕ – Светлана Петровна Ширтанова (хĕр чухнехи хушамачĕ) - медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Паян Аслă Нагаткинра васкавлă пулăшу тытăмĕнче фельдшерта вăй хурать.
Красновсем – спорт çемйи. Çемье пуçĕ, ывăлĕпе хĕрĕ Борис Алексеевич Чернов тренер патĕнче кĕрешӳпе аппаланаççĕ. Ывăлĕ – Алексей - ашшĕ çулĕпе кайнă, Ульяновск патшалăх ял хуçалăх академийĕнче иккĕмĕш çул выльăх тухтăрĕ пулма хатĕрленет. Çпорт маçтăрĕн кандидачĕ. Пĕтĕм Раççей шайĕнче ирĕклĕ кĕрешӳпе иртнĕ ăмăртусен темиçе хут çĕнтерӳçи-призёрĕ. Чăваш кĕрешĕвĕнче те çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăвать. Хĕрĕ – Анна – улттăмĕш класра çеç вĕренет пулин те спорт маçтăрĕн кандидачĕ (ирĕклĕ кĕрешӳ), Раççей Федерацийĕн кадетсен хушшинчи сборнăй командин членĕ. Раççей шайĕнчи турнирсен виçĕ хут призёрĕ. Вăл амăшĕ пек хăйĕн пурнăçне медицина тытăмĕпе çыхăнтарасшăн.
1999 çулта Ульяновск облаçĕнче Кĕрешӳ спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленме тытăнсан А.Т. Краснов та çак спорт тĕсĕпе «чирлесе» ӳкет. Ывăлне те явăçтарать.
- 2007 çулта Кĕрешӳ мелĕпе ăмăртса Андриян Николаев космонавт ячĕллĕ турнира хутшăнтăм (2-мĕш вырăн). 2009 çулта область шайĕнчи Акатуйра çĕнтерсе такапа телевизор илтĕм. 2010 çулта Шупашкарта иртнĕ турнирта çĕнтертĕм, - аса илет Александр Терентьевич.
Красновсем пурте пĕрле спорт ăмăртăвĕсене тухса çӳреççĕ. Темиçе хутчен районра тата облаçра иртнĕ «Атте, анне тата эпĕ – спорт çемйи» ăмăртура çĕнтернĕ. «Самосовершенство» грант (50 пин тенкĕ) çĕнсе илнĕ. Вĕсем килĕнче те кашнине уйрăм спорт кĕтесĕ йĕркеленĕ.
- Пирĕн çемье веçех амăшĕ çинче тытăнса тăрать, - тет шӳтлесе те чăнласа Александр Терентьевич. – Эпир ăна: «Пирĕн тĕп тренер», - тетпĕр. Вăл ăмăртусене пуçтарăнма тĕплĕн хатĕрлет. Пиртен нихçан та уйрăлмасть. Хавхалантарса, вăй парса тăрать.
Красновсен çемйин пурнăçĕнчи чи пысăк çĕнтерӳ вăл – урă та сывлăхлă пурнăç йĕркине çирĕппĕн тытса пыра пĕлни, ыттисене тĕслĕх кăтартни.
 
 
 
Аслă Нагаткин.
 
: 964, Хаçат: 34 (1178), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: