Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак сăмахсем йăлтах эпĕ каласа паракан хĕрарăм пурнăçне сăнласа параççĕ. Ватлăх енне кайсан ăраскалĕ çапларах килсе тухасса чухлама та пултарман Нина Васильевна Хураськина.
Кашари И.Я. Яковлев уçнă шкулта сакăр класс пĕтерсен вăл ялтан тухса кайса Ульяновскри ПТУра штукатура вĕренет. Ĕç биографине СМУра тытăнать. Хĕр чухнехи шух çулсене аса илнĕ чух унăн сăнĕ çуталчĕ.
-Пулас упăшкапа Николайпа эпир хĕр тантăшăн туйĕнче Кивĕ Сахчара (Мелекесс районĕ) паллашрăмăр. Эпĕ хĕр çумĕччĕ. Вăл – каччăн тетĕшĕ. Коля Куйбышевра стройкăра ĕçлетчĕ, башня кранĕн машинистĕнче вăй хуратчĕ. Часах пирĕн çемье чăмăртанчĕ. Эпĕ — вунсаккăрта, вăл – çирĕм тăваттăра. Ульяновск районĕнчи Кременкере пурăнма тытăнтăмăр. Совхоз хваттер пачĕ. Пирĕн икĕ ывăл çуралчĕ: Игорь тата Юра. 1977 çулта аппа хыççăн Липкине куçса килтĕмĕр. Эпĕ дояркăра ĕçлеме тытăнтăм. Ун хыççăн тĕрлĕ çĕрте: кочегарта та, столовăйра та, 14 çул совхоз склачĕн заведующинче – вăй хума тиврĕ. Коля электрикра ĕçлерĕ. 1981 çулта совхоз малтан икĕ пӳлĕмлĕ, кайран виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер пачĕ. Мăшăр Одессăна кайса холодильниксем вырнаçтаракан маçтăра вĕренсе килчĕ. Аван пурăнаттăмăр. Пĕрлешнĕренпе 42 çул ĕнтĕ, - тесен вăл салхуллăн пуçне усрĕ.
Тăватă çул каялла унăн упăшки йывăр чирлесе ӳкнĕ. Майĕпен çӳрет, анчах килти хуçалăхра пулăшаймасть. Халĕ вăл III-мĕш ушкăн инваличĕ.
Инкек пĕччен çӳремест теççĕ. Аслă ывăлăн арăмĕ тем сăлтава пула икĕ ачине пăрахса Саратов облаçне тухса каять. 2008 çулта вăл таврăнса ачасем кирлĕ мар тесе заявлени çырать. Ывăлĕ, икĕ çул мăшăрĕ таврăнасса шаннăскер, хăй çине алă хурса пурнăçран уйрăлать. Икĕ хĕрĕ (5 тата 9 çулхисем) тăлăха тăрса юлать. Инкек çинчен илтсен кинĕ килет, ачисене пĕр уйăха тесе илсе каять. Нина Васильевнан чунĕ вырăнта мар. Мăнукĕсен шăпишĕн шикленсе çула тухать. Унти лару-тăрăва курсан асламăшĕ икĕ хĕрачана каялла илсе килет.
Тепĕр ывăлĕшĕн те самаях куççуль тăкма тивнĕ Нина Васильевнан. Кинĕ килте ача пăрахса юнне çухатнипе вилсе кайнă. Тăватă ачи амăшсĕр тăрса юлать. Кĕçĕнни – Андрей ун чух çулталăкра çеç пулнă. Халĕ ывăлĕ тепре авланнă. Тереньга районĕнче çемйипе пурăнать. Нина Васильевна пĕчĕк Андрея тата тепĕр ывăлĕн икĕ хĕрне опека йĕркипе хăйне хăварать.
Калаçăвĕнче унăн чĕринчи суранĕ халĕ те ыратни палăрать. Телее, çумра аппăшĕ тата икĕ йăмăкĕ. Пурте Липкирех тĕпленнĕ. Куллен кĕрсе тухаççĕ вĕсем пĕртăванĕ патне. Çакă Нина Васильевнана вăй парать те ĕнтĕ.
-Ăраскалăм çапла пулнишĕн хама çеç ӳпкелетĕп,-тет вăл аллинчи ал тутрине чăмăртаса.
Ăнланмалла, халĕ ун чĕрине вăхăт тата мăнукĕсен телейĕ çеç сиплеме пултарать.
Аслă мăнукĕ Ирина УлПУ çумĕнчи колледжра экономика тата менеджмент факультетĕнче вĕренет. Кăçал ăна бюджет шутĕнчен вĕренме куçарнă.
Хураськинсем унччен карта тулли выльăх пăхнă пулсан халĕ чăх-чĕп çеç: выльăх усрама пĕччен пит йывăр.
Нина Васильевнан сĕтелĕ çинче «Канаш» хаçат выртнине курсан — савăнтăм. Вăл пирĕн хаçатпа виçĕ çул туслă иккен.
-Почта уйрăмне кĕрсен ăнсăртран «Канаш» хаçата куртăм та – çырăнтăм. Калавсем вулама юрататăп. Хаçатри юрăсене юрлатăп,- тет Нина Васильевна хăй юратнă юрăсене хаçатра пама ыйтса.
 
Ульяновск районĕ.
 
: 975, Хаçат: 34 (1178), Категори: Ăраскал

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: