Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2013 çулта чăваш вĕрентӳçи Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитет. Димитровградри таврапĕлӳçĕсен ушкăнĕ Çĕнĕ Малăкла районĕнчи чăвашсем тĕпленсе пурăнакан ялсене тухса кайнă.
Вырăнти таврапĕлӳ музейĕн ĕçченĕсем тата вырăнти И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç чăваш пĕрлĕхĕн председателĕ Геннадий Улюкин чăваш наци культурине, историне, йăла-йĕркине тĕплĕн упракан тата аталантаракан районти чăваш ялĕсенче пулнă.
Ерселĕнче вĕсене шкул директорĕн воспитани ĕçĕсене илсе пыракан çумĕ, чăваш чĕлхипе культурине, йăла-йĕркине вĕрентекен кружок ертӳçи Наталья Янгильдина кĕтсе илнĕ. Хăнасене шкулти хăтлăхсăр пуçне шкул музейĕ тата ял вулавăшĕ тĕлĕнтернĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем авалхи хресчен япалисене, тумĕсене нумай пуçтарнă.
Хăнасене Упамсарта та тараватлăн кĕтсе илнĕ. Шкул музейĕн пĕрремĕш хутĕнче И.Я.Яковлевпа, унăн вĕренекенĕсемпе тата чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă материалсем нумай. Иккĕмĕш хутра Аслă вăрçа хутшăннисене тата таврăнайманнисене халалланă экспонатсем вырнаçнă. Шкулти чăваш этнографи музейĕнчи материалсем ятарлă музейрисенчен те пуянтарах. Шкул директорĕ Альбина Долгова хăнасене – авалхи тĕрĕллĕ ал шăлли, хăнасем ăна – Гавриил архимандрит çинчен каласа паракан кĕнеке парнеленĕ.
Димитровград музейĕн ĕçченĕсем тĕл пулнисемпе И.Я.Яковлев юбилейне пĕрлехи ĕçсемпе кĕтсе илме çирĕплетӳ йышăннă. Шкулсен, вулавăшсен ĕçченĕсене, вĕренекенсемпе вĕрентекенсене 2012 çулхи авăн уйăхĕнче иртекен «Три сосны» фестивале тата И.Я.Яковлева халалланă ăслăлăхпа практика конференцине хутшăнма йыхравланă.
 
: 867, Хаçат: 34 (1178), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: