Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ирхине ĕçе кайнă чух тахçан пĕрле ĕçленĕ тантăша тĕл пултăм. Нумай çул курманнипе унăн пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлес килчĕ. Мана курсан вăл та йăл кулнă пек турĕ. Анчах куçĕнчи куççульне темле тăрăшсан та пытараймарĕ. Тантăшăн килĕнче веçех йĕркеллĕ маррине туйса манăн та кăмăлăм пусăрăнчĕ.
-Мĕн пулчĕ, Оля?-ыйтрăм хуйхăпа тулнă куçĕнчен тинкеререх пăхса.
-Пĕлетĕн-и, мана килте ăнланакан çук…Малалла мĕнле пурăнмалла?-тесе вăл ĕсĕклесех йĕрсе ячĕ. Пĕрле ĕçленĕ чух пĕр-пĕрин пурнăçне питĕ аван пĕлеттĕмĕр. Оля вырăс хĕрарăмĕ. Çемьешĕн тăрăшакан çын. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ывăл çуратса ӳстерчĕç. Ачисем шкулта начар мар вĕренетчĕç. Амăшĕ вĕсене ĕçе хăнăхтарма тăрăшатчĕ. Мăшăрĕ вара хушмасăр килти çӳппе те хускатмастчĕ.
-Ман пурнăçăмра ним савăнмалли те çук. Мĕнпурĕ ман ĕнсе çинче. Упăшка «Авиастарта» сахал тӳлеççĕ тесе ĕçне пăрахрĕ. Аванраххине тупаймасăр нумай вăхăт килте ларчĕ. Кăнтăрччен çывăратчĕ. Каçхине юлташĕсемпе «уçăлса» çӳреме юрататчĕ. Киле виле ӳсĕр таврăнатчĕ. Кайран ăна çак юлташĕсемех хăйсен ĕç бригадине илчĕç. Ăçта çурт-йĕр тумалла, ăçта алăк лартмалла… Киле урă таврăннине ас тумастăп та. Çапла ĕçке ерчĕ. Çамрăкрах чух мухмăртан тепĕр куннех тухатчĕ. Халĕ эрнипех мухмăр «чĕртет». Пăртак укçа ĕçлесе илчĕ тĕк киле эрех-сăрасăр килмест. Ĕç укçи илнине паллă тумалла вĕт…Ывăлĕсене те ярса парать. «Атьăр, ĕçĕр, салтакран таврăннă тăк – ĕçме юрать», – тесе хистет. Халĕ вĕсем те сăрана шыв пекех кӳпеççĕ. Çавăн пиркиех авланаймаççĕ те. Кама кирлĕ ĕçекен арçын? - Оля куçне шăлса илчĕ те пăртак лăпланнă пек пулчĕ. Ассăн сывласа илсен калаçăвне малалла тăсрĕ. – Ĕнер ĕçрен таврăнсан юлашки аш татăкĕнчен шаркку пĕçертĕм. «Ирхи апат тума та юлать-ха, кăнтăра ĕçрен таврăннă чух мĕн те пулин туянăп», – тесе хама лăплантартăм. Ачасем çисе хăйсен ĕçĕсемпе тухса кайрĕç. Леш шуйттанĕ таврăнманччĕ-ха. Ăна шыраса нерва пĕтерес мар терĕм. Çăвăнтăм та кĕрсе выртрăм.
Çĕрле арçынсен сассипе вăранса кайрăм. Ачасем юлташĕсемпе килнĕ те сăра ĕçсе лараççĕ: чăмлаççĕ, ахăлтатса кулаççĕ. Анне канма выртнă, шăпрах пулар-ха темеççĕ. Те пур эпĕ вĕсемшĕн, те çук. Çумра упăшка харлаттарса выртать. Хăш вăхăтра таврăннă—сисмен. Çăварĕнчен тӳсме çук эрех шăрши перет. Чун тăвăлса килчĕ. Тăрса мĕнпурне тустарас килчĕ. Аран-аран тӳссе выртрăм. Ир пуласса тин кĕтсе илтĕм. Холодильника уçрăм та – шак хытса тăтăм: шаркку савăчĕ пуш-пушă. Çӳлĕксем çинче çамрăксем ĕçсе ярайман сăра банкисем тата упăшка пуçланă эрех кĕленчи çеç юлнă. Мĕн тумалла? Лартăм та йĕрсе ятăм. Мĕнрен мĕн пĕçерес? Нимĕн те çук. Ман арçынсем эпĕ туянса тутлă пĕçерессе çеç кĕтсе лараççĕ те. …Апат-çимĕç туянма вĕсен укçи çук, эрех сăра валли тесен – тупăнатех. Çапла йĕрсе ларнă вăхăтра çемье те вăранчĕ. Камăн – мухмăр, камăн – ĕçе каймалла. Эпĕ вĕсене чĕнсе илтĕм те лăпкăн кăна: «Акă сире эрхи апат, - терĕм сăра-эрех çине кăтартса. - Малашне эсир туяннă çимĕçрен çеç пĕçеретĕп. Манăн укçа пĕтрĕ»,- терĕм те ĕçе тухса утрăм. Вăт çапла пурăнатăп эпĕ», -вĕçлерĕ вăл калаçăвне каллех ĕсĕклесе.
Ольăна лăплантарма сăмахсем шырарăм. Мĕн каласа лăплантарма пулать çакăн пек чухне? Унăн хуйхи манăн чĕрене те ыраттарчĕ. Çапла уйрăлтăмăр. Ирхи картина кунĕпех пуçăмран тухмарĕ. Эх, мăнтарăн пурнăçĕ… Мĕн чухлĕ хĕрарăм тертленет çав эрех-сăрана пула… Мĕн чухлĕ амăш вăхăтсăр ватăлать… Çăлăнăçĕ ăçта? Кам пĕлет?
 
: 961, Хаçат: 34 (1178), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: