Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тĕлĕнмелле, анчах та пепке амăшĕн варĕнче чухнех çывăх çыннисен кăмăл-туйăмне туять иккен. Çуртра пурте хаваслă, телейлĕ чухне вăл та савăнăçне ниçта хураймасть. Кăмăллă, йăваш. Енчен те килтисем хирĕçӳ-харкашу авăрне путсан ачана питĕ начар. Вăл йĕрет, хурланать. Урипе кăмăлсăр тапкалашать. Çавăнпа чи малтан амăшĕн лăпкă, ырă кăмăллă пулмалла. Варта пепке йăтса çӳретĕн – чи малтан çав пĕчĕккĕ ача çинчен шутламалла. Ун сывлăхĕ тĕреклĕ, нерв тытăмĕ çирĕп пулсан сире кайран хăвăра çăмăл пулĕ. Чирлĕ ачапа чи малтан ашшĕпе-амăшне йывăр килет. Çавăнпа та тухтăрсем йывăр çынна çепĕç те ачаш калаçма, тăтăш илемлĕ юрă-кĕвĕ итлеме, юрлама, каçсерен сăпка юррипе çывăртса яма сĕнеççĕ.
Акă çав ача паян ача садне, пуçламăш шкула чупать. Ашшĕ-амăшĕ ĕçре. Аслисен вăхăчĕ çуккипе ăна малтан 4-5 çул кунĕпене воспитателе шанса параççĕ. Кайран шкулта уроксем хыççăн ниçта кайма çук ачасене пухакан ушкăна хăвараççĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачине кирлĕ таран вăхăт уйăрмаççĕ. Аван пурăнма аван укçа кирлĕ. Ачапа канмалли кунсенче амăшĕ кухньăран, ашшĕ телевизор патĕнчен пăрăннă чухне пăртак пуплешкелеççĕ те ĕçĕ те пĕтрĕ. Унсăр пуçне аслисем час-часах ачисемпе пуçлăх хăйне пăхăнса тăракан çынсемпе калаçнă пек калаçаççĕ. «Ăна илсе кил, куна кайса хур», - теççĕ. Ачине мĕн кирлипе, шкулти пурнăçĕпе интересленмеççĕ. Вĕсем тĕпренчĕкĕсемпе ăнланман чĕлхепе калаçнисĕр пуçне никама та илтмеççĕ. Тепĕр чухне, тĕслĕхрен, ывăлне-хĕрне ĕç хушнă чухне хăйсен вăйĕпе вĕсенне шайлаштармаççĕ. Кайран хытă вăрçни те ачан психикине вăйлах амантать. Сĕре пуçаруллă ачасене хăйсенни пек тума, ĕç-пуçне малалла аталантарма чăрмантарни те ырри патне илсе пымасть. «Ан аппалан, пурпĕрех пиçсе çитеймест. Япаласене пăсса, юрăхсăра кăларса çеç петеретĕн», - темелле мар. Ан тив, тăрăшса пăхтăр. Чылай чухне пысăк самолётсем ăсталасси пĕчĕк самолётсем пуçтарнинчен пуçланать. Пурте авиаконструкторсем, испытательсем,космо навтсем пулаймĕç паллах. Кăмăлĕ пурри – хăй аван.
Юратма эпир ачасене пурте юрататпăр. Анчах та çак юрату кашнинех тĕрлĕ енчен палăрать. Хăшĕсем юрату вăл ачасене тăтăш хаклă парнесем илсе пани теççĕ. Хăшĕсем нумай ĕçлеттерменни теме пăхаççĕ. Тепĕр чухне килте пурте юратнипе пĕри те тимлĕх уйăрманран шăпăрлансем хăйсене начар енчен кăтартма пикенеççĕ. Çапла майпа вĕсем юнашарах иккенне кăтартасшăн. Шел, чылай çемьере аслисем хăйсене ачасемпе еплерех тыткаламалли йĕркесене, правилăсене пĕлмеççĕ. Пирĕн çĕршывра килте пĕр-пĕр ыйту сиксе тухсан психолог е психотерапевт патне пулăшу ыйтма кайма васкамаççĕ. Те вăтанаççĕ, те хăраççĕ. Епле пулсан та ку меслет йăлана кĕменни куçкĕрет.
Аслисемпе ача-пăча хутшăнăвне уçăмлатас тĕллевпе эп Ульяновскри Çемье центрне çул тытрăм. Алина Кириллова психолог хаваспах ыйтусене хуравлама пулчĕ.
— Килте ачасем хăйсене ним çук çĕртенех кăнттам та тӳрккес тытаççĕ пулсан, кутăнлашсан-юнтарса н чи малтан çакăн сăлтавне тупас пулать,-терĕ Алина Григорьевна.-Май килнĕ таран лăплантармалла, кутăнлашма хистекен сăлтава сирмелле. Ача валли кăсăк ĕç тупса памалла. Ĕçе ăнăçлă вĕçленĕшĕн çеç мар, тăрăшнăшăн та мухтамалла. Кашни ачанах вăхăтран вăхăта килте хăйне аван тытнăшăн парне парса хавхалантармалла. Начар ĕçшĕн пĕçеркке парсан та юрать – «штраф» памалла, черетсĕр ĕç хушмалла. Хăш-пĕр чухне ачана хăйĕн пӳлĕмĕнче пĕччен хăвармалла. Ан тив, кантăр. Хытă тарăхнă вăхăтсенче те çилĕллĕ сăмахсенчен пăрăнма тăрăшăр. Йăвашрах, çемçерех пулăр. Канихвет-шоколад вырăнне кишĕр е пан улми çимелле пулать тейĕр. Паянлăха юлташсемпе выляс вырăнне кукамуна пулăш, кĕнеке вула теме те юрать. Ытларах чухне ыталаса илсе чунтан çепĕççĕн калаçма, вăрттăн чуптуса илме сĕнетĕп. «Пепкеçĕм, атя сан кутăнлăхна чӳречерен кăларса ывăтатпăр, каçар эсĕ мана яланах ĕçлĕ пулнăшăн», - тейĕр. Эсĕ кутăнлашнă чухне мана çав тери йывăр, хама ниçта хума пĕлместĕп, пăх-ха акку е тетӳ(пур пулсан) мĕнле хитре вылять, темшĕн йĕретĕн, хирĕçетĕн тени те пулăшать. Эсĕ кутăнлашни, хăвна тӳрккес тытни мана килĕшмест тени те ачăра шухăшлаттарĕ. Ачасем пире юратаççĕ. Эппин, пирĕн те, аслисен, вĕсен шăхăш-кăмăлне тавçăрма тăрăшмалла. Пулăшмалла, ырламалла.
Алина Григорьевна Кириллова ачаран еплерех çын çитĕнесси пĕтĕмпех вăл ӳсекен çемьери лару-тăруран килет тет. Ачана тĕрĕс ăс парса ӳстернинче çакна манмалла мар: тиркесе çеç тăрсан ача пĕтĕм тĕнчене курайми пулать; ашшĕ-амăшĕ яланах хирĕçсен-тавлашсан вăл хаярлăха вĕренет; яланах йĕплесе кулсан, тĕртсен – хăйĕн ăшне питĕрĕнет; унпа ӳпкелешсе çеç калаçсан хăйне пурин умĕнче те айăплă тытма вĕренет; яланах чăтсан ыттисен чăтăмлăхне йышăнма пуçлать. Ачана хавхалантарса, çĕклентерсе тăрсан вăл хăйĕн вăйне шанма тытăнать; мухтасан вăл çынна ырă тума вĕренет;таса чунлă, тӳрĕ кăмăллă çынсемпе юнашар пурăнсан тĕрĕс, тӳрĕ кăмăллă пулать. Ача хăрушсăрлăхра, пурăнсан çынсене шанма вĕренет; пулăшсан – хăйне хаклама пуçлать. Енчен те ача ырă кăмăллă, ăнланакан çемьере пурăнсан çак тĕнчере юратăва тупма, лайăххине начарринчен уйăрма вĕренет!
 
: 1020, Хаçат: 34 (1178), Категори: Ачалăх утравĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: