Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кунтикавра пурăнакан Надежда Ефимовна Шлёнкина (хĕр чухнехи Барабанова) пурнăçа юратакан, хаклакан чăваш хĕрарăмĕ.
«Паян тĕнче чечеке ларнă вăхăт, - тет Натюш аппа хальхи самана пирки пупленĕ май. -Шел, пурăнма пĕлместпĕр. Çамрăксем ватăсенчен именмеççĕ, ĕçке, çăмăлт-тайлăха, укçана пуринчен мала хураççĕ. Ĕçе çăмăллипе йывăрри çине пайлаççĕ. Аслă вăрçă тытăннă çул эпĕ вун пĕр çулхи хĕрача пулнă. Çĕршыва асар-писер вăрçă çулăмĕ хыпса илнĕччĕ. Çĕнтерĕве çывхартнă çĕрте пирĕн, тылра тăрăшнă ача-пăчан, тӳпе те пур. Тĕнчене фашистсем кисретнĕ, пиччесемпе аттесем, асаттесем фронта ăсаннă çулсенче калхус хирĕнче ĕçлесе пирĕн, вăхăтсăр пысăкланнисен, миме пиçсе кайнă. Шартлама сивĕре вутă турттарнине, туратсем пуçтарнине куççульсĕр аса илейместĕн. Çулла утă çулнă, вырмара ыраш, тулă пучахне çулнă, тăватă пике хыççăн икшерĕн кĕреплепе пуçтарнă, кĕлтесем çыхнă, турттарнă. Алăсем тытми пулатчĕç. Мăян, крахмал пашалăвне, ай, пит тутлă тесе çинĕ. Çапах та туслăха хакланă, куласси-шӳтлесси те, юрласа вăй кĕртесси те – пирĕншĕн ют пулман. Тантăшсемпе пит килĕштереттĕмĕр. Лидия Шлёнкина, Людмила Ухварова (Утинкка теттĕмĕр), Санька тата эпĕ – тăватсăмăр ялан пĕрлеччĕ». Надежда Ефимовнан ĕмĕрĕ тăван хуçалăх ферминче ĕçлесе иртнĕ. Хĕллехи вăрăм каçсенче алса-чăлха çыхнă, пит шăлли, вырăн çивитти тĕрленĕ. Пилĕк ача амăшĕ вăл. Хăй те нумай ачаллă çемьерен.
Надежда Барабанова-Шлёнкина çемйинче ĕмĕртен Турă вăй-хăватне ĕненекен çынсем пулнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ – Ефим тетепе Евлен аппа – Турă юррисене юрланă. Çемйинче пурте уçă сасăллă пулнă. Надежда Ефимовна та паян Чăнлăри чиркĕве çӳрет. «Тавах Аслă Аттемĕре, 82 çул тултартăм, пурте ман пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулччăр, - терĕ вăл. - Пурне те çирĕп сывлăх, телей сунатăп».
 
Чăнлă районĕ.
 
: 951, Хаçат: 34 (1178), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: