Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çырав материалĕсене ĕненсех пĕтерейместĕп эпĕ. Пурте пĕлетпĕр-çке пире мĕнле çырса тухнине. Мĕнле шутланине вара никам та пĕлмест. Мĕншĕн тесен унăн листисене машина шутлать тет.
Чăннипе вара куракан-туякан çын халăх хавшаса пынине шутлавсăр-мĕнсĕр те витĕр курса тăрать – яла кăна кайса кил. Юлашки вунă çул хушшинче ялсенчи пысăк шкулсем те хупăнса пыраççĕ: 20-30 çул каялла кăна хăпартса лартнă икĕ хутлă шкул çурчĕсем пушă янраса лараççĕ.
Çапах та курăмлăрах пултăр тесе юлашки виçĕ çырав кăтартăвĕсене танлаштарса пăхар-ха: 1989 çулта Раççей Федерацийĕнче 1 млн 773 пин (СССРта – 1 млн 842 пин) чăваш пурăннă, 2002 çулта Раççейре – 1 млн 637 пин, 2010 çулта – 1 млн 435 пин чăваш юлнă. Ĕнтĕ темле автомат-компьютерпа шутласан та çуллен 25 пин çын таран хухса пыратпăр. Тата ытларах чакса кайрăмăр пуль тесе пăшăрханса пурăнаттăм та – тавах Росстата, эпир юлашки 8 çул хушшинче 200 пин чăваша çеç çухатрăмăр.
Çапах та йыш чакни вăл – çур инкек кăна-ха. Петĕр Хусанкай ав «Чун вырăнне татах чун хутшăнать», - тет. Астурăр-и: «йыш» мар, «чун»! Чунăмăрсем вара пирĕн йышран нумай малтан хухма пуçланă. Хальхи вăхăтра чăваш ăс-тăнĕпе (интеллект) чун хавалĕ (духовность) çав тери тарăн авăра путнă. Пирĕн пĕр аллă çул ĕнтĕ халăх ăс-хакăлне çĕклесе тăракан, халăх ăс-тăнне, халăх чун-хавалне хиврелетсе, хистетсе тăракан интеллектуалсем – наци элити – çук. Паян чăваш интеллигенцийĕ çыххи татăлнă шăпăр пек сапаланса кайнă, тӳпере, ăс-тăнпа чун-хавал тӳпинче, ăна çул кăтартса пыракан çутă çăлтăрсем курăнмаççĕ. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче тĕнчене килнĕ ăслă та хастар çынсем пиртен уйрăлса кайрĕç те – халăхăмăрăн ăс-хакăлпа чун-чĕре пурнăçĕ лĕпĕр сӳнсе ларчĕ. Хăй вăхăтĕнче Элкер, Хусанкай, Ухсай, Илпек, Турхан йышши улăпсем тавралла хунанă ӳсĕм шанчĕ, чăн çăлтăрсенчен «çăлтăр тусанĕ» кăна тăрса юлчĕ. Ăна та пулин анăçран килнĕ шалкăм çумăр лапра ăшне çапса ӳкерчĕ. Чăваш халь – пуçсăр, чунсăр, хевтесĕр йыш. Йыш пур пек те курăнать – пĕтĕмпе 1 млн 435 пин 872 çын. Çапах та юлашки 8 çул хушшинче эпир 12 процент ытла чакнă.
Çырав халăх йышне кăтартса парать. Анчах халăх выльăх мар, ăна пуçпа мар, чунпа шутламалла. Атьăр-ха пуçа ватса пăхар: 1 млн та 435 пин çын хушшинче чунĕпе чăваш пулса юлнă этем миçе пур-ши? Калама та хăрамалла. Эпĕ сĕмленнĕ тăрăх, чăн чăваш чунлĕ çын çĕрте те пĕрре (1 процент) тупăнмасть пуль. Халăха нимрен ытла культурăпа чĕлхе тытса тăраççĕ. Пĕрре пăхма – чăвашсем пурте чăвашла калаçатпăр пек. Анчах «пек» кăна çав…Атьăр-ха талккăшпе чăваш пурăнакан пĕр яла кайса пăхар.
Пĕр 40-50-сенчи çынсенчен тытăнса ял халăхĕ чăвашла калаçать-ха. Çамрăкраххисем, 20-30-тисем вырăсларах перкелешме вĕренсе кайнă. Вăтанаççĕ пирĕн хĕрсемпе каччăсем ашшĕ-амăшĕн чĕлхинчен, йĕрĕнеççĕ…Хăйсенчен хăйсем йĕрĕнеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем авалхи Египетпа Греци культурине пĕлеççĕ. Анчах Рим империне аркатнă гуннсем (хунсем) чăвашсен авалхи тăванĕсем пулнине никам та каласа паман. Шкула çӳрекенсем чăвашла чухлаççĕ пулсан та калаçмаççĕ. Вĕсене шкулта «линейкăна» тăратсах директор хăй чăвашла калаçма чарнă.
Пĕр виç-тăватă çул каялла ЮНЕСКО чăваш чĕлхине вилсе пыракан чĕлхесен йышне кĕртнĕччĕ. Ах тур, мĕнле «отпор» патăмăр ун чухне чикĕ леш енчи «тăшмансене». Чисти совет саманинчи пек. «Кураймасăр калаçатăр, вилместпĕр! Никакуй та, нипочем та, нисашту та пĕтместпĕр!», - терĕмĕр. Хамăр вара тĕпел кукринче кăна чăвашла калаçкаласа ларкаларăмăр. Чăваш чĕлхине «патшалăх чĕлхи» текелесе хăлаçлантăмăр та – каллех каялла чакса лартăмăр. Чăваш чĕлхине «Правительство çуртне» кĕме никам та ирĕк памарĕ. Унта мар, хăлтăр-халтăр пĕчĕк пĕр-пĕр предприятие те пырса кĕреймерĕ чăваш чĕлхи.
Чăваш чĕлхин ĕç талккăшĕ çуллен хĕсĕнсе пырать. Кил хушшинче чăвашла калаçкалатпăр-ха. Анчах лавккана кĕрсен, пульницана кайсан, кантура кĕрсен санпа вырăсла кăна калаçаççĕ. Халь чăваш ялĕсенче чăвашла çырса хунă пĕр хăма татăкĕ кураятпăр-ши? Пирĕн «специалистсем» - учительсем, врачсем, библиотекарьсем, культура ĕçченĕсем, агрономсем, зоотехниксем, инженерсем… - пурте вырăсла пĕлӳ илнĕ, вĕсемшĕн чăвашла калаçасси чĕр нуша. Çавăнпа кирек ăçта пырсан та сана вырăсла «саламлаççĕ». Хальхи вăхăтра хĕрлĕ пылчăклă çырма тĕпĕнче ларакан «лапра-çĕпре кассисем» те пĕрле пухăнсан вырăсла калаçаççĕ, вырăсла «концерт-монцерт» кураççĕ, вырăсла «танци-манци» ташлаççĕ. Çамрăксем пирки каламалли те çук. Халь чăваш ачисем кăкăр пăрахичченех тĕрлĕ «мульти-пульти» курса ларсах амăшĕн чĕлхинчен малтан Микки Мауспа Симпсонсен чĕлхине вĕренеççĕ, анăç культурипе авăрланса ӳсеççĕ. Шкулта вĕсене вилсе кайса вырăсла вĕрентессишĕн тăрăшаççĕ. Ара, чăвашла виçĕ сăмаха яка та илемлĕ сыпăнтарса калаçма хăнăхман учителе вырăсла вĕрентме çăмăлрах. Каларăм-çке-ха – пирĕн учительсем (чувашеведсемсĕр пуçне) пурте вырăсла пĕлӳ илнĕ.
Чăваш чĕлхи учителĕ шкулта – пĕччен. Чĕп асси пек пурăнкалать вăл. Ăна кам ӳркенмест – пырса сăхать. Пурте – директортан пуçласа физкультура учителĕ таранах! – унăн пур-çук урокĕсене туртса илесшĕн… Вăл вара аппăн-тĕппĕн, хăй пĕлнĕ пек, чăваш чĕлхипе литература кабинечĕ пекки (чăн-чăн кабинетне пĕр шкулта та курмарăм) йĕркелет те алăкĕ çине ялтан юлас мар тесе «Кабинет чувашского языка и литературы» тесе вырăсла çырса çакать. Чăвашла çырсан кабинет пек те мар-ха та. Пурте вырăсла çырнă, сумлă!
Мĕнле пурăнать чăваш чĕлхи чăваш шкулĕнче – никама та кулянтармасть. Ытти предметпа ĕçлеме ансат: программи, учебникĕ, методики – йăлт хатĕр, янтă. Чăваш чĕлхипе вара çăрăлса тухма çук чăрмав: программисене тумалла, методикине йĕркелемелле, специалистсем хатĕрлемелле. Кусене те чăтма пулать-ха… Анчах пĕр хăрушлăх пур: «чăваш шкулне чăвашлатма пикенсен, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентесси çине кăшт тимлĕрех пăхма тытăнсан, Турă сыхлатăр та, «националист» ятне илтесси те инçе мар. Пĕтрĕ вара карьера!..» Мĕнпурĕ те пукан çине вăхăтлăха хăпарса ларнă чиновниксем «национализм мĕлкинчен» шикленсе пурăннине пула – чăваш шкулĕнче чăваш чĕлхине шăпăр шăтăкне хĕссе лартрăмăр та ĕнтĕ. Шиклĕ çак туйăм, вăйран вăкăр тухасран хăраса ларасси, шĕкĕр хуламăр кабинечĕсенчен ялти шкул директорĕсем патне те çитĕ.
Путишле япала каласа кăтартам-ха. Иртнĕ çулла Казахстанран килнĕ делегацие ялти шкула илсе кайрăмăр. Директор хăнасене шкулне кăтартса çаврăнчĕ те, вĕсенчен пĕри ăнсăртран тенĕ пек: «Сирĕн кунтак камсем вĕренеççĕ вара?» - тесе ыйтрĕ. Директор çухалса каймарĕ: «Чăваш ачисем, пĕтĕмпех чăваш ачисем… Чăвашла пĕлменнисем пурĕ те виç ача кăна»,- терĕ. «Апла пулсан ăçта кунта сирĕн чăваш чĕлхи?» - ыйтрĕç хăнасем. «Чăваш чĕлхи-и, - чĕвĕлтетрĕ директор, - пур чăваш чĕлхи пирĕн. Ав унта, алăкран кĕнĕ çĕрте çырса хунă…» Ĕненмесĕр тухса пăхрăм: «Ырă сунса кĕтетпĕр!»
Çакă пулать-и вара вăл – чăваш сăмахĕ? Çапса пăрахăр та мана, эпĕ ĕмĕрте те чăваш «Ырă сунса кĕтетпĕр!» тенине илтмен. Никама та нимĕн каламан çак пушă сăмахсене эпир кашни «кантур» алăкĕ çинех çырса çакнă. Никам та шухăшласа пăхман-и, мĕншĕн пĕр шкул алăкĕ çине те «Хапăл тăватпăр!» е «Килĕрех!» тесе çырса хуман? Мĕншĕн тесен пирте чун çук! Ячĕшĕн ĕçлетпĕр, ячĕшĕн пурăнатпăр! Такамран хăраса, вăтанса, йăпшăнса...
Эпир апла мĕскĕн халăх пулман-çке. Ĕлĕк ваттисем кĕрекере:
Асаттесем атлас тăхăннă,
Арки-çанни çĕртен сĕтĕрĕннĕ,
- тесе юрлатчĕç. Вăл кăна-и? Пирĕн мăн асаттесем пĕтĕм Еврази çеçен хирĕсене пин çул хушши хăйсен аллинче тытса тăнă. Пирĕн эрăчченхи V ĕмĕртен тытăнса пирĕн эрăри V ĕмĕрччен вĕсем тухăçра Пысăк Хинган тăвĕсенчен тытăнса анăçра Карпат тăвĕсем таран хуçаланнă. Хĕвел тухăç Европăра вĕсем XIII ĕмĕрте монголсем килсе тухичченех патшалăх тытса пурăннă. Мĕншĕн пĕлместпĕр эпир çакна? Мĕншĕн ачасене вĕрентместпĕр хамăрăн чаплă историе?
Истори вăл – этемлĕх ăс-хакăлĕпе (идея) чун-хавалĕн (дух) аталану çул йĕрĕ. Пурнăç аталанăвĕ нимрен малтан ăс-хакăлпа чун-хавалĕнчен килет.
Чун хавалĕ хавшасан пурнăç та хуллен, майĕпен чарăнса ларать: патшалăхсем саланса каяççĕ, халăхсем пĕтсе пыраççĕ. Вĕсен тĕсне çухатнă ячĕсем кăна асра-тĕсре пил çине килеççĕ. Ăс-хакăла пула кăна матери – чунли те, чунсăрри те – пурнăçра хăй вырăнне тупать. Халăх ăс-хакăлĕ – этем историне аталантарса пыракан пĕртен-пĕр хăват. Этемлĕх пурнăçĕнче пулса иртекен япаласем пурте этем ăс-хакăлĕнчен тĕвĕлĕнсе тухаççĕ.
Акă эпир тахçан-авал пурăннă аслă çынсем çинчен калаçатпăр. Çут тĕнчене çавăрса илнĕ çар пуçĕсене аса илетпĕр… Кирек мĕн çинчен сăмах тапратсан та эпир чи малтан этем ăс-хакăлĕ мĕн тума пултарни çинчен калаçса каятпăр. Этем ăс-хакăлĕпе этем чун хавалĕ ĕмĕртен ĕмĕре, ламран лама мĕнле улшăнса пынине ăнланса илсен кăна эпир тĕнче тытăмне, этемлĕх аталанăвĕн сăлтавĕ-тĕллевĕсене ăнланма пуçлатпăр. Вилĕ материе чун вĕрсе кĕртекен хăват вăл – этем ăс-хакăлĕпе этем чун хавалĕ!
Халăх чун хавалĕ сӳнсен – çав халăх тĕнчерен çухалать, халăх вилет. Таçта хут çинче е çĕр кăкри çинче унăн ячĕ юлма пултарать-ха. Пур-çке-ха Çĕпĕрте, Тюмень таврашĕнче, Чăваш сăмсахĕ… Анчах халăх чунĕ юлмасть, халăх чунĕ çухалать. Вăл йăлт улшăнса каять те урăх халăх чунĕпе хутшăнса, унăн культура чунĕнче ирĕлсе тухать.
Ĕлĕк чăвашсем ăнăçсăр пулса пыракан ĕç пирки «кам мĕнле пĕлет – çапла тăвать» тетчĕç, халь вара «кам мĕнле пĕлмест – çапла тăвать» тесен тĕрĕсрех пулассăн туйăнать. Халь никам та пĕлесшĕн мар, пурте вĕрентесшĕн кăна. Чăннипе каласан, пирте чăваш чунĕ юлмарĕ.
Эпир пурте истори юхăмĕн пĕчĕкçĕ пайĕ. Пире «истори хăйĕн объективлă саккунĕсене пăхăнса аталанать» тесе вĕрентнĕ. Анчах та истори хăй пайăр çыннăн хăватлă чун хавалĕпе ăс-хакăлĕ пурнăç юхăмĕн çулне тĕпрен улăштарса яма пултарнине кăтартать.
Эпир темшĕн пирĕн шăпа, пирĕн пуласлăх ку саманари вăйлă, пуян çынсенчен килет тесе шухăшлатпăр. Пирĕн пуçа çапла минретнĕ.
Чăннипе вара халăх шăпи, пирĕн пуласлăх çивĕч ăслă, çирĕп чун-хаваллă хастар çынсенчен килет.
Халăхăмăра упраса хăварас тетпĕр пулсан пире çивĕч ăс-хакăллă, çирĕп чун-хаваллă, халăх пурнăçне тĕпрен улăштарса яма хатĕр вĕри юнлă çынсем кирлĕ. Анчах çакă кăна çителĕксĕр. Халăхра хастар çынсен ăс-хакăлне çĕклеме кар тăракан сий пулсан кăна халăхăн пĕрлĕхлĕ ăс-хакăлĕ (коллективное сознание) тĕпрен улшăнма пултарать.
Чăваш халăхĕн истори арени çинчи паянхи синкерлĕ вырăнĕ пире çак йывăр ыйтăва кун йĕркине кăларма хистет.
Эпир хальхи саманара пурте пурлăх çине тăрăнтăмăр – укçаран пуçне урăх нимĕн те курмастпăр. Анчах та экономика, техника, технологи, пурлăх, машинăсемпе приборсем – этемлĕх чун хавалĕн шайне тултан кăтартса тăракан япаласем кăна.
Пирĕн чăваш чун хавалĕпе ăс-хакăлĕ юлашки вăхăтра мĕншĕн хавшаса пынине ăнланма тăрăшмалла. Халăхăн ăс-хакăлĕпе чун хавалĕн шайĕ – тĕрлĕ сăлтава пула – халăх йышĕ, экономики, культури аталанăвĕнчен уйрăм аталанса пырать
Халăха тытса тăракан шăнăр вăл – культура (этеплĕх). Чĕлхе – этеплĕхĕн пĕр пайĕ кăна. Чăваш культурине илес пулсан – унта лару-тăру тата йывăртарах. Хурлăхлă 1937 çул хыççăн наци культурипе ĕçлеме пачах пăрахнă, искусствăсене аталантарма пуçланă. Анчах культурăпа искусство пĕр япала мар. Культура вăл – пурнăç шайĕнчи япала, кулленхи пурнăç илемĕ, кашни çын кашни кун тĕл пулакан япала. Искусство – ятарласа уйласа кăларнă япала, унпа ĕмĕртен уйрăм çынсем, аристократсем кăна айкашнă.
Наци культури халăхшăн çăкăр пек, сывлăш пек куллен кирлĕ япала. Культура çухалсан – халăх та çухалать. Искусство тени халăхшăн те пур вăл, те çук.
Шухăшласа пăхар-ха, мĕн ĕçлетпĕр культура анинче? Халăха культура çимĕçĕ вырăнне «искусственнă» унаса тунă япаласемпе тăрантарса пурăнатпăр. Сăнарлăрах каласан, халăх: «Хырăм выçрĕ, çăкăр çисе пăхасчĕ», - тет. «Культура» хуçисем ăна çуллă сăрăпа ӳкернĕ «Çăкăр» картина тыттараççĕ… Халăхĕ çавах выçă юлать. Мĕншĕн çапла пулса тухать-ха? Мĕншĕн тесен отчётшăн, «чанашăн» (галочка) ĕçлетпĕр.
Ваттисем ĕлĕкрен çапла каланă: «Чĕлхе пур чухне халăх пур, халăх пур чухне çĕршыв пур, çĕршыв пур чухне патшалăх пур, патшалăх пур чухне пăхăт пăхан та пур». Халь эпир «пăхăт пăхан» кам пулнине те манса кайрăмăр курăнать. Ĕлĕк чăвашсем патшалăх тытакана «пăхăт пăхан» тенĕ.
Атьăр-ха, чăваш тĕнчи йăлт пушанса юличчен халăхăмăра упраса хăварас тесе ырă ĕçсем пуçласа ярар.
 
 
 
(«Хыпар» хаçатран – кĕскетсе).
 
: 680, Хаçат: 34 (1178), Категори: Сырав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: