Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Научи меня, Господи, жить,
Жить тобою, твоим искупленьем.
Научи меня верить, любить,
Как и Ты, все земные творенья.
Хамăр класпа Чуппарав ялĕнчи Асамçă Микулай чиркĕвне Игорь атте тĕлĕнтермĕшсем кăтартнине курма кайрăмăр. Нумай çул каялла чиркӳ юрăхсăра тухнă пулнă. Çуллахи шăрăх кунсенче кунта хуçалăхсенчен тухса кайнă пăрусем, каçхине çамрăксем сăра ĕçме пуçтарăннă.
Игорь аттеччен кунта темиçе пачăшкă та тĕпленсе ĕçлеме тесе килнĕ пулнă, анчах чăтайман, пăрахса кайнă. Пĕр пачăшкине вĕлернĕ те. Игорь атте вара – йăлтах урăх çын. Вăл пире ăнлантарать, вĕрентет…
2011 çулхи авăн уйăхĕнче С.Аксаков çыравçă юбилейĕ умĕн чиркӳ таврашне йывăçсем лартрĕç. Халĕ çак сăваплă çĕр çинче эпир лартнă йывăçсем те ӳсеççĕ. Хăнасем таçтан та килнĕччĕ: Питĕрпе Мускавран, Ивановăпа Ăренпуртан, Ĕпхӳпе Ульяновскран… Паллă вырăс çыравçи тĕрлĕ наци çыннисене, Тăван çĕршыва, вырăс çĕрне юратакансене, çутă малашлăха шанакансене пуçтарчĕ. Малашлăх веçех пиртен – Турра ĕненекенсенчен – килет.
Научи меня делать добро,
Чтобы всем становилось теплее.
Не ответить злом чёрным на зло,
Сделать мир чуть прекрасней, добрее…
Игорь атте пирĕн ума çăткăнлăхпа, кĕвĕçӳпе, эгоизмпа вараланман тĕнчене кăларса тăратать.Вăл ирсĕр сăмахсемпе, курайманлăхпа, ĕçкĕлĕхпе, туртассипе кĕрешет. Вăл пĕр хăрамасăрах ĕçкĕпе иртĕхекен килсене, ушкăнсене кĕрет, хăш-пĕр чухне çапăçса каймах тытăннисене ăс парса лăплантарать. Шкула юратсах кайман вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçать. Вăл ыттисемшĕн яланах чунĕпе уçă. Ун патне пурнăçра хăйсен телейĕсене шыракан çынсем туртăнаççĕ. Çут çанталăк, тен, çынсене йывăрлăхсем урлă çеç ăс-тăн кĕртет пулĕ. Пурнăçа учебниксем тăрăх вĕренейместĕн.
Çамрăклăх уйрăмах тăрлавсăр. Эпир хамăр мĕн тунине те хак параймастпăр. Ку вăл яланах çапла пулнă. Пурнăçăн пĕрремĕш йывăрлăхĕсем çапла майпа çуралаççĕ.
Игорь атте пире, 12-14 çултисене, çакăн пирки асăрхаттарса ăс парать.
Пред иконою твоею склоняясь,
Вновь молю: для души дай спасенья.
Не позволь заблудиться опять
В перепутанном миросплетенье…
Ашшĕ мĕне-тĕр çурмалла пайлама пултарать, амăшĕ – çук, вăл веçех парать. Чун илемĕ, ĕç, юрату – çак виçĕ япала çинче тытăнса тăнă пирĕн несĕлсен пурнăçĕ. Амăшĕ – этемлĕхĕн тантăшĕ. Мĕн пулсан та амăшĕ этемлĕхĕн генетика программине тытса пырать. Пуç мимипе кăна мар, чĕрепе те. Амăшĕн воспитани паракан туйăмне тĕпе хумалла, ахальтен наци пĕтсе ларма пултарать. Этемлĕх те суранланса юлать.
Çакна тĕпе хурса пурăнать пирĕн çемье: пĕр-пĕрне сума суса, пĕр-пĕрне пулăшса. Манăн анне хĕрĕх саккăрта. Вăл аттен чирлĕ ашшĕпе амăшне пăхса пурăннă. Хăйĕн ракпа чирлĕ ашшĕне пăрахман. Халĕ эпир аннепе унăн 40 çул коляскăпа усă куракан чирлĕ йăмăкне пăхса пурăнатпăр. Пире Турă вăй парса тăрать. Аттепе анне яланах: «Хăвна курайман çынна хăвна юратнă пек юратма вĕрен», - теççĕ.
 
 
 
Майна районĕ,
Чӳрекел.
 
: 833, Хаçат: 34 (1178), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: