Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кредит карттин кăтартăвĕсене мĕнле сыхламалла, унпа ют çынсем усă ан курайччăр тесен мĕн тумалла?
Иван Смирнов.
Ульяновск хули.
Чи малтанах – кредит карттине никама та – лавккаçăсене те – ан парăр. Пĕр-пĕр таваршăн тӳленĕ вăхăтра сутуçă мĕн тунине тĕплĕн сăнаса тăрăр.
Банкра карттăна илнĕ хыççăн ун çинчи СVС е СVV паллăсене канцеляри çĕççи вĕçĕпе хырса пăрахăр. Ултавçă çак паллăсемсĕр сирĕн кредит карточки çинчен Интернет урлă укçа вăрлаймасть. Паллăсене пăсас умĕн вĕсене хăвăр валли çырса илĕр. Мĕншĕн тесен эсир те вĕсемсĕр интернетпа усă кураймăр. Паллăсем вăрттăн çĕрте пин-кодпа пĕрле упранмалла. Карта урлă «СМС информирование» тенине çыхăнтарăр. Хăш-пĕрисем карттăн тепĕр енне хăйсем кăна ăнланмалла тăватă цифра чĕрсе хураççĕ. Çапла туни кредит карттине вăрласан кирлĕ пулма пултарать. Вăрлакан çак цифрăсене пин-код вырăнне хурса укçа илме хăтланĕ, анчах темиçе хут хăтланнă хыççăн банкомат карттăн çулне пӳлсе лартĕ. Çапла майпа вăрă хăйĕн ирсĕр тĕллевне пурнăçлаймĕ.
(Çыхăну телефонĕ: 68-89-31)
 
: 894, Хаçат: 34 (1178), Категори: адвокат хуравлать

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: