Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Н.Я.Бичурин çуралнăранпа
235 çул çитнĕ тĕле)
Чăваш тата тĕнчери педагогика культурине паллă синолог-ăсчах Никита Яковлевич Бичурин китаеведăн ĕç-хĕлĕ пысăк витĕм кӳнĕ. Республикăри тата ют çĕршывсенчи пичет изданийĕсенче Н.Бичуринăн ĕçĕсене тĕпчесе рецензи çырнă 200 ытла статья пичетленнĕ. Унăн интереслĕ пурнăçне тĕпчекенсем хушшинче П.В.Денисов, В.Д.Димитриев, В.Г.Родионов, Ю.М.Артемьев, В.А.Золотов, Г.И.Тафаев, А.Николаев (Аслут) тата чăвашсен ытти паллă ăсчахĕсем.
Никита Бичуринăн – Иакинф манахăн – пурнăçĕ питĕ интереслĕ те йывăр пулнă. Вăk 1777 çулхи çурлан 29-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе – авăнăн 9-мĕшĕнче) Хусан кĕпĕрнинчи Шупашкар уесĕнчи (халĕ Шупашкар районĕ) Шемшер (Акулево) ялĕнче çуралнă. Унта унăн аслашшĕ священик, ашшĕ дьякон пулнă. Ача икĕ çулта чухне çемйи Шĕнерпуçне (Бичурино) куçса каять, ашшĕ унти чиркӳре ĕçлет. Никита хăйĕн вĕренĕвне Свияжскри нотăпа юрлама вĕрентекен училищĕре тытăнать. Кайран Хусанти тĕн семинарийĕнче вĕренет. Кунта ăслă та веçех пĕлме тăрăшакан качча тӳрех асăрхаççĕ. 1800 çулта вăл Иакинф ятпа манаха куçать, ăна Санкт-Петербургри Александр Невский лавр соборне иероманах санĕпе яраççĕ. Икĕ çултан архимандрит тĕн санĕпе Иркутскри семинарин ректорĕ пулса тата Вознесени мăнастирĕн настоятельне куçараççĕ. 1807-1921 çулсенче Никита Яковлевич Китайра вырăссен тĕн миссине пурнăçласа пурăнать. Çак вăхăтра китай чĕлхине тĕплĕн вĕренет, китаецсен историпе, географипе, лингвистикăпа, этикăпа, философипе, юриспруденципе, астрономипе, сывлăх сыхлавĕпе, ял хуçалăхĕпе çырнă трактачĕсене куçарать. Китай, Тибет, Маньчжури, Çĕпĕр, Атăлçи тăрăхĕн историне тĕпчет. «Статистическое описание Китайской империи», «Китай в гражданском и нравственном состоянии», «Китайская грамматика», «Собрание сведений о народах, обитавших в Средней Азии в древние времена» тата ытти нумай наука ĕçĕ çырать. Вĕсемшĕн Н.Я.Бичурин тăватă хутчен Раççейри ăслăлăхри чи пысăк наградăна – Демидов премине – тивĕçет.
1828 çул вĕçĕнче Раççей наука академийĕ Н.Я.Бичурина литература тата авалхи Хĕвелтухăç ушкăнĕнче корреспондент членне суйлаççĕ. Ку ăна «Описание Тибета в нынешнем его состоянии», «Записки о Монголии», «Описание Чжунгарии и Восточного Туркестана в древнейшем и нынешнем состоянии», «История первых четырёх ханов из дома Чингисова» ăслăлăх ĕçĕсене пичетлеме май парать.
Бичуринăн ĕçĕсем унăн литературăри пултарулăхне тепĕр хут уçса параççĕ. Вăл çамрăклах вырăс («Сон»), чăваш («Паян эпир…»), авалхи грек («Песня») чĕлхисемпе çырнă сăввисем чăваш тата тĕнче литературин ылтăн фондне кĕнĕ.
Истори наукисен докторĕ Г.Тафаев профессор Никита Бичурин сăввисене çапла хаклать: «Хăйĕн сăввисенче вăл çут çанталăк, искусствăпа çын килĕшӳ-0лĕхне палăртать. Çавăнпах вăл китай поэзийĕпе те кăсăкланать. Ахăртнех, поэзипе, литературăпа кăсăкланниех ăна вырăссен паллă поэчĕпе А.С.Пушкинпа çывăхлатать».
Пушкинпа тĕл пулни, унпа туслашни – Иакинф манах пурнăçĕнчи уйрăм тапхăр. Китай сăввисене вырăс сăмахĕсемпе вулакансем патне çитерме хăтланни поэта килĕшнĕ, хăйне те Китайпа интереслентернĕ. 1829 çулта Н.Я.Бичурин А.С. Пушкина хăйĕн «Сань-цзы-цзинь» кĕнекине парнелет. Манах çаплах И.А.Крыловпа, А.А.Краевскийпе, Н.И.Надеждинпа, В.Ф.Одоевскийпе, Н.А.Полевойпа туслă çыхăнусем тытнă.
Н.Я.Бичуринăн пурнăçĕ 1853 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Санкт-Петербургра татăлать. Ăна Александр Невский лаврĕн кивĕ масарĕ çинче пытараççĕ.
Мĕн виличченех пирĕн ентешĕмĕр Тĕп тата Вăтам Азири авалхи халăхсен историйĕпе кăсăкланнă. Вилес умĕн вăл Калмыксем Джунгарирен Хĕвел Анăç Европăна куçни пирки ятарлă статья хатĕрленĕ.
Никита Бичурин ятне Чăваш çĕршывĕнче манмаççĕ. Шĕнерпуçĕнче мемориал хăми çакăнса тăрать, вырăнти шкулта музей пур. Шупашкар районĕн центрĕнче – Кукеçре – Бичурин бюстне вырнаçтарнă, пысăк музей уçнă. Шупашкарти пĕр урама Бичурин ятне панă.
 
: 1070, Хаçат: 35 (1179), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: