Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шăпăрлансен çуллахи канăвĕ вăхăтĕнче пирĕн пата пĕр çыру килчĕ. Ун ăшне тăватă материал чиксе янă. Вĕсене Чăнлă районĕнчи пĕр кану лагĕренче çырнă. Шел, (ачасем те вăтаннă, те ытти сăлтавпа ), авторсем хушамачĕсене палăртман. Кăлăхах, ачасем! Материалсем «Шăпăрлана» питĕ килĕшрĕç. Тавтапуç сире, вăхăтлăха ыттисем умĕнче палăрма васкаман, туссем. Тепрехинче ятлă материалсем илессе шанса тăратпăр.
 
МИÇЕРЕ?
Пĕррехинче Машăран миçерине ыйтрăм. Вăл çапла хуравларĕ: «Манăн çула икке хутлăр, ун çумне 5 хушăр. Çав суммăна виççе пайласан 9 пулать». Маша миçере?
ЮЛЯ.
«ШĂПĂРЛАНА»
Юрататăп «Шăпăрлана».
Яланах ăна вулатăп.
Тантăшăмсене калатăп:
«Вулăр, вулăр «Шăпăрлана!»
«МАРИНА».
ÇИРĔП ТУСЛĂХ ПУР-ШИ?
«Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр», - тенĕ ваттисем. Çапла. Лайăх юлташ тăванран та хаклăрах. Туслăх вăл – пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни, пĕр-пĕрне ăнланни, йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшни.
Анчах хальхи вăхăтра çынсем хушшинче çакăн пек çирĕп туслăх пур-ши? Шанма юрать-ши çумри тусăма?
Çук! Çук халь çĕр çинче чăн-чăн туслăх, шанчăклă юлташ. Мĕн авалтанах чăвашсем: «Укçапа пуйиччен туспа пуй», - тенĕ. Анчах йывăр пурнăç çынсене ылмаштарчĕ. Пĕр-пĕрне пулăшмалли вăхăтра курайманлăхпа кĕвĕçӳ тулчĕ вĕсен чун-чĕрине. Пĕр укçа çеç пысăк хакра. Çакна ĕнентерме сахал мар тĕслĕх илсе кăтартма пулать. Кама та пулин хĕнеççĕ е çаратаççĕ пулсан та куран-илтен çынсем асăрхами пулаççĕ, сăмах чĕнмеççĕ, ним пулман пек иртсе каяççĕ. Мĕншĕн?
Шкулта та халĕ арçын ачасемпе хĕрачасем пĕр-пĕринпе уйрăлса тăма тăрăшаççĕ. Хăшĕсен – хаклă тум, тутлă çимĕç, теприсем çинче – аслисем тăхăннă çи-пуç. Паянхи çамрăксем юлташа илемлĕ сăн-пите, çи-пуçа кура суйласа илеççĕ. Ман шутпа, тусăмра чи кирли – ырă та таса чун. Ытти вара: «Тус пулсассăн – мул пулать».
ИРИНА.
АННЕ ĂШШИ
Тĕнчере чи илемли,
Пуринчен те лайăххи…
Çĕр çинчи пин-пин çын хушшинче эпĕ аннене шыраса тупма, палласа илме пултаратăп.
Манăн анне – чи хитри.
Анне куçĕсенче ăшă, ырă кăмăллă çынна куратăп.
Анне чун-чĕринче ырă кăмăллăх, сăпайлăх, чăтăмлăх упранать.
Ирсерен унăн çепĕç тути çамкаран чуп тунипе вăранатăп. «Ырă каç пултăр, ачам», - тесе пăшăлтатнипе çывăрса каятăп.
Анне – чи лайăх, çывăх юлташ. Кашни пысăк тăхтавра эпĕ ăна шыратăп, тĕл пулса калаçма меллĕ самант шыратăп.Тата, пĕлетĕр-и, мĕнпе уйрăлса тăрать ман анне? Алли унăн ылтăн. Мана та тĕрлĕ ĕçе хăнăхма вĕрентет. Мухтанатăп унпа. Эпĕ ăна нихăçан та никампа та улăштармастăп.
СВЕТЛАНА.
 
Çакăн пек материалсемшĕн хĕр пĕрчисен нимĕн вăтанмалли те çук. Маттурсем эсир. Тен, хăвăр кам пулнине тепĕр кăларăмра пĕлтеретĕр.
 
: 1008, Хаçат: 35 (1127), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: