Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Калав)
Пĕр чарăнми йĕрет пĕчĕк Маша. Кăкăр ачисем çанталăка пула та канăçсăрланаççĕ. Анчах та урамра тĕлĕнмелле ырă, тӳлек çанталăк. Нарăс уйăхĕнчи çил-тăмансем кĕрлесе иртсе кайрĕç ĕнтĕ. Пуш уйăхĕ пырать. Çуркунне çитни пур енчен те палăрать. Пĕлет Катя, апать ыйтать пĕчĕк Маша. Юлашки укçине парса ăсатрĕ хĕрарăм упăшкине пепке валли «молочная смесь» текеннине туянма. Хăш лавккаран, мĕнле фирма кăларнине илмеллине те çырса пачĕ. Хăех кайнă пулĕччĕ те - ачан кĕпи-йĕмне çума пуçланăччĕ. Пĕлнĕ пулсан-и? Туххăмрах хăй чупса кайса килнĕ пулĕччĕ. Сехет çурă çитет Витали тухса кайнăранпа.
Çичĕ уйăх анчах киленейрĕ Маша амăшĕн кăкăрне ĕмсе. Кăкăр сĕчĕ чакса, чакса пычĕ те – пачах пĕтсе ларчĕ. Пĕчĕк пепке мĕнле тапалансан та, мĕнле тăрăшсан та сывлăх сĕткенне кĕтсе илеймерĕ. Аптăранă енне амăшĕн кăкăрне тин кăна тухнă пĕчĕк шăлĕсемпе шатăр! çыртса та пăхрĕ. Çук та çук сиплĕ сĕткен. «Молочная смесь» текеннипе апатлантарма пуçларĕ. Çак апата пепки антăхса кайсах çиет. Ара, кăкăра лăскаса нушаланмалли çук. Сĕт мĕн пирки çухалнине те туять Катя. Кунсерен эрех ĕçсе çӳр çĕр çитеспе киле таврăнакан упăшкине кĕтсе нумай хуйхăрать-çке хĕрарăм. Аптăранă енне Катя шкап сунтăхне тĕрĕслерĕ. Пĕр ывçă пек манна кĕрпи юлнă иккен. Пăтă пĕçерме шыв лартса ячĕ вăл. Килте пĕр тумлам сĕт те çук. Илме укçа та çук. Шĕвек пăтă çине кăштах услам çу хушса хĕрне апатлантарма пуçларĕ хĕрарăм. Маша ĕмкĕчне çăварне хыптарсанах лăпланчĕ, антăхса çăтма пуçларĕ «пушă» пăтта. Пепке лăпланчĕ, анчах та шăпăр-шăпăр юхать хĕрарăм куçĕнчен тăварлă куççуль. Акă тумламсем пепкин пичĕ çине ӳкеççĕ. Çакна туйнă Маша канăçсăрланма пуçларĕ. Вăл çиме пăрахрĕ те, амăшне ăнланнă пек, куçĕнчен тинкерсе пăхрĕ. Алăка шалт-пат хупса упăшки килсе кĕчĕ. Алли пуш-пушах хăйĕн. Укçа та çук, ача валли апат та çук.
- Маша валли апат ăçта? Мĕн çитерес ман ăна халĕ?! – кăшкăрса йĕрет Катя.
- Ачан кăкăр сĕчĕпе тăранса пурăнмалла! Ăçта сан сĕтӳ, пуш кĕсре?! – аран-аран чĕлхине çавăрса кăшкăрчĕ те упăшки çавапа çулнă пек урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ.
- Мĕн тума парса ятăм-ха ăна юлашки укçана мухмăрпа нушаланнине кура тăркачах?! – хăйне ятла-ятла йĕрет хĕрарăм. Апат илме панă укçана ĕçсе яни пулнă-ха. Анчах та кам шутланă ача валли илме панă укçана ĕçсе ярасса! Атте-çке вăл. Кам патне кивçене каймалла? Кӳршĕ-арша палламасть вăл. Палласан та пĕрре-иккĕ курнă çынран мĕнле кивçен укçа ыйтăн? Яланхи пекех иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ патне шăнкăравлама тивет. Хĕрарăм урайĕнче выртакан упăшки урлă каçса телефон патне пырасшăн пулчĕ. Урине çĕкленĕччĕ кăна – такам çапнă пек каялла туртса илчĕ. Çук, пултараймасть вăл çын урлă сиксе каçма. Пăтă пĕçернĕ пĕчĕк кастрюль çине пăхса илчĕ. Машăна тепре апатлантармалăх пăтă юлнă унта. Пепкене çывăрма вырттарчĕ те ун çине вăраххăн сăнаса пăхрĕ. Сăнĕпе Маша ашшĕне хăйпăтсах илнĕ тейĕн. Хура куç харшийĕсем пĕкĕ пек авăнчăк. Вĕсене такам бритвăпа хырса якатнă тейĕн. Сăмси лапчăкрах. Тутисем кăпăшка, кăштах мăкăрăлса тăраççĕ.
- Хальлĕхе кама хывнине питех пĕлеймĕн. Ӳснĕçем улшăнать-ха вăл, - сасăпах каласа хучĕ Катя хĕрĕ сăнпа улшăнасса ĕмĕтленнĕ пек.
Вăл пĕр кана пуçне çатăрласа тытса диван çинче ларчĕ. Шухăшсем, шухăшсем…
Ачалăх, студент пулнă вăхăт. Виталипе паллашни… Хĕрарăм майĕпен çĕкленчĕ те холодильникра упранакан кишĕрпе хĕрлĕ чĕкĕнтере ăшă шывпа çуса Маша валли хутăш сĕткен хатĕрлерĕ. Кăкăр ĕмекен ачана витаминлă çимĕç ытларах кирлĕ-çке. Алăка такам шаккарĕ. Иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ иккен.
- Сан мĕн, хăлху мăкалнă-им? Хăçантанпа шăнкăравлатăп алăкран.
- Шухăша путнипе илтмесĕр юлнă.
- Так, - терĕ аппăшĕ урайĕнче выртакан Витали урлă сиксе каçса, - çемье пуçĕ канма выртнă иккен. Туятăп, тем чун-чĕрере канлĕ мар.
- Хам та шăнкăравласшăнччĕ-х а. Юля аппа, пăртак укçа парса тăраймастăн-ши? Ача валли апат илме панă укçана ĕçсе янă Витали.
- Ме, ку сумкăна пушат-ха. Маша валли «молочная смесь» текенни те пур унта.
Аппăшĕ пилĕкçĕр тенкĕ укçа кăларса пачĕ.
- Тавăрма кирлĕ мар. Йысну вахтăран таврăнчĕ. Мухтав Турра, ачасемшĕн ним те шеллемест Гена. Укçана мĕнле тăкакланине те тĕрĕслемест.
Катя куçĕнчен шултра тумламсем юхса анчĕç.
- Пилĕк çултан кăна çут тĕнчене килчĕ вĕт пепкӳ, - шеллесе пăхрĕ аппăшĕ, - унччен те ĕçмен кунĕ сайра пулнă упăшкун. Хăçан та пулин чылай ĕç укçи илсе килни пулнă-и унăн?
- Авланиччен те сыпкаласа килетчĕ вăл. Аннепе мăнакка темиçе хутчен те асăрхаттарнă мана. Итлемерĕм. Шăпа çапла пулчĕ пуль. Маша çуралсан та икĕ эрне кăна тытăнса тăчĕ.
- Ĕçĕнче пĕлмеççĕ пуль. Алимента пар.
- Партармасть вăл. Тапса кăларатăп тет. Хваттерĕ унăн-çке.
- Тĕр-рĕс! Тапса кăларатăп-п! – ваштах сиксе тăчĕ Витали. – Кам кунта ман килте мана вăрçса ларать?!
- Атя, япалусене пуçтар та тумлан, - терĕ аппăшĕ тутлă çывăракан Машăна алла илсе.
Лешĕ иçмасса вăранмарĕ те. Ырă сунакан çын алли канлĕх парать пуль çав. Ăшă комбинезон тăхăнтартрĕ те ачана аппăшĕ - Витали çине шăтарасла пăхса каларĕ:
- Эпир ыран яла каятпăр. Катьăпа Машăна та çула май илетпĕр. Пурăнасах тесен урăлма тăрăш. Кирлĕ пулсан – пырса илĕн çемйӳне.
- Эпĕ, эпĕ, мĕн. Эпĕ, эпĕ, мĕн, - тем каласшăн пулчĕ Витали.
Алăк шаплатса хупăнчĕ…
 
: 1046, Хаçат: 35 (1179), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: