Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ĔЛĔКХИЛЛЕХ
Ĕлĕкхиллех: Атăл çумра,
Тăват хутлă çурт, троллейбус шавĕ.
Ильич утать. Алли – хыçра.
Хула çинче чĕкеç пасарĕ.
 
Апла та мар, çăка пахчи
Ӳссе çитсе ватăлнă, ваннă.
Чечекĕсем – тăвап апчхи!
Тĕсрен пăхсан самай шупкалнă.
 
Ват Шупашкар! Сан ытамна
Самрăк чухне çитме васкарăм.
Ĕмĕтĕме, тĕп ыйтăва
Чуна уçса каласа патăм.
 
Мана эс патăн ик çунат:
- Вĕçех, ачам, çул уçă саншăн!
Хăпартмаллахчĕ чул çурт ман -
Йывăç çурт çеç лартма пултартăм.
 
Ĕлĕкхиллех: Атăл çумра,
Тăват хутлă çурт – ăш-чикки шавлă.
Яланах яш шур Шупашкар -
Эпĕ кăна шуралнă, ватă…
2004 çул.
Чул салтак
Хĕлле те, çулла та
Сăвап вырăнта
Мăнаçлăн тăратăн –
Пăшал аллунта.
 
Шинелĕ сулмаклăн
Пусать çурăмна,
Ытла йывăр, тарăн
Шухăш пуçунта.
 
Мăшăр икĕ атă,
Сăран мар – чултан.
Çĕршывна салатнă,
Вăрçăнаç – куран.
 
Мĕн çинчен шутлатăн
Каçпала, ирпе?
Тен, çĕрле утатăн
Улхаш кассипе.
 
Тен. çитсе куратăн
Тăван кил-çуртна,
Хуллен йыхăратăн
Хĕрупраç тусна.
 
Хĕлле те, çулла та
Сăвап вырăнта
Салхуллăн тăратăн -
Пăшал аллунта.
1991 çул.
Тупа
«Прощай, Маруся, дорогая,
Я не забуду твоей ласки.
А может быть, в последний раз
Я вижу голубые глазки…»
 
Юрлать çĕр саслăн батальон,
Çирĕп ура пусать сулмаклăн.
Ват Днепр, Одер, Балатон…
Иртнĕ утса салтак хастаррăн.
 
Эрмен, грузин, узбек, чăваш…
Çĕршер салтак ретсем майланă.
Çире – шинель, хутаç, пăшал…
Тупа тума пире пуçтарнă.
 
Вăрçă пĕтни ак çирĕм çул,
Атте суранĕ хускалать-тĕр.
Пире чĕнет полковник Куц:
- Хыçра – Раççей, атьсем, ан манăр!
1964 çул.
Асатте
Ĕмĕр урлă, вăхăт тĕтри çийĕн
Эп куратăп: пăхать асатте.
Ман пекех вăл кăтра. Куçĕ çивĕч.
Ак ыйтать хăй: «Пурна пĕлетре?»
 
Хуравлатăп: «Пурнăçăн арманĕ
Сас парать, çаврăнать тĕрлĕрен.
Алра - ĕç. Тарлă çăкăр пылакĕ.
Тăван ялăм ĕçре кунсерен.
 
Ачасем çуралаççĕ. Хунать-ха
Сан вăрманун, ратнейӳн пахчи.
Ватăлнă йывăçсем йăванаççĕ,
Йышлăланчĕ масар тĕмески.
 
Арçынсем – çапсан тимĕр татаççĕ,
Çемйисем те пăхсан пĕчĕк мар.
Çавăнпа, асатте, ан кулян эс,
Шăвăнать вăхăт усăсăр мар.
 
Ял çине, хулана, тĕнчене те
Сапаланчĕ санăн хушамат.
Çын пекех эпир: ĕçлĕ, хисеплĕ…
Çынран пĕртте, пĕртте кая мар».
 
Тепĕр чух çилçунат-кайăк евĕр
Хускатсассăн вăхăт çунатне
Ĕмĕр урлă, çăра тĕтре витĕр
Манпала калаçать асатте.
1993 çул.
 
: 895, Хаçат: 35 (1179), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: