Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн çемье пысăках мар: атте, анне, шăллăм тата эпĕ. Аттепе анне ĕçлеççĕ. Шăллăм çуралсан ăна пăхма пулăшма кукамине илсе килтĕмĕр.
Пирĕн килте урăх çын çинчен нихăçан та начар калаçмаççĕ. Несĕлсем çинчен те хăртса сӳтсе явман. Лавккара, урамра час-часах пурнăçа начарлатса калаçнине илтме пулать. Сăлтавĕсене çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлнисенче шыраççĕ. Вĕсем, имĕш, хăйсем хыççăн çакăн пек начар пурнăç хăварнă. Куками леш тĕнчене ăсаннисем çинчен начар калаçма хушмасть.
Аваллăха лайăхрах ăнланас тесе хамăр несĕлсен пурнăç тымарĕсене тĕпчеме шут тытрăмăр. Анне енчисенчен пуçларăмăр. Вăл пирĕншĕн чи çывăх çын пулнипе. Унăн ашшĕ – Пётр Алексеевич Калин – йĕрĕпе.
Манăн мăн кукаçи - Андрей – ĕмĕрне ялтах ирттернĕ. Вăрманçă пулнă. Тăватă арçын ача тата икĕ хĕрача ӳстернĕ. Пĕр ывăлĕ – Василий – тухтăра вĕренсе тухнă. Отечественнăй вăрçăра çĕршер аманнă çынна вилĕмрен çăлса хăварнă.
Тăватă ывăлĕ те Аслă вăрçа хутшăннă. Кĕçĕнни вунсаккăртах (1924) хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ.
Телее, пурте вăрçăран чĕрĕ таврăннă.
Мăн кукаçи – Алексей Андреевич (1907) – аманса киле таврăннă. Ăна виçĕ ывăлĕ кĕтсе илнĕ. Кайран тата икĕ ывăл çут тĕнчене килнĕ. Вĕсенчен пĕри ман кукаçи – Пётр Алексеевич – пурнăçне механизаторта ирт-тернĕ: суха тунă, акнă, пуçтарнă… Вăрман каснă, лартнă…
Унăн мăшăрĕ, манăн мăн кукамай, ир вилнĕ. Кукаçи ăна астумасть. Мăн кукаçи тепре авланса тата çичĕ ача çуралнă. Çемьере 12 ача пулса тăнă. Пурте ĕçчен, сăпай ӳссе çитĕннĕ.
Кукаçи шăллĕ – Николай (1946) – 1968 çулта Чехословакире хĕсметре пулнă. Ăна, танкиста, çав вăхăтри йывăр та хăрушă лару-тăру хурçа туптанă пек туптанă. Хула урамĕсемпе пынă чухне вĕсем çине кирпĕчсем пăрахнă, вĕресе тăракан шыв тăкнă…
Çартан таврăнсан Коля кукка пĕтĕм пурнăçне вăрманпа çыхăнтарнă: каснă, татнă, турттарнă. Вăл вăрман хуçалăхĕн министерствин нумай наградине – кăкăр паллисене, медалĕсене – тивĕçнĕ. Ĕç мухтавĕн орденĕ те пур. Вăл паян та вăй хурать-ха.
Тетĕшĕ – Никита (1937) – ир вилнĕ. Ачисем ыттисене ăмсанмалăх ĕçчен, Çурçĕрте вăй хураççĕ.
Кукаçин тепĕр шăллĕ – Саша (1939) çинчен: «Хурçă çапла хĕрнĕ», - теççĕ. Саша кукка 47 çул ĕçлесе «Чи аван тракторист», «Чи аван комбайнёр» сумлă ятсене тивĕçнĕ. Ăна нумай Хисеп хучĕпе, дипломпа наградăланă. Вăл 63 çул пурăннă.
Григорий куккан (1943) ĕмĕрĕ те вăрăм пулман. Ун хыççăн икĕ ывăлĕ юлнă. Вĕсем полици тытăмĕнче ĕçлеççĕ: пĕри – майор, тепри – полковник. Çынсен пурнăçĕн хуралĕнче тăраççĕ.
Вăт çапла çыхăнса пырать Калинсен ăрăвĕ.
Калинсен йăхне тĕпчесе çакăн пек пĕтĕмлетӳ тума пулать: вĕсен хушшинче ыттисем умĕнче пите хĕретмелли тата намăсланмалли çук. Вĕсем – салтаксем, çĕнтерӳçĕсем, хӳтĕлевçĕсем, ĕçченсем.
Çаксем ĕнтĕ паллă мар паттăрсем. Вĕсем фашизма çĕнтернĕ, вăрçăпа арканнă хуçалăха ура çине тăратнă, çăкăр туса илнĕ, ача-пăча çитĕнтернĕ. Вĕсем пире эпир хăш-пĕр чухне хакла пĕлмен телейлĕ пурнăç парнеленĕ.
Вун икĕ ачаллă çемье вăрçă хыççăн паянччен мĕнле тытăнса тăнă-ха?
Эпир: атте, анне-кукамай, кукаçи тата эпĕ, çапла шухăшлатпăр – Турра шанса, хамăр халăхăн йăли-йĕркине пăхăнса, тĕн праçникĕсене пысăк пĕлтерĕше хурса пурăнни мĕнпур инкек-синкекрен хăтăлма, телей кайăкне тытма пулăшнă. Эпир пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса апат-çимĕç хатĕрлеме те, уяв кĕпе-тумтирĕ хатĕрлеме те, тăрăшса ĕçлеме те вĕренсе пынă.
Ашшĕ-амăшĕпе ачисем пĕрле вăй хурса çемье тĕрекленсе юлнă.Çамрăк ăрура чыслăх, тасалăх, тĕрĕслĕх, ыркăмăллăх тымар янă. Тăван çĕршыва, ĕç çыннисене, аслисене, вăйсăррисене, чирлисене пулăшма хăнăхса ӳснĕ.
Манăн мăн кукаçи – Алексей Андреевич Калин – хăйĕн йăхне çапла пулма пехиллесе хăварнă.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 817, Хаçат: 35 (1179), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: