Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Шăпăрланра» пичетленекен юрăсем питĕ килĕшеççĕ. Музыка урокĕсенче юрлатпăр, клубра ял çыннисем умĕнче шăрантаратпăр. Малашне те юрăсем, вĕсен нотисене хаçатра кăларсамăрччĕ.
Настя Петрова,
Кивĕ Кăлаткă районĕ.
 
1936 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕпӳел ялĕнче çуралнă Евгений Антонович Фёдоров композитор 2011 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Эстрада юррисене кĕвĕленипе тата халăх хайлавĕсене нотăсем çине куçарса илемлетнипе пĕрлех вăл ятарласа ачасем валли те çырнă. Вĕсен шутĕнче – Надежда Силпи сăввипе кĕвĕленĕ «Натали» юрă та. Ăна композитор хăйĕн мăнукне – Полинăна – халалланă.
 
Илсе килчĕ Варвари
Пасартан сар сантали.
Кăвак куçлă Наталин
Канăç çĕтрĕ: «Кам валли?»
 
«Сан валли», - тет Варвари,
Эп туянтăм сантали.
Сарă çӳçлĕ Натали
Савăнать, çиçет тути.
 
Кăтра çӳçĕ вĕл вĕçет,
«Чи хитри эп халь», - теет.
Тантăшне вăййа чĕнет,
Пит-куçра телей çиçет.
 
Сар хĕвел пек сантали
Сиктерет çерем çинче.
«Урара ман сантали!» -
Тăпăртатать Натали.
 
: 1019, Хаçат: 35 (1179), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: