Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ÇУЛÇĂ ТĂКĂННИН СĂЛТАВĔ
Кĕркунне çитрĕ те йывăç-сем сарă, хĕрлĕ, хăмăр тĕссемпе витĕнеççĕ. Вăр-ман та часах саралĕ. Йывăç мĕншĕн çулçă тăкать-ши? Хĕлле те сип-симĕс лараймасть-ши?
Даша Кириллова.
Ульяновск хули.
 
Ӳсен-тăраншăн чи хăрушши – шывсăрланасси. Çавăнпа йывăç, тымарсăр пуçне, хупăпа витĕннĕ. Вăл вулăри, туратри нӳрĕке тытса тăрать. Çулçăсем те ăвăспа хупланнă. Хĕлле те симĕс çулçăпа тăраканнисен вăл питĕ хулăн.
Пирĕн тăрăхра ӳсекен йывăç çулçисем шыва тытса тăраймаççĕ. Хĕлле вара çĕр шăнать, сывлăшри нӳрĕк чакать. Çулçă шывсăрланать, çавăнпа йывăç типме пултарать. Вăл çанталăк сивĕтиччен çулçă тăкать те хĕле çывăрса ирттерет. Çакна пула расхутланакан вăйĕ те чакать. Тăкăннă çулçă çĕре хуплать, тымара шартлама сивĕрен хӳтĕлет. Ӳсен-тăран та кĕркунне типет. Çуркунне çĕр айĕнче хӳтĕре пулнă тымартан шăтса тухать.
 
КĂНТĂРА ВĔÇСЕ КАЯÇÇĔ
Çу кунĕсем вĕçленсенех кайăксем кăнтăра вĕçсе каяççĕ. Вĕсемсĕр тунсăх. Шартлама сивĕрен хăраканскерсем çуркунне çеç таврăнĕç. Çунатлă туссем пирĕн тăрăхра хĕл каçаймаççĕ-ши?
Ирина Петрикова,
Димитровград хули.
 
Чылайăшĕ кайăксем сивĕрен хăранăран кăнтăра вĕçсе каяççĕ тесе шухăшлать. Çунатлăскерсен ӳтне тĕк хӳтĕлет. Вăл ăшă сывлăш тытса тăрать, çапла майпа кайăк кĕлеткине шăнма памасть. Чĕр чуна çăм ăшăтать. Этем вара сивĕрен тумтир тăхăнса хӳтĕленет.
Кайăк урăх сăлтава пула ют çĕре вĕçет. Хĕллехи вăхăтра апат-çимĕç сахалланать.
Хурт-кăпшанкăпа тăранса пурăнаканскерсем кунта выçса вилме пултараççĕ. Сивве пула пĕве те пăрпа витĕнет. Вăл шапасемпе пулăсене
хуплать. Аистпа чарлан пĕве çийĕ пăрланиччен кăнтăра вĕçеççĕ. Хĕлле шăшисем те юр айĕнчи шăтăксенче пытанаççĕ. Вĕсене тытакансем те ăшă çĕршывсене çул тытаççĕ. Юр ӳксен те пирĕн тăрăхра юлакан кайăксем пур. Вĕсем апат-çимĕçе вăрманта, ялта, çӳп-çап куписенче шыраççĕ.
 
: 1156, Хаçат: 35 (1179), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: