Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри вĕрентӳçĕмшĕн черетлĕ вĕренӳ çулĕ тытăнчĕ те темелле. Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче облаçри чăваш, тутар, мордва чĕлхисене вĕрентекенсем Ульяновскри 11-мĕш шкулта пуçтарăнчĕç. Малтан пысăк канашлу иртрĕ.
 
КАНАШЛУ
Ăна облаçри вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ Федосия Улендеева уçрĕ, иртнĕ вĕренӳ çулĕн пĕтĕмлетĕвне турĕ.
«Вунпилĕк çул çак должноçра ĕçлесе нацисен общественноçĕсемпе тата автономисемпе облаçри вырăс мар ачасене тăван чĕлхене вĕрентес ĕçре сахал мар ӳсĕмсем турăмăр,-терĕ вăл.- Паллах, йывăрлăхсемсĕр пулмасть. Анчах кирек мĕнле ыйтăва та вырăна çитсе татса пама тăрăшрăмăр: шкулсем уçрăмăр, кружоксемпе факультативсем йĕркелесе яма, сехетсем уйăрма пулăшрăмăр. Ульяновск хулинче кăна чăваш чĕлхипе культурине тĕрлĕ мелсемпе 30 шкулта вĕрентетпĕр. Вырăс мар чĕлхесем хушшинче мордва чĕлхи виçĕ процент кăна йышăнать пулин те чĕлхене 20 шкулта вĕрентеççĕ. Ку лайăх кăтарту.
Вĕрентӳ пособийĕсем пирки. Эпир хуламăрти «Книжкин дом» издательствăпа килĕшӳ туса ĕçлетпĕр. Ку енĕпе Чартаклă, Карсун, Ульяновск районĕсем тата Димитровград хули хастартарах пулни палăрчĕ. Кĕнекесем кирлĕ тĕк вĕрентӳ министерствине заявкăсем парăр. Кăçал вĕрентӳ министерстви ун валли хушма 40 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Ку шута халăхсен чĕлхисен учебникĕсем те кĕреççĕ. Енчен те сире шкулта кĕнеке туянма укçа памаççĕ теççĕ пулсан шкул пуçлăхĕсем е районти вĕрентӳ уйрăмĕсем çак ыйтупа ĕçлесшĕн мар.
Область кĕпĕрнаттăрĕ пире ăнланса пулăшса пырать. Малтанхи çулсенче тӳлевсĕр кĕнекесемпе 1-мĕш классене тивĕçтерчĕ пулсан халĕ ку çăмăллăхпа
2-3-мĕш классем те усă кураççĕ. УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев та, ЧР Президенчĕн Ульяновск облаçĕнчи полномочиллĕ представителĕ пулнă май, Чăваш Республикипе тачă çыхăнса ĕçлет. Кăçал эпир пĕрремĕш хут облаçри шкулсем хушшинче «Чи лайăх этнографи музейĕ» конкурс ирттертĕмĕр. Питĕ шел, пур район та хутшăнмарĕ. Чăнлă, Карсун районĕсенчен пĕр заявка та пулмарĕ. Мордвасен хастарлăхне палăртса хăварас килет: мĕнпурĕ тăхăр шкул конкурса хутшăнма кăмăл турĕ. Хутшăннисем (мĕнпурĕ 19 музей) начар мар парнесене тивĕçрĕç. 1-мĕш вырăн илнисене (4 шкул) –10-шар пин тенкĕ укçа, 2-мĕшсене (4 шкул) – 5 пин, 3-мĕшсене (4 шкул) – 2,5 пин тенкĕ».
Федосия Тимофеевна музей ертӳçисене Дипломсем парса чысларĕ. Ентешĕмĕрсенчен 1-мĕш вырăна Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар шкул музейĕ (ертӳçи Р.Г. Чернова) тивĕçнĕ, 2-мĕшне –Çинкĕл районĕнчи Уличе шкулĕ (ертӳçи Л.В. Краснова), 3-мĕшне –Димитровградри 16-мĕш шкул (ертӳçи Н.М. Макарова). Асăннă хулари 19-мĕш тата Ульяновск районĕнчи Салмановкăри шкул музейĕсен ĕçне те пысăк хак пачĕç.
Вăл наци чĕлхисене вĕрентекенсен хушшинче иртекен «Чи лайăх вĕрентӳçĕ» конкурс пирки те асăнса хăварчĕ:
«Кăçал конкурс юпа (октябрь) уйăхĕнче иртмелле. Çĕнтерӳçе – Санк-Петербурга, 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене йышăнакансене – Хусана, Саранска, Шупашкара путёвка. Унсăр пуçне кашни хутшăнакана хаклă парнесем кĕтеççĕ»,- терĕ вăл.
Унтан наци автономийĕсен ертӳçисем — Рамис Сафин, Владимир Сваев тата Сергей Канзаев тухса калаçрĕç. Вĕсем вĕрентекенсене чĕререн саламларĕç, ӳсĕмĕсемшĕн мухтарĕç, çитменлĕхсене палăртса хăварчĕç, ĕçре палăрнисене Тав хучĕсем парса чысларĕç.
Сергей Канзаев мордва уявĕсене вырăсла ертсе пынишĕн пăшăрханса калаçрĕ. Малашне тутарсене тĕслĕхе хума сĕнчĕ. Шел, чăвашсен те çак «чир» пур. Пуçтарăнсан вырăсла калаçас, уявсене вырăсла ертсе пырас йăла хулара çеç мар, ялсенче те çирĕпленсе пырать.
Владимир Ильич вĕрентӳçĕсене тата лайăхрах ĕçлеме чĕнсе çапла каларĕ:
«Тăван чĕлхене вĕренме те пурте кăмăл тумаççĕ…Анчах сирĕн пуриншĕн те тĕслĕхлĕ наци хастарĕсем пулмалла. Чĕлхемĕр пуласлăхĕ сирĕн аллăрта. Ачасене облаçра иртекен мĕнпур мероприятие явăçтармалла. Шел, чылайăшĕ ача-пăча фестивалĕсене, конкурсĕсене хутшăнсах каймасть. Çакă пăшăрхантарать. Йăлтах сирĕн пуçарăвăртан килет. Хастартарах, хăюллăрах пулăр. Эпир сире яланах пулăшма хатĕр».
Унтан вăл Майна районĕнчи Чӳрекелĕнчи шкул вĕрентӳçине З.Н. Ярославскаяна, Ульяновск районĕнчи Симĕс Раща шкулĕнчи Р.А. Волкована, Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Курахви шкулĕнчи М.В. Спиридонована, Çарăмсанти Н.Н. Осипована Тав хучĕсем парса чысларĕ.
Чăвашсен «Еткер» тата тутарсен «Чишме» телекăларăмĕсен редакторĕсем Олег Мустаевпа Рамиля Сафина та вĕрентӳçĕсене салам сăмахĕсем каларĕç.
Юлашкинчен учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн педагогикăпа психологи кафедрин ĕçченĕ Любовь Шустова доклад турĕ. Апат хыççăн вĕрентӳçĕсем секцисене пайланчĕç.
 
СЕКЦИ ĔÇĔ
Чăваш чĕлхипе литературин, чăваш культури секцин ĕçне 30 ытла вĕрентӳçĕ хутшăнчĕ. Секци ĕçне вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн наци кабинечĕн методисчĕ В.А. Архипова ертсе пычĕ.
-Паян секци ĕçĕ ытти çулхисенчен урăхларах иртĕ. Шкулсем халĕ çĕнĕ стандартпа ĕçлеме тытăнчĕç, унăн пĕр уйрăмлăхĕ – темиçе предмет вĕрентӳçи пĕр-пĕр тема илсе пĕр урок ирттерни (бинарный урок). Çакăн пек уроксем облаçри шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине тата истори, вырăс чĕлхипе литературине ертсе пыракансем ирттерчĕç. Çавăнпа вĕсем те секци ĕçне хутшăнса хăйсен опычĕпе паллаштарĕç.
Пирĕн институтра нумаях пулмасть икĕ брошюра пичетленсе тухрĕ, вĕсенче класс тата шкул тулашĕнче ачасемпе ĕçлемелли меслетсемпе паллаштарнă. Ăна Чăваш Республикинчи вĕрентӳçĕсен ĕç пуян опычĕпе тата хамăр облаçри педагогсен ĕçĕсемпе хатĕрленĕ, - терĕ Вера Александровна.
Çаплах вăл чăваш программипе ĕçлекенсен учебникĕсем çавсемех юлнине, вырăс шкулĕсенче 8 - 9 классенче вĕренекенсем валли çĕнĕ учебниксем тухнине, 9, 11 класс пĕтернисем валли чăваш чĕлхипе экзамен тытма хатĕрленмелли тестсем пичетленсе тухнине пĕлтерчĕ.
Наци предмечĕсен учебникĕсене туянасси облаçри шкулсенче татса пама йывăр пысăк ыйту пулса тăрать. Çакна УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев та палăртрĕ.
- Эпир Национальноçсен канашĕнче те ку ыйтăва çĕкленĕччĕ. Анчах пире бюджетра наци шкулĕсене учебниксем туянма хальлĕхе ятарласа укçа уйăрман терĕç. Чăваш Республики те пире пысăк пулăшу параймасть, унтан кашни регионта пурăнакан чăвашсем учебниксем ыйтаççĕ. Çавăнпа та хамăрăн ытларах тăрăшмалла. Район пуçлăхĕсемпе тата вырăнти вĕрентӳ уйрăмĕсемпе кун пирки калаçмалла.
Чăвашлăха аталантарасси, чăвашлăха тытса пырасси веçех сирĕнтен килет. Эсир ĕçлесен ачасем чăвашла вуласа çыраççĕ, калаçаççĕ, юрлаççĕ-ташлаççĕ, аслăрах пĕлӳ илме ăнтăлаççĕ. Педуниверситетри наци уйрăмĕ ан хупăнтăр тесе ĕçлемелле. Ав пĕлтĕр унта виççĕн кăна кĕчĕç. Кăçал ытларах – тăххăрăн. Пирĕн сирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Килес çул И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитет. Шкулсенче унăн ятне асăнсах тăмалла, пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă уроксем, мероприятисем йĕркелемелле. Вĕренӳ çулне унăн «Халалне» вуласа тытăнсан пит аван пулмалла, - терĕ вăл.
Канашлăва кашни вĕрентӳçĕ хăйĕн ĕçне кăтартма, ăна ыттисем хаклаччăр тесе доклад хатĕрлесе килнĕ.
Чăнлă районĕн сакăр шкулĕнче кăçал чăваш чĕлхипе литературине предмет майĕпе илсе пырĕç.
Ирçелĕнчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине илсе пыракан Н.М.Сайгушевапа вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.А.Буркина хутăш урокпа (бинарный) мастер-класс кăтартса пачĕç. Ачасем вырăнĕнче вĕрентекенсем пулчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă тема ачасене патриотла воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăнать. П.Хусанкайăн «Таня» поэмипе класс тулашĕнчи вуламалли «Интервью с Разумовским» темăпа ирттернĕ бинарлă урок пирки тĕплĕн каласа панă хыççăн вĕсем пурне те синквейн (5 йĕркерен тăракан сăвă) çыртарчĕç.
Çак шкултах пуçламăш классене вĕрентет О.А.Мещанинова. Çав тери пултаруллă педагог паянхи йывăр пурнăçра ачасене тăван киле, анне-аттене, хăйне юратма вĕрентекен «Кил-çурт тата хăтлăх» урока пухăннисемпе ирттерчĕ.
Пухтел шкулĕнчи вĕрентӳçĕсем Н.Н.Кушты тата В.В.Пидиксеева чăваш тата вырăс литературин хутăш урокĕ пирки каласа пачĕç. Вĕсен теми те Аслă вăрçăпа çыхăннă.
Анаттимĕрçенсем – С.В.Телеева тата С.Н.Мартынова чăваш литературипе истори предмечĕсене пĕрлештерсе ирттернĕ урока ирттерчĕç. Вăта Тимĕрçен шкул вĕрентӳçи С.И.Мигукова ачасене чăваш халăх йăли-йĕркине хăнăхтарассипе еплерех ĕçлени пирки каласа пачĕ.
Çĕнĕ Улхаш шкулĕн вĕрентӳçи С.Ф. Кудряшова класри чи пултаруллă ачасене хăй мĕнле тупса палăртни, вĕсемпе еплерех ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. Çак темăнах хăйĕн докладĕнче Димитровград педагогĕ В.В.Киргизова тăсрĕ.
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Çĕнĕ Çарăмсан шкулĕнче Н.Н.Осипова 29 çул ĕçлет. Чăваш культурипе халăх йăлин кружокне 1997 çултанпа ертсе пырать. Халĕ кружока 15 ача çӳрет – 8 арçын ачапа 7 хĕрача. Вĕсемпе «Шăпчăк» ансамбль йĕркеленĕ педагог. Чăваш тумĕ кашни валли икшер тĕслĕ вĕсен. Кружока çӳрекен ачасен тĕслĕхĕпе воспитани парас ĕçре хушма вĕренӳ мĕнле витĕм кӳнине каласа пачĕ Нина Николаевна.
-Унччен кĕçĕн классемпе, пĕр çулхисемпе ĕçлеттĕм. Халĕ çиччĕмĕш классем те кружока пырасшăн, ыйтаççĕ. Вĕсене концертсене, тĕрлĕ конкурссемпе ытти мероприятисене хутшăнма интереслĕ. Чăваш тумне тăхăнсан хăйсене мăнаçлă туяççĕ. Пирĕн ачасем чăвашсен çĕршывĕн символикине, тĕп хулине, юмахĕсене, паллă çыннисене, халăх юррисене, вăййисене пĕлеççĕ, - каласа пачĕ Нина Николаевна. Юлашкинчен Андриян Григорьевăн «Прости, чувашский мой язык» сăвва вуласа вĕрентӳçĕсен чунне витерчĕ.
М.В.Спиридонова Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Курахви ялĕнче 38 çул ачасене пĕлӳ парать, вĕсене чăвашла юрлама-ташлама хăнăхтарассипе 33 çул ĕçлет, кружок ертсе пырать. 1983 çултах облаçри илемлĕх пултарулăх смотрне хутшăнса унăн ачисем чăваш юррипе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Халĕ те çак ĕçе малалла тăсать педагог. Вăл сăвăласа çырнă «Тăван ялăм» проектăн презентацине ирттерчĕ.
Ульяновск районĕнчи ачасен пултарулăх çурчĕн методисчĕ В.В.Прохорова шкулсемпе мĕнле çыхăнса ĕçленине каласа пачĕ. Районта 23 вĕрентӳçĕ чăваш кружокне, факультативне ертсе пырать. Районти 3370 вĕренекенрен 540 чăваш ачи. Хăйсем йĕркелекен мероприятисене уçса панă май Валентина Викторовна районти вĕрентӳ уйрăмĕн пулăшăвĕ пысăк пулнине, унăн начальникĕ Л.Н.Шохина ялан пĕрле пулнине палăртрĕ. Çаплах Ульяновск районĕнче ĕçлекенсем 6 çул ĕнтĕ Тутарстанри Теччĕ районĕн вĕрентӳçисемпе тĕл пулаççĕ, пĕр-пĕрин ĕçĕ пирки ыйтса пĕлеççĕ, каласа параççĕ.
Çак районти вĕрентӳçĕсем - Аслă Ключище шкулĕнчен Т.Н.Муллина, Симĕс Ращаран – Р.А.Волкова – хăйсен шкулĕсенчи лару-тăрупа, малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç.
С.Н.Бикмендеева Сăр районĕнчи Чеботаевка шкулĕнче 30 çул пуçламăш пĕлӳ парать. Хальхи компьютер саманинче ачасене урокра ытларах калаçтармалла – çак ыйтăва çĕклерĕ вăл. Çаплах йăх-ăру историне ачасене хăй мĕнле çыртарни çинчен интереслĕ каласа пачĕ.
-Класра пĕр ача ĕçлесшĕн мар. Мĕншĕн кукаму-кукаçу, асаннӳ пирки çырмастăн тесен вăл хурланса: «Вĕсем пурте ĕçнĕ», - терĕ. Парăнас темерĕм. Ачапа иксĕмĕр вĕсем пирки ыйтса Чăваш Ене çыру ятăмăр. Хурав килсен ачашăн мĕнле савăнăç пулнине каласа пама та йывăр. Унăн кукамăшĕ вăрçă вăхăтĕнче тракторист пулнă иккен, медаль та пур. Удостоверенин копине, кукамăшĕсен кӳрши килĕнчи (килĕ тахçанах хупăннă) япалисене, вăл тăхăннă чăваш кĕписене ярса пачĕ.
Ачана ăнланма пĕлекен кăна чăн-чăн педагог пулать тесе хушас килет манăн çакăн çумне.
Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕ вĕрентӳçĕсен, ачасен пултарулăхĕпе тытăнса тăрать. Вĕсем хутшăнман, çĕнтермен облаçри, Раççейри, тĕнче шайлĕ конкурссем пит сахал. «Канаш» хаçатра та Чӳрекел ачисен хайлавĕсем, вĕрентӳçĕсен статйисем час-часах пичетленеççĕ. Пирĕн ытти шкулсене те çаплах хаçат ĕçне хутшăнтарас килет. Нумаях пулмасть Л.Ф.Ярославская тăрăшнипе ачасен хайлавĕсем уйрăм кĕнекен тухрĕç. Вĕсене çырав ĕçне еплерех явăстарнипе палаштарчĕ Лидия Фёдоровна. З.Н.Ярославская çак шкултах историпе вĕрентет. Вăл та чăвашлăха аталантарас ĕçе хастар хутшăнать. Класс тулашĕнчи ĕçе илсе пынă май Зинаида Николаевна кашни уяв хăйне евĕрлĕ, ачасен асĕнче нумайлăха юлтăр тесе тăрăшать.
Барăш районĕнчи пĕр шкулта кăна чăваш культурипе истори кружокĕ пур - Чăваш Решетке шкулĕнче. Ăна Т.В.Рупасова ертсе пырать.
-Ялта чăвашла пĕлекен сахал, калаçакан пачах та çук темелле – пурте вырăсланаççĕ. Ачасене вĕрентме кĕнекесем те çукчĕ. Юмахсен, тупмалли сăмахсен кĕнекисене тупрăм. Çавсемпе интереслентерсе ачасене чăваш юхăмне кĕртетĕп. Унччен 2 – 5 классем çӳретчĕç кружока. Кăçал 6-мĕшсене те илесшĕн, - каласа пачĕ вăл.
Секци ĕçне Ф.Т.Улендеева вĕçлерĕ. Кăçалхи секцире вĕрентӳçĕсем чăвашла кăна калаçнăшăн тав турĕ.
-Эсир вĕрентӳри çĕнĕлĕхсемпе чи малтан усă курса ĕçлекенсем. Ытти предметсемпе вĕрентекенсем сире çитмелле-ха. Тăрăшса ĕçлени сая каймасть. Юпа уйăхĕнче чăваш ачисемпе ĕçлекенсен регионсем хушшинчи конференцийĕ иртмелле. Унта тухса калаçма та хатĕрленĕр, - терĕ.
Федосия Тимофеевна чăваш учителĕсем хăйсен пултарулăхне облаçри, Раççейри конкурссене хутшăнса çирĕплетменшĕн хурланса каларĕ. Наци кабинечĕсен, музейĕсен конкурсĕнче чăвашсене нумайрах курас килнине пĕлтерчĕ.
 
: 908, Хаçат: 35 (1179), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: