Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кивĕ Улхашра 4-мĕш çул ĕнтĕ Майрабеевсен парнине çĕнсе илессишĕн çамрăксем ирĕклĕ майпа кĕрешсе ăмăртаççĕ. Кунта çулсерен 200 ытла спортсмен килет.
Камсем вĕсем Майрабеевсем, турнир мĕнле пуçланса кайнă?
Кун пирки Георгий Майрабеевпа курса калаçрăмăр.
-Эпĕ вунă çул Тольяттире пурăнтăм. Кĕрешӳ турнирĕсене çӳреттĕм. Ульяновск облаçĕнчен пынă спортсменсене яланах çĕр каçма вырăн тупса параттăм, хам патра сиплев центрĕнче мунча кĕртеттĕм. Çапла пĕррехинче турнир хыççăн калаçса кайрăмăр. Мана юлташсенчен хăшĕ-тĕр эс хăвăн ятупа турнир йĕркелеетĕн-и тесе ыйтрĕ. Йĕркелеетĕп терĕм. Шухăшĕ унчченех пурччĕ те – çак самантра «пиçсе» çитрĕ, - тет Георгий Васильевич.
Сăмахĕ хыççăн – ĕçĕ. 2009 çулта Майрабеевсен 1-мĕш ăмăртăвĕ иртет, унта 170 кĕрешӳçĕ килет. Кунта çакна калас пулать. Майрабеевсем – Георгийпа Пётр пĕртăвансем. Пĕрремĕшĕ 1972 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче çуралнă, иккĕмĕшĕ — 1976 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче. Иккĕшĕ те Кивĕ Улхашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă.
Георгий шкул хыççăн салтакра пулнă, Шупашкарти строительство техникумне пĕтернĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт маçтăрĕ. Ульяновск облаçĕн чемпионĕ. Чăваш Республикин первенствин çĕнтерӳçи. Раççей шайĕнчи ăмăртусен призёрĕ
(48 килограмм таякансем хушшинче).
Пётр шкул пĕтерсен Ульяновскри 2-мĕш ПТУна кайса кĕрет, каменщик профессине алла илет. Тăван çĕршыв умĕнче салтак тивĕçне пурнăçлать. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт маçтăрĕн кандидачĕ. Грекпа рим (классика) кĕрешĕвĕн спорт маçтăрĕ. Раççей чемпионачĕн бронза призёрĕ (1994 çул, 48 килограмм таякансем хушшинче), виçĕ хут Ульяновск облаçĕн чемпионĕ.
Георгийпа Пётр сакăр ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Ашшĕпе амăшĕ – Василий Георгиевичпа Клавдия Петровна – пурне те ачаранах ĕçпе пиçĕхтерсе воспитани панă, анлă пурнăç çулĕ çине тăратнă.
-Эпир пĕвĕпе çӳллĕ пулмасан та ачаранах йăрă пулнă. 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне мартăн 8-мĕшне уявланă чухне ял клубĕнче аслисем пире, ача-пăчана, пĕр-пĕринпе кĕрештерчĕç. Мана ку кăмала кайрĕ. Эпĕ шкулти физкультура учителĕ Н.А.Узеринов ертсе пыракан кĕрешӳ секцине çӳреме тытăнтăм, вăл ман пĕрремĕш тренер. Ăна пире спорт çулĕ çине тăратнăшăн шăллăмпа иксĕмĕр те тав сăмахĕ калатпăр. Каçсерен трениров-кăсене колхозăн кивĕ правлени çуртне сиктермесĕр çӳреттĕм. Пĕрремĕш хут ăмăртăва Аслă Нагаткина кайнăччĕ – Совет Союзĕн Геройĕн Е.Т.Воробьёвăн призĕшĕн кĕрешсе 29 килограмм таякансем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнтăм. Каярах Пётр та секцие çӳреме тытăнчĕ. 10-мĕш класра мана область тăрăх ăмăртусене илсе çӳреме пуçларĕç, область сборнăй командине илчĕç, - каласа парать Георгий Васильевич.
Халĕ вăл Ульяновскри «Авто-Форум» тулли мар яваплă обществăна ертсе пырать. Кунта стрительство техникине, материалĕсене туянма пулать. Ун Тольяттире те фирма пур, вăл коттеджсем хăпартать. Çаплах хăйĕн сиплев комплексĕ те йĕркеллех ĕçлет. Урăхла каласан Майрабеев-асли строительство усламĕпе аппаланать. Кĕçĕнни вара ун патĕнче маçтăрта вăй хурать.
Майрабеевсем ятлă турнир ирттернисĕр пуçне ытти ырă ĕçсенчен те пăрăнмаççĕ.. Сăмахран, кăçал Кивĕ Улхаш 465 çул тултарнине палăртнă уява вĕсем Шупашкартан ял халăхне савăнтарма чăваш эстрада юрăçиçене илсе килнĕ, вĕсене концертшăн тӳлесе янă.
-Мăшăрăмпа Раиса Семёновнапа (вăл Патăрьел районĕнчен) икĕ ача ӳстеретпĕр — Алёна 14 çулта, Артём 3 çулта. Мана вĕсем хавхалантарса пыраççĕ. Ачасен пуласлăхĕ пирки пăшăрханнипех хамăр ялта турнир ирттерме шутларăмăр. Çамрăксем валли усăллă ĕç пултăр, вĕсем урамра çапкаланса ан çӳреччĕр. Ачасене вăхăтра тĕрĕс çул çине тăратмалла. Вĕсен ырă тĕллев пултăр. Турнирсенче кĕрешекен ачасене пăхатăп та – хама пĕчĕк чухнехине куратăп. Мĕн чухлĕ хĕлхем вĕсен куçĕсенче! Пиртен пулăшу кирлĕ ачасене. Ман чи пысăк ĕмĕт – тăван ялта кĕрешмелли вырăн туса хурасси. Эпĕ хам енчен вăй çитнĕ таран пулăшу пама хатĕр. Ачасем сывă пурнăç йĕркине пăхăнса, ашшĕ-амăшĕшĕн те, çĕршывшăн та усăллă ӳсчĕр тесен – зал кирлех! – тет Г.В.Майрабеев.
 
: 750, Хаçат: 35 (1179), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: