Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку çапăçусем Аслă вăрçă историйĕнче чи пысăк вырăн йышăнаççĕ. Хĕрӳ çапăçусем кунта 50 талăка тăсăлнă: 1943 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнчен тытăнса çурла уйăхĕн 23-мĕшчен. Хĕрӳ-лĕхĕпе тата хаярлăхĕпе унпа урăх пĕр çапăçу та танлашаймасть.
Тăшмансен тĕллевĕ – Тĕп тата Воронеж фрончĕсен çарĕсене çавăрса тĕп тăвасси пулнă. Çак плана пурнăçа кĕртме тăшман мĕнпурĕ 900 пин салтак, 10 пин хĕç-пăшал тата миномёт, 2700 танк тата тупă, 2050 самолёт пуçтарнă. Гитлер уйрăмах «тигр» тата «пантера» танксен, штурмламалли «Фердинант» оруди, «Фоке-Вульф-19—А» самолётсемпе «Хейнкел-129» штурмовиксен вăйĕсене шаннă.
Пирĕн командовани чи малтан оборонăри ушкăнсене пĕтерме, кайран хирĕç тапăнма шутлать. Çапăçу анлăланнăçемĕн анлă-ланса, хаярланса пырать. Пирĕн çарсем чакмаççĕ, хăрушла тапăнса килекен танксемпе çуран çарсене хирĕç хастаррăн кĕрешеççĕ. Сĕмсĕррĕн килекен тăшмансен тĕп çарĕсене чарса лартаççĕ. Хăш-пĕр вырăнта кăна тăшман пысăк çухатусем тӳссе шалалла кĕме пултарать.
Утă (июль) уйăхĕн 12-мĕшĕнче Курск çапăçăвĕсен иккĕмĕш тапхăрĕ тытăнать. Çурла (август) уйăхĕн 5-мĕшĕнче совет çарĕсем Орёл, Белгород хулисене ирĕке кăлараççĕ. Çав ятпа каçхине Мускавра салют параççĕ. Çак тапхăртан пуçласа совет çарĕ çĕнтерсе пыни çинчен тăтăшах салютсем парса пĕлтереççĕ. Çурлан 23-мĕшĕнче Харькова тăшмансенчен тасатаççĕ. Çапла Курск çывăхĕнчи çапăçу çĕнтерӳпе вĕçленет. Юнлă çапăçура нимĕç фашисчĕсем 500 пине яхăн салтак, 1500 танк, 3 пин оруди тата 3700 самолёт çухатаççĕ. Курскра паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн 100 пин совет салтакĕ орденсемпе медальсене тивĕçет.
 
: 881, Хаçат: 35 (1179), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: