Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççей Федерацийĕн правительстви 2011 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче йышăннă постановленийĕпе (354№) 2012 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă тивĕçтерӳсен çĕнĕ йĕрки ĕçе кĕрет.
Çĕнĕлĕхĕн тĕп пĕлтерĕшĕ - нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем малашне коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн (ăшă, сивĕпе вĕри шыв, шыв кĕрекен тата тухакан çулсем, çутă) икĕ енлĕ тӳлеме тытăнаççĕ: хăйсен çуртĕнче илекен коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн; пĕтĕм çурта тытса тăмаллисемшĕн.
Икĕ енĕ те кашни уйăхра тӳленине кăтартакан документра уйрăмăн çырăнаççĕ. Пурăнакан вырăнти тивĕçтерӳсене шута илекен харпăр приборĕ кăтартăвĕсем тăрăх палăртаççĕ. Приборсем çук пулсан - çĕнĕ правилăсемпе çирĕплетнĕ тивĕçтерӳ нормативĕсемпе шайлаштараççĕ. Пĕтĕм çурта тытса тăмалли тивĕçтерӳсемшĕн - çуртри кашни пурăнмалли тата пурăнмалли мар вырăн лаптăкне шута илсе тӳлеттереççĕ.
Пурне те çĕнĕ правилăсем мĕнле тĕллевпе çурални интереслентерет. Акă мĕнле ăнлантарать çакăн пирки Патшалăх корпорацийĕн тĕп директорĕн канашлăвçи Леонид Алексеев: «Коммуналлă тивĕçтерӳсен малтанхи правилисене РФ правительствин 2006 çулхи 307-мĕш номерлĕ постановленийĕпе çирĕплетнĕ пулнă. Çак хушăра çурт-йĕрпе çыхăннă чылай саккун кивелнĕ. Эпир çурт-йĕр фончĕпе муниципаллă предприятисем хуçаланнинчен тытăнса вăл харпăр управляющи организацисен аллине çакланни патне çитрĕмĕр. Ăшăпа, сивĕ тата вĕри шывпа, шыв кĕртмелли тата кăлармалли çулсемпе, çутăпа тивĕçтермеллипе çыхăннă çĕнĕ саккунсем вăя кĕчĕç. Çуртсенче шута илмелли приборсем вырнаçтарчĕç. Çаксене шута илсе коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн тӳлемелли çĕнĕ правилăсене йышăнма тӳр килчĕ».
Тарифсем улшăнмалла-и, çук-и? Çак ыйту та интереслентерет çуртсенче пурăнакансене. Коммуналлă хуçалăх управленийĕн институчĕн тĕп директорĕ Ирина Маликова çирĕплетнĕ тăрăх, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă тивĕçтерӳсен тарифĕсем улшăнни çĕнĕ правилăсемпе çыхăнмасть иккен. Коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн тӳлев ӳсни – малтанах палăртса хунă пулăм. Тӳлев ӳсĕмĕ пĕлтĕрхинчен 12 процентран ытларах пулмалла мар. Çак шута утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ӳстерни те кĕрет.
Тепĕр ыйту çуралать: «Коммуналлă тивĕçтерӳсен пахалăхĕ те ӳсĕ-ши?»
«ЖКХ Развитие» çĕнĕ проектăн ĕç тăвакан директорĕн çумĕ Елена Солнцева ăнлантарнине шута илсен - çĕнĕ правилăсем пахалăха ӳстерме май парассине ĕненмех çук. Анчах коммуналлă тытăмри çĕнĕ улшăнусем пурнăç пахалăхне çӳллĕрех шая çĕклеме çул уçасса питĕ шанас килет.
 
: 817, Хаçат: 35 (1179), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: