Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕ регион бюджечĕ харпăр-хăй тупăшне ӳстерессипе Атăлçи федераллă округра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кун пирки правительство ларăвĕнче правительство председателĕн çумĕ Татьяна Дейкун пĕлтернĕ.
Ульяновск область правительствипе финанс органĕсен ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕпе 2010 çулта область бюджетне пĕтĕмĕшле кĕнĕ тупăш 2009 çулпа танлаштарсан 26,2 процент ӳснĕ. Кăтарту Атăлçи федераллă округра чи пысăкки.
2010 çулта область бюджечĕн пĕтĕмĕшле тупăшĕ 36,1 миллиард тенкĕ пулнă. Вăл тупăшпа усă курса правительство социаллă тытăма 24,3 миллиард тенкĕ уйăрнă, халăха панă сăмаха пурнăçланă, бюджет учрежденисенче ĕçлекенсен ĕç укçине ӳстернĕ, ача садĕнче çĕнĕрен 995 вырăн уçнă, ача-пăчасен пултарулăх керменĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ тата ытти те.
2010 çулта ял хуçалăхне аталантарма ытларах укçа уйăрнă: 2009 çулта – 1,4 миллиард тенкĕ, 2010 çулта – 2,4 миллиард тенкĕ.
 
: 1051, Хаçат: 14 (1106), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: