Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ĂРАТЛĂ ВЫЛЬĂХ ĔРЧЕТЕКЕН
Ю.Скворцов сăвăçпа А.Андреев композитор калăпланă «Ферма хĕрĕ – ма тиркес» юрăри: «Хĕлĕн-çăвĕн фер-мăра, йышлă хăна ун тавра. «Шухă» тесе ма тиркес, кам килнине чăн пĕлес. Хăна килнĕ аякран хĕр ĕçĕпе паллашма», - сăмахсем пĕтĕ-мĕшлех 1940 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Мускавра çуралса Чăнлă районĕнчи
«Память Куйбышева» колхо-зăн ăратлă выльăх ферминче тивĕçлĕ канăва кайичченех тĕпчев ĕçĕсем илсе пынă, çавăншăн 1970 çулта «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир
Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕпе, 1970 çулта ВДНХан бронза медалĕпе, 1971 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата ытти нумай паллăпа,
Хисеп хучĕпе наградăланнă Раиса Николаевна Углевана пырса тивеççĕ.
 
Коллективизаци вăхăтĕнче тата 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçă пуçланиччен ял çыннисем телейлĕ пурнăç шыраса Совет Союзĕн тĕрлĕ вырăнĕсене вербовкăпа тухса кайнă. Вĕсен шутĕнче хальхи Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенре 1915-1916 çулсенче çуралнă София Сергеевна Тапоровапа Николай Никифорович Углев çамрăксем те пулнă. Вĕсем Мускаври пĕр строительство организацийĕнче «телей туптанă» вăхăтра пĕр-пĕрне юратса пăрахаççĕ. Çемье чăмăртаççĕ. Часах çемьере йыш хутшăнать – Раиса çут тĕнчене килет.
Тепĕр çултан иккĕмĕш Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать. Николай Никифорович çĕршыва сыхлама тухса каять. 1942 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Аслă вăрçăра пуçне хурать. Мăшăрĕ тĕпренчĕкĕпе тăван ялне таврăнать.
София Сергеевна колхозра ĕне сăваканра вăй хурать. 1971 çулта чире кайса вилет.
Раиса Анат Тимĕрçенре 7, Вăта Тимĕрçенте 10 класс пĕтерет. Фермăра пăру пăхаканра вăй хунă вăхăтра куçăмсăр майпа 1970-1975 çулсенче Жадовкăри совхоз-техникумра зоотехника вĕренет. Амăшĕпе ĕмĕрлĕхех уйрăлнă хыççăн асламăшĕпе – Перасковья Тихоновнапа - пурăнать. Вăл ăна 92 çул тултариччен пăхать, тирпейлесе леш тĕнчене ăсатать.
Раиса Николаевна хăй вăхăтĕнче Ульяновскри ял хуçалăх управленийĕн шкулĕнче контролёр-ассистент а, Ульяновск облиспокомĕн вĕрентӳпе производство комбинатĕнче арçын тумĕ çĕлекене, Ульяновск облаçĕн ветеринари службин вĕрентӳ шкулĕнче техник-осеменатора вĕренсе тухать.
1995 çулччен «Память Куйбышева» колхозăн комсомолецсемпе çамрăксен ферминче ăратлă выльăхсем йĕркелессипе çыхăннă тĕпчев ĕçĕсенче вăй хурать. Вăл обществăлла ĕçсенчен те пăрăнмасть: колхозри комсомол, профсоюз комитечĕн, парти бюровĕн членĕ пулать, культура тата спорт мероприятийĕсене хастаррăн хутшăнать. Ăна ял Совечĕн депутатне, комсомол тата парти конференцийĕсен делегатне темиçе хутчен суйлаççĕ. Пурнăçĕн тĕп тапхăрĕ вара фермăра пуçлăх тата зоотехник ĕçĕсене пурнăçласа иртет.
- Ăратлă выльăх-чĕрлĕх самăртасси питĕ йывăр та кăткăс ĕç. Кашни ăратлă ĕнен, унăн пăрăвĕн поликлиникăри пек карточкăсем пулмалла. Ун çине темиçе çул сăнаса пынă кăтартусене çырса пымалла. Выльăх усрамалли пӳлĕмсенче – таса та çутă. Апат рационĕпе те пуçа ватмалли нумай. Выльăхсене искусственнăй майпа пĕтĕлентерессинче тата мĕн чухлĕ вăрттăнлăх! Ĕнесем пăруланă тапхăрта çывăрмасăр ирттернĕ вăхăтсем нумай пулнă. Пур ĕçе те вăхăтра, пĕлсе пурнăçламалла. Сĕт пахалăхне, çулăхне, тасалăхне шута илсе пырас ĕç хăй - пĕр ăслăлăх теми темелле. Фермăра вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлне тĕрĕс йĕркелесе пыма пуçлăхăн педагог та, психолог та пулмалла. Пирĕн фермăран область шайĕнчи куçса çӳрекен хĕрлĕ ялав кайман та темелле. Çĕнтерӳçĕсен ячĕпе ялав çĕклеттĕмĕр, сăн ӳкерсе Хисеп хăми çине вырнаçтараттăмăр. Малашне те лайăх, тăрăшса ĕçлеччĕр тесе укçан преми парса хавхалантараттăмăр. Пирĕн фермăра час-часах тĕрлĕ делегацисем пулатчĕç. Ял хуçалăх институтĕнче вĕренекенсене пирĕн пата практикăна яратчĕç. Кашни доярка алăпа 15-17 ĕнерен кая суман. Ывăннă, паллах, анчах ыранхи кун лайăхрах пулассине шанса пурăннă. Паянхи ял хуçалăхри лару-тăру мана чĕтреве ертет. Мĕн пулса тухрĕ-ха! Эпир алă вăйĕпе çĕкленĕ хуçалăхсене тĕп турĕç вĕт! – пăшăрханать ĕç ветеранĕ.
Раиса Николаевна паян пĕчченех пурăнать. Хĕрĕ – Людмила Васильевна Захарова-Гусарова - Ульяновскри экономика техникумĕнчен вĕренсе тухнă та ял администрацийĕнче хăй специальноçĕпе ĕçлет. Мăшăрĕ – ача пахчин газ операторĕ. Гусаровсен виçĕ ача.
Ентешĕмĕр вулама юратать. Кил вулавăшĕнче чăваш илемлĕ литератури, энциклопедисем, альбомсем нумай. Пушă вăхăтра вĕсене вулать. Тĕл пулсан çĕннисене туянать. «Канаш» хаçат вара Раиса Николаевнашăн – сĕтел çинче выртакан кулленхи литература.
 
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен.
 
: 1048, Хаçат: 35 (1179), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: