Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Регион пуçлăхĕ çинчен 2012 çулхи утă уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн 400 ытла федераллă массăллă информаци хатĕрĕсенче тата 3000 ытла регионсенчи телевиденире, хаçат-журналта, информаци агенствисенче тата СМИ-интернетра пурĕ 84000 хут асăннă.
2012 çулта РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсен медиарейтингне палăртма пуçласан Сергей Морозов 26-мĕш йĕркере тăнă. Пуш уйăхĕнче вăл – 2, çу уйăхĕнче – 19, çĕртмере – 5 вырăнта тăнă. Халĕ информаци уçăлăхĕн 0,6482 коэффициентне тивĕçсе пĕрремĕш йĕркене хăпарнă. Иккĕмĕш йĕркере – Ленинград облаçĕн пуçлăхĕ Александр Дрозденко, виççĕмĕшĕнче – Аçтăрхан облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Александр Жилкин.
Сергей Морозова утă уйăхĕнче Твиттер микроблок тытăмĕнче 953 хут аса илнĕ. Вăл ытти субъектсен пуçлăхĕсен хушшинче пĕрремĕш йĕркене йышăнма тивĕçнĕ.
Кĕпĕрнаттăр куравра пулнă
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Пĕтĕм тĕнчери авиатранспорт форумĕн куравне çитсе курнă. Çаплах куравра РФ Правительство Председателĕн çумĕ Дмитрий Рогозин, «ОАК» уçă обществăн президенчĕ Михаил Погосян пулнă.
Кунта Раççей, Германи, Литва, Чехи, Украина çĕршывĕсенчен мĕнпурĕ 60 компани хăйсен авиаци транспорчĕн ӳсĕмĕсем çинчен каласа паракан экспонатсем тăратнă. МАТФ- 2012 хăнисем уйрăмах Ульяновскри самолётсем туса кăларакан завод çĕнетсе туса кăларнă Ил-476 самолётпа кăсăкланнă.
Конструкторсен сăмахĕпе, çиелтен пăхсан вăл унчченхисемпе пĕр пекрех, ăшĕнче вара йăлтах çĕнĕлле. Çапла майпа вăл йывăртарах груз турттарма, вĕçев йывăрăшне ӳстерме пултарать. Пирвайхи хут çакăн пек самолёт çине кĕленче кабина тата цифрăллă борт вырнаçтарнă. Çĕнĕ оборудованиллĕ самолёт пĕтĕм тĕнчери граждан авиаци организацийĕ ыйтнине йăлтах тивĕçтерет. Унпа тĕнчипех усă курма пултараççĕ.
548 пин тонна тĕш-тырă çапнă
Облаçри ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн облаçра августăн 27-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 374,1 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ. Пурĕ 548 пин тонна тĕш-тырă çапнă. Тухăç гектартан вăтамран 14,7 центнер.
Облаçра арпус пуçтараççĕ
Йĕрлĕ-йĕрлĕ, сĕткенлĕ çырласене «Лаишевские овощи» агрофирма хирĕсенче акса ӳстернĕ. Кашни çырла çичĕ-вунă кило таять. Акă мĕн каласа панă фирмăн тĕп директорĕ Геннадий Соловьёв:
- Кăçал эпир ку çимĕçе 0,3 гектар çĕр лаптăкĕ çинче
пĕрремĕш хут акса пăхрăмăр. Ăна плёнкăпа витсе ӳстертĕмĕр. Арпус тымарĕ çĕрпе хупланать, çапла майпа нӳрĕк сыхланса юлать. Çанталăкĕ те питĕ меллĕ пулчĕ. Вăрлăхĕ – Леди тата Тофи текен голланди селекцийĕнчен. Паллах, хамăр тăрăхра çак культурăна акса ӳстерме шиклентĕмĕр, апла пулин те шанчăк тӳрре тухрĕ - 20 тоннăна яхăн арпус пуçтарса илтĕмĕр. Ытларахăшĕ Ульяновскри суту-илӳ вырăнĕсенче сутăнать, ыттине усрама хутăмăр. Удобренисĕр ӳстернĕ çимĕçе чĕмпĕрсем хаваспах туянаççĕ. Хакĕ те таçтан илсе килнĕ арпуссенчен 3-4 тенкĕ йӳнĕрех.
Сывă пурнăç йĕркине сарассишĕн
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр çынсем хушшинче сывă пурнăç йĕркине саракан обществăлла организацисемпе тĕлпулу ирттернĕ.
Унта социаллă аталанупа ĕç министрĕн çумĕ Василий Гвоздев «Сывă регион» проектпа паллаштарнă.
Проект сывă пурнăç йĕркине сарса облаçри çынсене физкультурăпа спорта явăçтарма, ĕçкĕлĕхпе, чĕлĕм туртассипе тата наркоманипе кĕрешме май парать. «Сывă регион» проект сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурса пурăнакан çынсен, çемьесен ырă тĕслĕхĕпе çирĕпленмелле.
Кĕске вăхăтра регионта çак проекта пурнăçлакан ĕç ушкăнĕ йĕркелемелле.
 
: 987, Хаçат: 35 (1179), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: