Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Анатолий Фёдорович Ермилов-Юман çинчен пĕр самант-лăха çеç асăнсан та куç умне патвар та çирĕп, маттур та сатур, хăватлă та чăтăмлă, çĕршер лăстăркка туратлă, тарăн тымарлă чăн-чăн юман йывăççи тухса тăрать. Юман авалтанах вăрман патши шутланнă. Астăвăр-ха, мĕнлерех саркаланса-паркалан са, вуллине ик-виç ытампа ытамласа илме çук хапа кăшкарпа ӳссе çитĕнет вăл! Ӳссе çитĕнет те хăйĕн мăнаçлă-аслă кĕлеткипе тавралăха илем кӳрет. Пăхса тăран-тăран та ун çине - сисмесĕрех хăв та аслăланса, мăнаçланса каян.
Пĕр ăсчах: «Карапа мĕнлерех ят паран, çапларах ишевĕ пулать», - тенĕ. «Булгария» пăрахут «Юман» ятлă пулнă пулсан, тен, путман та пулĕччĕ-и...
Анатолий Фёдоровича эпĕ çирĕм çул ытла пĕлетĕп. Çывăхрах пĕлнĕçемĕн ытларах тĕлĕнетĕп. Тĕлĕнтермелли пахалăхĕсем чăннипех те нумай Юман кăмăл-туйăмĕнче. Пурне те шутласа çырса парас пулсан хăйне кура психологилле портрет-монографи пулас пек туйăнать. Мĕншĕн тесен Анатолий Фёдорович пултарулăх не темиçе пая уйăрас пулать. Урăхларах, кăштах наукăлла каласан классификаци тăвас пулать. Ку, паллах, сумлă та чаплă (йывăр та) тĕпчев ĕçĕ пулса тăрĕччĕ. Ку енĕпе «Канаш» хаçатăн яваплă секретарĕ Валентина Алексеевна Ефимова хатĕрлесе кăларнă «Анатолий Юман пултарулăхĕ» кĕнекине пĕрремĕш чĕкеç тесе шутлама пулать. Унашкал «чĕкеçсем» татах та, малалла та чăн-чăн чăваш чунĕсенчен «вĕçсе» тухасса шанас килет.
Пысăках мар, ансат хайлавăмра поэт-публицистăн пĕтĕмĕшле ĕçĕсене тĕкĕнмесĕр хамăн туйăм-шухăшăма çеç палăртса хăварас тетĕп. Анатолий Фёдоровичăн çирĕпрен те çирĕпрех гражданлăх принципĕ – Çынлăх («и милость к падшим призывал…). Хăть те хăçан, хăть те мĕнле çынна (çав çынна общество «пăрахăçа тухнă» ярлык çыпăçтарсан та, нихçан та çынран йĕрĕнмест, ăна шеллет, пулăшма тăрăшать), йывăрлăхран хăтăлма тĕрĕс çул шыраса тупма пуçăнать. Иккĕмĕшĕ:
Анатолий Фёдорович тĕрĕс, таса чунлă çын. Хĕрĕх ытла кĕнеке авторĕ. Мĕнпур кĕнекине хăй чăтса тӳснĕ, хăй куçĕпе курнă, чун-чĕри витĕр кăларнă, асапланса-тертленсе «пĕçернĕ» хăватпа, тĕрĕссĕн сăнарласа, çитĕннĕ пулăмсемпе, ĕненмелле сăрăсемпе хайлать, вулакан патне çитерет. Вăл çырнă хут листи çине «совершенно верно» тесе пичет çапма пулать. Виççĕмĕшĕ: Анатолий Фёдорович мĕн ачаран тенĕ пек суйласа-картса, хăй урипе таптаса хытарнă сукмакĕнчен нихăçан та айккинелле ывтăнса-сулăнса кайман. Мана ун çулĕ линейка хурса палăртнă пек тӳп-тӳррĕн йĕрленнĕн туйăнать.
Эпир Анатолий Фёдоровичпа пĕр цехран, пирĕн пĕр Парнас тăвĕ, пĕр «провинци тунсăхĕ».
Çак тунсăхра пурăнсах ирттертĕмĕр-ирттере тпĕр ĕмĕрсене. Анчах та ман аслă, хисеплĕ тусăм Парнас тăвĕн тăрринех ура ярса пуснă, тата тепĕр утăм тусан («Чăваш халăх поэчĕ» сумлă ят илсен) поэт Аполлона та алă парĕ. Шанас килет.
 
А.Ф.Ермилов-Юмана, поэта – поэтран.
Васкавлă пурнăç, хыпаланчăк,
Мала чĕнет, хистет, хушать.
Хăват чакать. Юлать çут шанчăк –
Çынна юлташ пек пулăшать.
Анчах малта вĕç-хĕрсĕр чăтлăх,
Ун çийĕн тăвăл ӳхĕрет.
Чăтать этем, вăл ĕмĕр чăтнă –
Вĕç-хĕрсĕр чăтлăха кĕрет.
Кам хушнă, чĕннĕ, ӳкĕтленĕ?
Тупма пулатчĕ урăх çул.
Çын чунĕнче хĕлхем кĕрленĕ,
Вăл çулăмра шыранă мул!
Мул ячĕ – вилĕмсĕр поэзи.
Илешнĕ музăсем чунне:
Кун чух çын ăрăмлă вĕçевçĕ,
Поэтшăн ĕмĕр çуркунне!
Чулсем хурса сукмак юсанă,
Пĕччен тертленнĕ чăтлăхра.
Вăрман хуллен çеç сасă панă:
«Юман эс пулăн халăхра».
Вăрман шавне ача тăнланă,
Вăл илтнĕ çĕнĕ кĕвĕсем.
Чĕлхи хаваслăн рифмăланнă –
Тĕнчен илемлĕ тĕсĕсем!
Юман çумне Юман таяннă,
Вăл путнă тарăн шухăша:
Пуçламăш тинĕс пек шавланă,
Хăвачĕ пӳлнĕ сывлăша.
Ак утмăл çул шавлать çав тинĕс,
Пĕлмеççĕ канлĕх хумĕсем.
Тек вĕртĕр çурçĕр çилĕ хирĕç –
Утаççĕ хирĕç поэтсем!
14.05.2012.
 
: 639, Хаçат: 36 (1180), Категори: Тĕпчев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: