Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(А.Ф. ЕРМИЛОВ-ЮМАН ÇУРАЛНĂРАНПА 80 ÇУЛ ÇИТНĔ ТĔЛЕ)
 
КУН-ÇУЛĔНЧЕН
Анатолий Фёдорович Ермилов-Юман 1932 çулхи авăнăн (сентябрь) 12-мĕшĕнче (паспорчĕ çине юпа (октябрь) уйăхĕн 28-мĕшĕнче тесе çырнă) Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинче çуралнă.
1952 çулта Вăта Тимĕрçенти вăтам шкултан вĕренсе тухсан райхаçат редакцийĕнче 37 çул вăй хунă.
Куçăмсăр майпа Хусанти Парти аслă шкулĕ çумĕнчи журналистсен курсĕнчен вĕренсе тухнă.
1989 çулта Ульяновскра тăван чĕлхепе «Канаш» хаçат тухса тăма пуçласан тивĕçлĕ канăва кайиччен унта ĕçленĕ.
Малтанхи сăвви 1947 çулта райхаçатра çапăнса тухнă.
А.Ф.Юман – 40 ытла кĕнеке авторĕ.
Вăл 1967 çултанпа Журналистсен союзĕн, 1983 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ. Раççей Федерацин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Чăваш халăх ăсчахĕ. Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни. ЧНК Ваттисен канашĕн членĕ. Чăваш Республикин Профессиллĕ писателĕсен союзĕн П.Хусанкай ячĕллĕ, Ульяновск облаçĕнчи Н.Абрамов тата журналистсен организацийĕн М.Ульянова ячĕллĕ премисен лауреачĕ.
Анатолий Юман ятне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ.
 
«Анатолий Юман калăпланă произведенисенчи лирик-
кăлла сăнарсем – ятлă-сумлă, йĕркеллĕ. Вĕсен тĕслĕхĕпе çамрăк ăру çĕршыва юратма, ĕçе хисеплеме, тӳрĕ кăмăллă пулма вĕренет».
(Анатолий Смолин, Раççей
Писательсен союзĕн членĕ, поэт, куçаруçă, драматург, Çеçпĕл Мишши, Çемен Элкер, Марфа Трубини, Геннадий Айги, Ф.Карим ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.)
 
ХУДОЖНИК ПУЛМА ĔМĔТЛЕННĔ
Анатолий ашшĕ – Фёдор Леонтьевич Ермилов – Ирçел чăвашĕ пулнă. Тăватă ачаллă çемьере 1909 çулта çуралнă. Питĕ хитре çырнăран ăна ял Совечĕн çыруçине çирĕплетнĕ. Вăл Куйбышеври рабфакран Стихван Шавлы çыравçăпа пĕрле вĕрентӳçе вĕренсе тухнă. Кайран Чăвашкассинче пуçламăш шкул заведующийĕнче ĕçленĕ.
Амăшĕ – Степанида Ильинична Туйбахтина – Ялавăр çынни. Вăл 1900 çулта пилĕк ачаллă çемьере çуралнă. Ульяновскри Чăваш педагогика техникумĕнче Митта Ваçлейĕпе тата Ехрем Иванĕпе пĕрле вĕреннĕ. Дипломлă çамрăк вĕрентӳçе Ирçелĕнчи пуçламăш шкула янă.
1928 çулта Фёдор Леонтьевичпа Степанида Ильинична пĕрлешеççĕ. Çемьере ултă ача çуралать. Вĕсенчен тăваттăшĕ çамрăклах вилет. 1932 çулхи авăнăн 12-мĕшĕнче Анатолий çуралать, 1935 çулта – Геннадий.
1937 çулта Фёдор Леонтьевич вилсе каять. Степанида Ильинична икĕ ачипе тăлăха юлать.
Анатолийĕн сылтăм куçне шур илет. Вăл курми пулать.
Степанида Ильинична хăйсем патне пурăнма Ялавăртан амăшне – Матрёна Антоновна Туйбахтинана - чĕнсе илет. Хăй Анатолие Ульяновска Чĕмпĕр тăрăхĕнче палăрма ĕлкĕрнĕ Григорий Иванович Суров куç тухтăрĕ (паян Ульяновскри Çĕнĕ хулари пĕр проспект ун ячĕллĕ) патне илсе çӳреме тытăнать. Операци тунă хыççăн ачан чирлĕ куçĕ те кăштах курма тытăнать.
Ермиловсем Чăвашкасси шкулĕнчи пĕр пӳлĕмре пурăннă. Куç тухтăрĕ сĕннипе вĕренӳ çулĕ пуçлансан Анатолий шкула каяйман. Темиçе кунтан тăхтав вăхăтĕнче ытти тантăшĕсемпе пĕрле парта хушшине кĕрсе ларнă. Вĕрентӳçи – Николай Иванович Семёнов, Кивĕ Улхаш чăвашĕ, ăна хăваласа кăларман. Çапла майпа ача юлташĕсемпе пĕрлех вĕренме пуçланă.
Анатолий ашшĕ вилнĕ хыççăн ун вырăнне Кивĕ Улхаш чăвашне – Александр Семёнович Ванюшкина – ĕçе илеççĕ. Вăл сăн-сăпачĕпе Владимир Маяковский поэта аса илтернĕ. Радио-техникăпа аппаланнă. Радиоприёмник маçтăрласа ачасене итлеттернĕ.
1940 çулта ăна салтака илеççĕ. 1941 çулхи хаяр çапăçусенчен пĕринче паттăрсен вилĕмĕпе вилет.
1941 çулхи каникул вăхăтĕнче Ермиловсем Ялавăрта пулаççĕ. Кукамăшĕ ачасене кăмпана, çырлана илсе çӳрет. Мăнукĕсене хĕрлĕ пусмаран труссипе кĕпе çĕлесе парать. Ялти çĕнĕ тусĕсемпе пĕртăвансем çу кунĕсене хаваслă вăйăсем выляса ирттереççĕ, çырмара шыва кĕрсе, пулла çӳресе савăнаççĕ.
Кукамăшĕ ачасене Молвино ялĕнчи чиркӳре вăрттăн шыва кĕртет. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕн пĕрремĕш уйăхĕсене Анатолий Ялавăр шкулне çӳрет. Чăвашла вĕренеççĕ. Анатолий шыва кĕртнĕ хыççăн пачăшкă çакса янă хĕресне çывăрнă чухне те хывмасть, шкула та хĕреспе çӳрет. Пĕр класра вĕренекен хĕрача çакăн çинчен вĕрентӳçе элеклесе парать. Вĕрентӳçĕ ачана шкул крыльци çине илсе тухать те мăйĕнчи хĕресне татма хушать. «Çылăхĕ хăвăра пултăр!» - тет хăй ăшĕнче ача кĕпе çинчи хĕресне татса илнĕ май.
Çемье Чăвашкассине таврăнать.
Шкул Степанида Ильинична аллине куçать.
Шкулта çĕнĕ вĕрентӳçĕ – Ольга Васильевна Нагорнова – ĕçлеме тытăнать.
- Унпа пĕрле эпир вăрçăн чи йывăр вăхăчĕсене тӳссе ирттертĕмĕр, пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнтăмăр, - аса илет А.Юман. - Вăл пире, вăрçă ачисене, сахал мар çĕнĕ юрă вĕрентрĕ, хăй те чăн-чăн юрă ăстиччĕ. Ольга Васильевна Ульяновскри И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педучилищинче вĕренсе пĕлӳ илнĕ, Чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн вĕренекенĕ-
сенчен пĕри пулнă.
Ял çыннисемпе пĕрле ачасем те колхозăн вак-тĕвек ĕçĕсене хутшăнаççĕ, паллах, шкулти ĕçсенчен, вĕренӳрен пушансан.
Степанида Ильинична колхозри парти организацине ертсе пырать. Пухусем Ермиловсем пурăнакан хваттертех иртеççĕ. Анатолий çĕршывра пулса иртекен лару-тăру çинчен веçех пĕлсе тăма тытăнать. Амăшне парти пухăвĕсен протоколĕсен иккĕ-
мĕш копине райкома ярса пама çырса илме пулăшать. Çемье
ял çыннисемпе пĕрле окоп
чавмалли ĕçсене хутшăнать. Çĕрлехи вăхăтра ял çыннисем чӳречисене хура пусмапа карса хуплаççĕ. Ача-пăча ял çийĕн кун тăршшĕпе миçе самолёт вĕçсе иртнине шута илсе тăрать.
Ермиловсем нумай хаçат-журнал çырăнса илеççĕ. Унта пичетленнĕ материалсемпе амăшĕ ял çыннисене паллаштарать. Тĕслĕхрен, «Правда» хаçатра 1942 çулта пичетленнĕ Пётр Лидовăн «Таня» очеркне, 1942 çулта кун çути курнă «Воин-богатырь» статьяна (Пухтел чăвашĕ Павел Васильевич Лаптев паттăр артиллерист çинчен. Илья Тукташ кайран ун çинчен уйрăм кĕнеке кăларнă. Хайлава шкулсенче вĕренмелли тăван лите-
ратурăн хрестоматине кĕртнĕ).
Çаплах вула-çыра пĕлмен ял çыннисене салтакран янă çыру-
сене вуласа пама, хирĕç хурав çырма пулăшать. Ял çыннисем амăшĕ патне çаплах тĕрлĕ ĕç хучĕсем çыртарма çӳреççĕ.
Анатолишĕн чи юратнă хаçат «Пионерская правда» пулнă. Унта ачасем валли тĕрлĕ конкурссем ирттернĕ. Пĕррехинче Анатолий те çамрăк художниксен конкурсне хутшăнать. Вăл акварельпе ӳкернĕ ĕçĕсенчен пĕрне унта ярса панă.
Вăхăт нумай иртмен. СССР Халăх художникĕ тата паллă график Дмитрий Шмаринов ун ĕçне хакласа, сĕнӳсем парса çыру ярать. Анатолий, стена хаçачĕн художникĕ пулнă май, ӳкерес ĕçе тата хастартарах хутшăнма тытăнать. Художник пулма ĕмĕтленет.
 
«Анатолий Юманăн маçтăр-лăхне хаклас пулсан чăваш литературинчи чи авторитетлă çыравçă – Яков Ухсай – ун çинчен мĕн каланине илсе кăтартни те çителĕклĕ. Вăл унăн пултарулăхне самай пысăка хурса хак панă.»
(Александр Богатов, 20 ытла кĕнеке авторĕ, чăваш халăх ăсчахĕ, журналист, публицист.)
 
ÇЫРАВÇĂ ПУЛАС ТУРТĂМ ВĂРАНАТЬ
1943 çулта Анатолий Ермилов Кивĕ Улхашри çичĕ çул вĕренмелли шкула пиллĕкмĕш класа çӳреме тытăнать. Чăваш чĕлхин пĕрремĕш урокĕнчех вĕрентӳçĕ – Пелагея Петровна Иванова – литература кружокне йĕркелесе ярать. Вăл И.Я.Яковлев тăванĕ пулнă. Иван Яковлевич ăна мăнукăм тесе чĕннĕ. Мăшăрĕ – Андрей Петрович – шкул директорĕнче ĕçленĕ.
Районта сумлă вĕрентӳçĕсен ретĕнче тăнă. Сĕрме купăс ăста каланă. Унăн аслă ывăлĕ – Леонид – вăрçă пуçланиччен ачасене вĕрентнĕ. Вăрçăн пĕрремĕш тапхăрĕнчех паттăрла вилĕмпе вилнĕ.
Пелагея Петровна хăй вăхăтĕнче Константин Иванова чăваш букварĕ валли калавсем пуçтарма пулăшнă. Хăй те “Сулахайăн суд çук» калав çырса парать.
Иванов педагогсен династийĕ паянччен тымар ярать. Пелагея Петровна Ленин орденне тивĕçет.
Литература кружокĕн пĕрремĕш занятийĕнче ачасем Александр Пушкинăн «Руслан и Людмила» хайлавĕпе паллашнă. Пелагея Петровна вырăсла текста тӳрех чăвашла куçарса пынă. Ачасем çунатланса: «Александр Пушкин чăвашла та çыра пĕлнĕ иккен», - тесе тĕлĕнсе ларнă. Анатолий ăшĕнче: «Эпĕ те Пушкин пек çырма пултараймăп-ши?» - тесе шухăшласа ларнă.
Килне кайсан тӳрех сăвă калăплама ларнă. «Октябре кĕтсе илчĕç пысăк çитĕнӳсемпе…» – пулнă сăввăн юлашки йĕрки. Кунта вăл сăвă тавраш çырасси питĕ те кăткăс ĕç пулнине ăнланса илнĕ.
Амăшĕ Крымран канса килнĕ хыççăн Анатолий «Путёвка» ятлă поэма çырма пуçăнать. Çапла ерипен çырав ĕçĕн йывăрлăхĕсене çĕнтерсе пырать.
Пĕрремĕш юрату туйăмĕпе чирлесе ӳкнĕ ача савнă хĕрĕ патне лирикăлла çыру маçтăрлать.
Вăл шкул пĕтернĕ ятпа та сăвă çырать. Юлташĕсемпе вĕрентӳçĕсене свидетельство панă уявра вуласа парать. Итлекенсем тăвăллăн алă çупсах йышăнаççĕ çамрăк поэтăн ĕçне. Пелагея Петровнан куçĕ савăннипе шывланать. Вăл ăна конверт тыттарать. Анатолий килĕнче ăна уçса пăхать те… Унта 50 тенкĕ укçа. "Гонорар" пекки. Вăл унпа пушмак туянать. Çакăн хыççăн çăпатапа çӳреме пăра-хать.
Малтанхи сăвви райхаçатра 1947 çулта пичетленсе тухнă ("Колхоз такмакĕсем").
1949 çулта Анатолий Ермилов районта тухса тăракан «Пĕрле-
шӳллĕ ĕç» хаçатра ĕçлеме тытăнать. Редакторĕ ашшĕн юлташĕ Михаил Иванович Нюдеев пулнă.
Ермиловсем йывăр пурнăçпа асапланнă. Кил хуçи вилсен икĕ ачи амăшĕн пенсийĕ çинче тытăнса тăнă. Анатолий оклачĕ те питĕ пĕчĕк – 330 тенкĕ пулнă. Хваттерте пурăнма вăй-хал çитереймен çамрăк ĕçрен тухса тăван килне таврăнать.
Пĕррехинче вăл Владимир
Садайран çыру илет. Çыравçă,
ун вырăнне редакцие вырнаç-нăскер, унран сăвă-калав кĕтсе пурăннине пĕлтерет. Хаçатра
Анатолий ярса панă сăвăсем, тĕрленчĕксем, очерксем пичетленеççĕ. Юлташĕсем те унран тĕслĕх илсе редакцие хăйсен хайлавĕсене ярса пама тытăнаççĕ.
ВЛКСМ вăтăр çул тултарнă çул Вăта Тимĕрçенте сакăр класс пĕтерет. Тăххăрмĕшне каяймасть –чирлесе ӳкет.
1950 çулта Вăта Тимĕрçенте 9 класс пĕтерет.
1952 çулта Анатолий Ермилов аттестат илет. Унччен пĕр çул маларах Анатолийпе унăн шăллĕ Геннадий хăр тăлăха тăрса юлаççĕ – амăшĕ те вилсе каять.
Вĕсене шкулти хваттерĕнчен те тухма тивет. Кӳршисем патне куçаççĕ. Иккĕш те патшалăх шучĕпе шкул интернатĕнче пурăнаççĕ. Канмалли кунсенче 20 çухрăмра вырнаçнă тăван ялне çӳреççĕ. Кӳрши – Хĕрпик Ильмендеева, хăй те пысăк çемьеллĕ пулнăскер, тăлăхсене хаваспах кĕтсе илет.
Ермиловсем амăшĕнчен юлнă икĕ процентлă заёмпа пин тенкĕ выляса илеççĕ. Ку вăл вĕсемшĕн пысăк ăнăçу пулать – çав укçа иккĕшне те шкултан вĕренсе тухма май парать.
Владимир Садай Шупашкарта «Лётчиксем» романĕ пичетленнĕ хыççăн унта куçать. Ун вырăнне редакцие Анатолий Ермилова чĕнсе илеççĕ. Редактор – Зинаида Митрофановна Митрофанова – Леонид Агаков мăшăрĕпе (Екатерина Лазарева) туслă пулнă. Яваплă секретарь ĕçĕсене Владимир Ильич Ильин, малтан Хусанти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕскер, пурнăçласа пынă. Анатолий Ермилова 335 тенкĕ окладпа техника секретарĕн ĕçĕсене шанса параççĕ. Çав укçа пурнăç йĕркелесе пыма кăна мар, Геннадий шăллĕ валли пуçтарса пыма та çитет.
 
«Поэт – сăвăсен авторĕ кăна мар. Вăл – психолог, çын чунĕн тĕпчевçи, ырлăх валеçекен тата воспитатель. Анатолий Фёдорович Ермилов-Юман çакăн пек çын та ĕнтĕ – вăл хăйĕн произведенийĕсемпе аслă ăрури çынсене те, çамрăксене те тыткăнлать. Ун пултарулăхĕн вăрттăнлăхĕ – вулакансен умĕнче хăй тӳрĕ кăмăллă, пурнăçри чăнлăха лиризмпа шайлаштара пĕлни».
(Галина Афанасьева, чăваш халăх ăсчахĕ.)
 
ПУЛТАРУЛĂХ ШАЙĔ ӲССЕ ПЫРАТЬ
Редактор ĕçĕсене илсе пынă З.М.Митрофанова «Литература страницисене» Шупашкара Уйăп Мишши патне ярса тăрать. Поэт Юман сăввисене асăрхать. Хăй патне пырса кайма сĕнет.
Шупашкара кайсан Анатолий Ермилов Владимир Садай патне чарăнать. Çыравçă мăшăрĕпе
ĕçе тухса каять. Çав хушăра килти вулавăшпа паллашать. Кил хуçи-
сем каçхине кăна таврăнаççĕ. Вĕсемпе пĕрле Илпек Микулайĕ мăшăрĕпе, Александр Артемьев савнă хĕрĕпе хăнана килеççĕ.
Çав каç Анатолий Ермилов тĕлĕнмелле уявра – Александр Артемьев туйĕнче – пулать. Мăшăрĕ – Салампи сăнарăн прототипĕ.
Тепĕр кун Владимир Садай ăна Уйăп Мишши патне илсе каять. Çавăн хыççăн «Ялав» журналта Анатолий Юманăн «Йăмра» сăвви пичетленет. Çак сăвă каярахпа «Çеçпĕл çеçкисем» ятлă пухха кĕрет. Филипп Лукин композитор унпа юрă та кĕвĕлет. Ку Анатолий Юманăн пĕрремĕш юрри пулса тăрать.
1956 çулхи нарăс уйăхĕнче Шупашкарта çамрăк писательсен канашлăвĕ иртет. Президиумра – Алексей Талвир, Александр Алка, Петĕр Хусанкай, Çемен Элкер. Анатолий Юман сăмах тухса каласшăн. Залра ларнă чухне ун çумне Илпек Микулайĕ пырса ларать. Вăл Анатолий Ермилов вуласа памалли текстпа паллашать. Сĕнӳсем парать. Кайран вăл Петĕр Хусанкайпа тата Çемен Элкерпе сăн ӳкерĕнет.
«Телей сăпки» поэмăна Георгий Ефимовпа Стихван Шавлы пăхса тухаççĕ. Стихван Шавлы поэма пирки хăйĕн шухăшне çырса ярать.
«27.I X.57.
«Пурнăç пăрăнăçне» («Те-
лей сăпки» поэмăн малтанхи ячĕсенчен пĕри) вуласа тухрăм. Савăнтăм. Маттур!
Пĕлетĕн-и, санран лайăх поэт пулма пултарать. Сăвă йĕркисем тарăннăн, сарлакан сывлаççĕ. Сăнама, курма, туйма, сисме пĕлни пур. Поэт ăспа мар, чĕрипе шухăшлать; çав паха.
Вырăнăн-вырăнăн кĕскет меллисем пур кăна. Тăк, тĕк, тенисем чăрмантараççĕ. Тĕл-тĕл йĕрке хăй шăнăçмасть.
Поэмуна «Ялава» яратпăр. Хитре сăн хатĕрле. Г.Ефимов çырса ярĕ, санăн кунтах килсе каймалла пулать пулĕ.
Ĕçле. Тăрăш, пуçу ан çав рăнтăр. Юлташусене салам.
Стихван Шавлы.
P.S.K.Чулкаç темĕн çырса ярать ав тата».
Шупашкарта çамрăк поэт К.Чулкаç патне чарăнать. Вăл ăна правлени председателĕ А.Талвир хăйпе тĕл пулса калаçма кăмăллани çинчен пĕлтерет. Тĕлпулу вăхăтĕнче А.Талвир ăна Литфонд шайĕпе пулăшма шутлани çинчен пĕлтерет. Литфонд, чăнах та, 500 тенкĕ укçан парса пулăшать.
1957 çул. Чăваш писателĕсен керменĕ. Анатолий Ермилов Петĕр Хусанкайпа тĕл пулать.
Петĕр Хусанкай: «Анатолий, «Ялав» редакцийĕнче мана санăн поэму тухать терĕç. Халĕ псевдоним тупас пулать. Геннадий Лисина тупса патăмăр акă: Айхи. Ермилова мĕнле палăк лартăн-ха? Чăваш ячĕ кирлĕ.
- Пур ман псевдоним, райхаçатра усă кураканни: Юман.
- Юман? Питĕ аван! Çĕнĕ Юман пултăр.
Анатолий Ермилов, М.Горький пекех, «пурнăç университетне» хăй тĕллĕнех пĕтерет.
Утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнче Хусанти ВПШ çумĕнчи журналистсен ултă уйăхлăх курсне пĕтерсе тухать.
Унтан таврăннă хыççăн ентешĕмĕре редактора хурасшăн пулаççĕ. Вăл килĕшмест. Кĕтмен çĕртен невростени чирĕпе аптраса ӳкет. Ун чухне вăл çемье çавăрма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Ĕçлеймесĕр çулталăк хушши «мăшăрĕн ĕнси» çинче пурăннă. Юман тăван енне куçса каять. Чăвашкасси çумĕнчи Çĕнĕ Улхаша. Унта мунча пек тăм пӳртре пурăнма тӳр килет. Пысăк пичете те тухаймасть. Çакăн пек ăнланма май çук пурнăç шăпи хăйĕн лачакине çăтса илет.
Çакнашкал пурнăçпа çур çул ытла тертленсе пурăннă хыççăн Анатолий Ермилов каллех райхаçат ĕçне таврăнать.
 
«Мана Анатолий Юман хăйĕн тăрăхне, ентешĕсене, леген-
дарлă Ульяновска чунĕнчен парăнни кăмăла каять.Вăл вĕсем çинчен нумай çырать. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнать. Поэт хăй облаçĕнче пулса иртекен пулăмсем хушшинче пурăнать. Çапла пулма, паллах, хăй ĕçленĕ хаçатсем хăнăхтарнă. Ку вăл Анатолий Юманăн ыттисем тĕслĕх илмелли енĕ».
(Георгий Ефимов, Чăваш халăх поэчĕ.)
 
«ТЕЛЕЙ СĂПКИНЕ» СИКТЕРСЕ ХĂЙ ШĂПИНЕ ТУПТАНĂ
1958 çулта "Ялав" журналта кун çути курнă «Телей сăпки» поэма уйрăм кĕнекен тухсан Юхма Мишши 1972 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче пичетленнĕ «Коммунизм ялавĕ» хаçатра çапла çырать: «Асăннă поэмăна авторĕ эпикăлла сулăмпа çырма тăрăшнă. Унта чăваш йăхĕнчи виçĕ лам пурнăçĕ йĕрленет. Ăна вуланă май эпир этем ĕмĕчĕн вилĕмсĕрлĕхне ытарлăн кăтартнине, чăнлăх усала çĕннине куратпăр. Имет йышши çĕрме пуянсем, Пеляккух пек улпутсем, çын юнне ĕçме хатĕр куштансем, тем тери тискерленсен те халь тин килес çутă куна чараяс çуккине автор ăста детальсемпе çутатса панă. «Çĕн самана патне çул кăтартать Чĕмпĕр çынни, пĕр аслă вырăс – Ленин…» - теççĕ Çĕрĕн пур кĕтессинче те. Çак сăмахсене çирĕплетсе пама автор çителĕклĕ ӳкерчĕксем кăтартман пулсассăн та пурпĕрех ăна вулакан ĕненет. Пире Анатолий Юманăн ăсталăхĕ, тавракурăмĕ куллен ӳссе пыни те савăнтарать. Поэт кантăксене Шур мĕлкепе тĕрлекен Хĕл мучи сăнарне, хăйне сутма илсе каякан Хушка ĕне хаш! хуйхăрнине, чăваш пасарне, çĕр валеçнине ăста çырса кăтартать. Уншăн «пĕчченçĕ пурнăç эрĕмрен те йӳçĕ», инкек умĕн çил «уй-хир тăрăх кумать», лаша пек «юртать», «сенкер тӳпе кĕленче пек таса», «сăхă пуянсен саккунĕ вăрăмтуна пек», ăна «усал сăмах витĕрех шăнтать». Поэтăн вăйĕ çакăн пек сăмах уççисенче пулмалла та ĕнтĕ».
Чăнлă районне уйăрсан «Коммунизм çути» хаçат «Заря коммунизма» хаçатăн дубляжĕ пулса тăрать. Анатолий Юман редакторăн çумĕнче вăй хурать. Редакцире унпа пĕрле Тăхăрьял чăвашĕ Валериан Ашкеров куçаруçă ĕçĕсене пурнăçлать.
1962 çулта Шупашкарта çамрăк писательсен черетлĕ канашлăвĕ иртет. Унта Анатолий Юманăн «Тăван ялта» поэмине сӳтсе яваççĕ. Докладне Петĕр Хусанкай туса парать. Вăл: «Эпĕ Юманăн тăшманĕ пуласшăн мар, тусĕ пуласшăн. Çавăнпа та поэмăри çитменлĕхсене те, ăнăçусене пĕр пытармасăр палăртса хăварасшăн», – тет.
Аванах хĕрелме тӳр килет ентешĕмĕрĕн. Çакăн хыççăн вăл канашлура асăрхаттарса хăварнисене шута илсе поэмăна тепĕр хут çырать. Вăл район хаçатĕнче пичетленет.
Ермиловсен çемйи пысăкланса пырать, 1961 çулта Сергей çуралнисĕр пуçне Надежда (1962), Татьяна (1965), Владимир (1967) çут тĕнчене килеççĕ.
1970 çулта Николай Евстафьевпа Кузьма Турхан Виçпӳрт Шăмăрша Илпек Микулайĕн юбилейне килеççĕ. Вĕсем Анатолий Юман ĕçлекен райхаçатра пулаççĕ. Районти Тимĕрçенпе Улхаш тăрăхĕнчи ялсенче тĕлпулусем йĕркелеççĕ. Ялсенчен таврăнсан Николай Евстафьев Анатолий Юманăн «Уй-хире ирех васкатпăр» сăввине вырăсла куçарать.
Çак çулах Ульяновск облаçĕнчи журналистсем Ленинградра эрнене яхăн курса çӳреççĕ. Унта вĕсене Иосиф Бродскийĕн ашшĕ ертсе çӳрет. Таврăнсан Анатолий Юман çак çулçӳрев çинчен пысăк материал çырса район хаçатĕнче пичетлет. Пĕр хаçатне Иосиф Бродский ашшĕ патне ярса парать. Поэтăн виçĕ сăввине вырăсларан куçарать.
Поэт шăпи туптанса пырать. Хайлавĕсенчи кашни сăнар валли чунĕнчен тухакан сăмах тупать. Кашни пулăма хăй хакне пама тăрăшать. Сăнарсен чун-хакăлне çут çанталăк пулăмĕпе шайлă çыхăнтарать. Кашни çаврăмра килĕшӳллĕ, кирлĕ ритм тупма тăрăшать.
 
«Эп саншăн çаплах савăнатăп,
Тус-юлташăм, тăванăм, Юман.
Пуç тайса ырлăх-сывлăх сунатăп,
Пурах шанчăк çумра эс пулсан.
 
Чăваш халăх ятне эс ямарăн
Ĕмĕрех ĕçчен çын пулнăран.
Туслăха, çынлăха шав упрарăн,
Тавах уншăн сана чун-вартан!»
(Ваçлей Давыдов-Анатри, Чăваш халăх поэчĕ.)
ЧĔМПĔР ЧУЛĔ КАЛАÇАТЬ
«Чулсем калаçас пулсассăн…» тесе çыраççĕ писательсем час-часах.
В.И.Ленин çуралса ӳснĕ Чĕмпĕр хулинче вара чулсем çеç мар, кашни ватă йăмра, кашни кивĕ çурт, çулпуçăмăр пурăннă çĕрте кашни япала чĕлхеллĕ. Вĕсем хулана килекен пур хăнана та Ильич ачалăхĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартаççĕ, мĕншĕн тесен ăна хăйне лайăх астăваççĕ. Çавăнпа хаклă та вĕсем пире. Ахальтен мар ку тĕлĕнмелле тăрăха тĕнчери тĕрлĕ чĕлхеллĕ, тĕрлĕ ӳтлĕ çынсем туртăнаççĕ – ваттисем те, пĕчĕккисем те, вăйпиттисем те, яшшисем те.
Эпир, Ильич ентешĕсем, хамăр çак тăрăхра çуралса ӳснĕшĕн чĕререн савăнатпăр. Аякран е çывăхран килекен хăнасене тараватлăн кĕтсе илетпĕр. Вĕсене Ильич ячĕпе çыхăннă вырăнсемпе хапăлласах паллаштаратпăр», - тесе çырать Анатолий Юман 1975 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Чĕмпĕр чулĕ калаçать» поэмăн умсăмахĕнче.
Кĕнекене çаплах «Çĕнĕ çĕрте», «Шухăш» тата «Этем тусĕ» поэмăсем те кĕнĕ.
Туслăх, юлташлăх, пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшма тăрăшни… Çак пĕлтерĕшсем Анатолий Юманăн кашни хайлавĕнчех палăрса тăраççĕ. Автор хăйне яланах ĕç лашипе танлаштарать. Çак танлаштару «Этем тусĕ» поэмăра та палăрать:
«…Раççейĕн чысĕ – улăп-Гоголь
Сана курсассăн пĕрреччен
Çырса хăварнă питĕ шукăль
Хĕм тройкăпа Раççей çинчен.
Умра ыр-сыв курать ман куçăм
Лев Толстоя йĕнер çинче.
Çапла çӳренĕ вăл, асамçă,
Çак çут тĕнче ытамĕнче.
Мухтав сана, лаша! Аван-и,
Этемшĕн ĕмĕр пурăн сыв!
Мухтав, ыр лашаран пуçланнă
Ракетăллă Тăван çĕршыв!»
Пĕррехинче Анатолий Юмана Чăваш кĕнеке издательствине Валем Ахун чĕнсе илет. Вăл ентешĕмĕре издательствăра ĕçлеме сĕнет. Çак вăхăтра ентешĕмĕр «Пурнăç авăрĕ» сăвăлла романне уйрăм кĕнекен пичетлеме хатĕрленнĕ пулнă. Шупашкара куçсан хăйĕн тĕллевне пурнăçлама çăмăлтарах пулĕ тесе Валем Ахун сĕнĕвĕпе килĕшет. Ĕçрен тухсах Шупашкара çул тытать.
Чăваш кĕнеке издательствинче Анатолий Юман ĕçлемелле тенине илтсен Николай Дедушкин çыравçă-критик: «Вăл Геннадий Айхи тусĕ вĕт, мĕншĕн ĕçе илтĕр?» - тет Валем Ахуна.
Унччен Анатолий Юман Геннадий Айхин «Чĕрĕ тĕвĕ» сăвăсен кĕнекине тĕпчесе материал хатĕрленĕ пулнă. Ăна «Коммунизм ялавĕ» хаçата ярса панă. Лаврентий Таллеров çыру янă: «Айхи пирки кунта урăхла шухăшлаççĕ…»
Анатолий Юман 1978 çулта «Этем хăвачĕ» кĕнекине кăларнă чухне те шар курать: кĕнеке редакторĕ - Георгий Орлов - кĕнеке авторĕ "Айхи тусĕ" пулни çинчен "кирлĕ çĕре" пĕлтерсе хатĕр кĕнекене кастарать.
Çапла майпа Анатолий Юман хăй сисмесĕрех çыравçăсен хушшинчи элек авăрне çакланать. Поэтăн çӳçĕ эрне хушшинче кăвакарса каять.
Вăл ирĕксĕрех малтан ĕçленĕ вырăна таврăнса çанă тавăрса вăй хума тытăнать. Вăл хаçатра «Коммунизм çути» хаçатăн вулавăшĕ» рубрика уçса унта Геннадий Айхи, Митта Ваçлейĕ, Геннадий Юмарт, Владимир Садай, Леонид Маяксем, Юрий Петров, Альберт Канаш, Яков Рогачёв, Владимир Аптраман, Юрий Петров (Аксу), Анатолий Юман çырнă сăвă-калавсен 20 ытла пĕчĕк кĕнекине кăларса вулакансем патне илсе çитернĕ. Çак вăхăтра Чĕмпĕр тăрăхĕнче чăваш юхăмĕ вăйсăрланса пынă.
Анатолий Юманăн та пысăк пичетре уйрăм сăввисем çеç пичетленнĕ.
 
«Анатолий Фёдорович Ермилов-Юман – чăвашсен паллă поэчĕ, лирикăпа эпика шайĕнче çырнă сăвăсен темиçе кĕнеке авторĕ. Вăл Владимир Ильич Ленин çинчен, çулпуçăмăр чăваш халăхне пысăк тимлĕх уйăрни çинчен нумай произведени калăпланă».
(Юрий Сементер, Чăваш халăх поэчĕ.)
 
АНАТОЛИЙ ЮМАН – СССР ПИСАТЕЛĔСЕН ПĔРЛĔХĔН ЧЛЕНĔ
Никита Хрущев районсене пĕрлештерсен, вырăнти пуçлăхсем Ульяновскри хăтлă хваттерсене куçсан, уйрăм çынсем патĕнче хваттерте пурăннă Ермиловсен çемйи пушанса юлнă хваттере куçать. Аслă Нагаткин ялĕнче яланлăхах тымар ярать.
Анатолий Юман тĕлне ырă çынсем те тупăнса пынă. Халăх писателĕ тата Чăваш Писательсен пĕрлĕхĕн правленин çĕнĕ пуçлăхĕ Анатолий Емельянов хута кĕнипе 1983 çулта «опалăри» Анатолий Юмана тинех СССР Писательсен союзĕн членне илеççĕ.
Чăвашкассинчи И.Я.Яковлев шкулĕ паян та ĕçлет-ха. Вĕренекенсен йышĕ çеç чакса пырать. Сăлтавĕ – çамрăксем ялта ĕçлеме юласшăн мар.Колхоз тахçанах саланнă. Кунта ĕçлекен вĕрентӳçĕсене те хваттер кирлĕ мар. Вĕсем – вырăнтисем. Унчченхи Ермиловсем пурăннă хваттер стенисене сӳтсе класс пӳлĕмĕ тунă. Шкула газпа хутса ăшăтаççĕ. 1983 çулта шкул çуртне никĕсленĕ чăваш халăх просветительне И.Я.Яковлева чысласа асăну хăми уçнă. Унăн авторĕ – Анатолий Юман шăллĕпе пĕрле вĕреннĕ Георгий Кузнецов скульптор. 1983 çултанпа И.Я.Яковлев кунне ирттересси йăлана кĕнĕ.
Шкулта И.Я.Яковлев ятне вилĕмсĕрлетес енĕпе туса ирттернĕ ĕçсем пĕр тĕвĕпе çыхăннă. Кунта ун чухнехи шкул директорĕ пулнă М.М.Бикмендеевапа Анатолий Юманăн тӳпи пысăк пулнине палăртмалла. Ун чухне вĕсене ура хуракан этемккесем чылай пулнă. Ăна-кăна пăхмасăр вĕсем халăха çĕнĕ
уява пуçтарнă. Халăх та вĕсем майлă пулнă. СССР Писательсен союзĕн членĕ пулса тăрсан Анатолий Юман умĕнче пуç-лăхсен алăкĕсем уçăлма тытăннă. Вăл вĕсен кăмăлĕсене тупма пĕлнĕ. Пуçлăхсем хăнасем умĕнче хĕрелес мар тесе шкул çуртне юсаттарнă, çулсене тирпейленĕ. Журналист пулнă май Анатолий Юман районти тата облаçри хаçатсенче çак уява «И.Я.Яковлев кунĕ» тесе пусса палăртнă.
1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин аслă Канашĕ Чăваш чĕлхи кунне ирттерессине йăлана кĕртес тĕлĕшпе ятарласа постановлени йышăннă. Çапла майпа Чăваш кассинче И.Я.Яковлев кунĕ халăх пултарулăх авăрĕнчен
вăй илсе Чăваш чĕлхи кунĕ таран çĕкленмелли никĕс пулса тăрать.
Çак тапхăрта Анатолий Юманăн «Çăлкуç сăпки» сăвăсен пуххин пĕрремĕшпе иккĕмĕш кĕнеки кун çути курать (1982,1983), 1986 çулта «Капкăн» вулавăшĕнче «Ăшхыптармăшсем» ятпа шӳтле сăвăсемпе калавсем пичетленсе тухаççĕ, 1988 çулта Чăваш кĕнеке издательстви «Çунатсем» (сăвăсемпе поэмăсем) кĕнеке кăларать, 1992 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче – «Чĕре çĕввисем» (сăвăсемпе поэмăсем), «Чĕмпĕр кĕнеки» издательствăра «Синий след» (сăвăсемпе поэмăсем) кĕнекесем кун çути кураççĕ.
Анатолий Юман вырăс писателĕсемпе ăнăçлăн ĕçлет. Тĕслĕхрен, “Синий след» кĕнекери сăвăсене Л.Бурдин, В.Дворянскова, Е.Дунской, Л.Алексеева, А.Мердеев, П.Маштаков, Г.Медведовский чăвашларан вырăсла куçарнă. Вĕсенчен пĕри – Лев Бурдин – акă мĕнле хак парать Анатолий Юман пултарулăхне. «А.Юман сăввисем ансат, çав вăхăтрах вĕсенче пурнăç тути-масине тӳссе курнă çын шухăшĕ тапса тăрать, çавăнпа тыткăна илеççĕ те вĕсем. Некрасов кĕвви те палăрать вĕсенче. Çав вăхăтрах автор К.Иванов, Çеçпĕл Мишши, каярах
П.Хусанкайпа Ухсай Яккăвĕ тата ытти чăваш поэзийĕн никĕсне хывнă унăн ăстисен ырă йăли-йĕркине тытса пырать.
Пĕтĕмĕшле илсен, шухăша яракан тарăн поэзи, унта авторĕ тăван халăхне юратни туллин палăрса тăрать, çакă йăлтах тăван тымартан килет тейĕттĕм эпĕ. Автор сăввисем интернационаллă, халăхсем ку чухне пĕр-пĕринпе вăрçăшса та сапаланса пурăннă тапхăрта çакă уйрăмах пĕлте-рĕшлĕ. Анатолий Юман пултарулăхĕнче этемлĕхĕн ыранхи кунĕшĕн чĕререн пăшăрханни туллин палăрса тăрать».
«Анатолий Юманăн пулта рулăхĕ мĕнпе илĕртет-ха?
Чи малтанах – поэмисен хăйнеевĕр калăпланăвĕ. Поэт ĕмĕрсен авăрне чăмса хăй халăхĕн историне туртса кăларать. Историре тупнă символсем ăна пурнăçа хальхи самана призми витĕр кăларма пулăшаççĕ. Пурнăç опычĕ, поэтăн тарăн тавракурăмĕ, тĕнче классикине, тăванла халăхсен литературине тĕплĕн пĕлни автора хайлавĕсенчи сăнарсене тĕрĕссĕн çутатса пама пулăшаççĕ».
(Алексей Воробьёв, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш комсомол премийĕн лауреачĕ.)
 
ПЫСĂК СИНКЕРЛĔ, АНЧАХ ПЫСĂК ĂНĂÇУЛЛĂ КУН-ÇУЛ ТАПХĂРĔ
Сакăрвуннăмĕш çулсен вĕ-çĕнче наци политикинчи чĕрĕлӳ вăй илме пуçлать.
1988 çулхи çурла уйăхĕн ĕçлĕ кунĕнче Анатолий Юмана КПСС райкомне шăнкăравласа чĕнтереççĕ. Хыпарĕ, чăнах та, тӳрремĕнех ăна пырса тивекенни. Халăх депутачĕсен Ульяновск облаçĕнчи ĕç тăвакан комитечĕ çумĕнче наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси туса хунă. Унта ăна та кĕртнĕ. Комиссин малтанхи ларăвĕ 1988 çулхи авăнăн 13-мĕшĕнче иртмелле.
Чĕннĕ вăхăта Анатолий Юман пырса çитет те хăнасене йышăнакан яваплă çын сĕтелĕ патне пырса тăрать.Сĕтел çинче комисси членĕсен списокĕ выртать. Председателĕ – Чартаклă КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Д.И.Шарипов (тутар). Унăн çумĕ – область ĕçтăвкомĕн председателĕн çумĕ Ю.А.Ромбовский (вырăс). Секретарĕ – Ульяновск хула ĕçтăвкомĕн секретарĕ А.А.Князева (вырăс).
Анатолий Фёдорович Юман – Чăнлă районĕн чăваш поэчĕ – списокра вунпиллĕкмĕш.
Кунтах комиссийĕн 1988 çулхи авăн-раштав уйăхĕсен ĕç планĕ те пур.
Тутарсем хăйсен пуçарулăх ушкăнне «Туган тел» тесе ят панă, чăвашсем – «Тăван чĕлхе». Чăвашсен ушкăнне Çинкĕл районĕнчи Ялавăр чăвашĕ, вăрçă умĕн тата вăрçă хыççăн Чăнлă районĕнчи чăвашла райхаçат редакторĕ пулнă И.С.Кирюшкин ертсе пырать.
Кирлĕ хутсене хатĕрлесе çитернĕ хыççăн комисси ятĕнчен телевиденипе радиокомитет председателĕ Ю.Н.Гражданцев икĕ-виçĕ хут Мускава кайса килет. Кĕçех яваплă çын тутар тата чăваш чĕлхисемпе телестуди уçма ирĕк паракан документсемпе таврăнать.
СССР Патшалăх телерадиовещани комитечĕ 1988 çулта юпа уйăхĕнче Ульяновскри телерадиокомитетра тутарла тата чăвашла кăларăмсен редакцийĕсене йĕркелеме йышăнать.
Облаçри чăвашсен хаçатне кăларма та ирĕк параççĕ. И.Я.Яковлев обществин правленийĕн черетлĕ ларăвĕнче хаçатăн тĕп редакторĕ çинчен сăмах çĕклеççĕ. Чи малтан Анатолий Юман ятне асăнаççĕ. Вăл ку сĕнӳпе килĕшмест. Кадрсем пухса вĕсемпе ĕçлесси, хуçалăх ĕçĕсене йĕркелесе пырасси, укçа-тенкĕпе çыхăннă операцисене пурнăçласа-тĕрĕслес е тăрасси унăн ĕçĕ маррине ăнланса илет. Редактор çумĕ пулма вара сăмах парать. Çырав ĕçĕсемпе аппаланасси – унăн тĕп тĕллевĕ тесе ăнлантарать.
Редактор ĕçĕсене пурнăçлама Чăнлă районĕнчи вырăс хаçатĕнче вăй хуракан В.Ф.Ромашкина шанаççĕ.
Хаçат ятне И.С.Кирюшкин сĕннипе - «Канаш» тесе çирĕплетеççĕ.
Унăн пĕрремĕш номерĕ 1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухать. Вăл облаçри чăвашсен чăннипех те юратнă хаçачĕ пулса тăрать. Çамрăк талантсене ӳсме пулăшать. Унăн журналисчĕсенчен нумайăшĕ Писательсен союзĕн членĕсем пулса тăраççĕ. Вĕсен вĕрентекенĕ, паллах, журналистика, поэзипе проза Шурсухалĕ Анатолий Юман пулса тăрать.
Çак тапхăрта Анатолий Юманăн «И.Я.Яковлев ячĕллĕ…» кĕнеки пичетленсе тухать (1988). Вăл унта Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен культурăпа çутĕç обществи йĕркеленсе кайни, унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса кăтартать. Кĕнеке облаçра тĕпленсе пурăнакан чăвашсен культурипе авалхи йăли-йĕркисене çĕнĕрен чĕртсе аталантарас ĕçре паха вырăн йышăнать. Кĕнекене çаплах обществăн хастар членĕсем çинчен çырнă очерксем те кĕнĕ.
Темиçе çул маларах – 1994 çулта – Анатолий Юманăн «Суйласа илнисем» кĕнеки (сăвăсем, поэмăсем, сăвăлла роман) пичетленет. Умсăмахне Чăваш халăх поэчĕ Ваçлей Давыдов-Анатри çырнă: «Анатолий Юмана эпир Чĕмпĕр поэчĕ тетпĕр. Анчах ку вăл унăн тавракурăмĕ ансăрланса ларнине пĕлтермест. Пачах урăхла, чĕре витĕр тухнă вырăнти пулăмсем ăна тĕнчепе этем кун-çулне чăваш чунĕпе ăнланса илме май параççĕ. Поэтăн çĕнĕ кĕнекинчи хайлавсене те шăп та шай автор этем пурнăçĕ çине кун-çул тӳпинчен тӳрĕ те çивĕч сăввисемпе поэмисенче, уйрăмах сăвăлла романĕнче, туллин туйса илетпĕр. Вĕсенче автор пултарулăхĕ çĕнĕ енчен палăрать», - тесе палăртать Чăваш халăх поэчĕ.
2002 çулта Анатолий Юман «Паттăрлăх вăрттăнлăхĕ» очеркне уйрăм кĕнекен кăларса вулакансене парнелет. Вăл унта хăйĕн ентешĕн, виçĕ вăрçă участникĕн,Совет Союзĕн Геройĕн Егор Терентьевич Воробьёвăн кун-çулĕ çинчен тĕплĕн çырса кăтартать.
Çак çул Анатолий Юманшăн хăй пурнăçĕнчи чи синкерлĕ тапхăр пулса юлать: ака уйăхĕнче хĕрĕ Надежда, утă уйăхĕнче мăшăрĕ «ватă юманăн» тымарĕсене амантса хăвараççĕ, çут тĕнчерен уйрăлса ăна тăлăха хăвараççĕ.
«Пултăн манăн шанчăкăм-тĕрекĕм,
Чунупа та сăнупа хитре.
Эп – тĕпри юман,
эс – ман тирекĕм,
Кăра çил вĕрсен те – хӳтлĕхре.
 
Тав, çапла пулма пĕлнишĕн, арăм!
Эсĕ маншăн чи хитри – пĕрре.
Санăн умăнта ман пысăк парăм,
Пирĕн туслăх пытăр ĕмĕре!»
Çапла калăплать поэт мăшĕрĕнчен ĕмĕрлĕхех уйрăлнă хыççăн çырнă «Арăм» сăввинче.
Çырав ĕçĕн авăрне тĕппипех путса çеç поэт чăтма çук пысăк хуйхă тыткăнĕнчен хăтăлса тухать.
 
«Çапах эп – оптимист. Пĕлетĕп уççăн: телей утравĕ пур! Унта ишсем!»
 
Анатолий Юман, Чĕмпĕр тăрăхĕн чăваш халăх поэчĕ,ЧĂН-ЧĂН ПОЭЗИ Ăсти
2003-2012 çулсем Анатолий Юманшăн çĕнĕрен чĕрĕлсе пур çыравçăсене те тĕлĕнтермелли, çырав ĕçĕнче тĕслĕх кăтартса хавхалантармалли тапхăр тенĕ пулăттăм.
«Вырăнти, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш литературипе поэзийĕ, «çунаттисем аманнă юланут» çинче ларса пыраççĕ пулин те ун çинчен ӳксе юласшăн мар, поэзи символне – Пегаса – йĕнерĕнчен вĕçертмесĕр пăхăнтарса малаллах аталанаççĕ. Ман ăс-тăнăмра паян хăнăхнине хирĕçлекен тĕлĕнмелле шухăш – парадокс – хуçаланать. Ăна вăратаканĕ – Раççей Писательсен тата Журналистсен союзĕсен членĕ, культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, облаçри журналистсен М.Ульянова ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш литературипе поэзийĕн Шурсухалĕ Анатолий Фёдорович Ермилов-Юман.
Мана вĕрентекенĕм тĕлĕнтермеллипе тĕлĕнтерчĕ. Вăл 2001-2003 çулсенче сонетсен ярăмне çырса хатĕрлерĕ. Юмахри пек пулса иртекен пулăм. Паллах, сонетсен ярăмĕн никĕсĕ – ЮРАТУ: «Поэзире эп ырă вăрлăх акнă, хытса ларман-ха манăн çепĕç сас. Çапах яш чух та каламан çунатлă сăмахсене хăйса епле калас?» - тесе çырать поэт. Хăйнă. Никамран вăтанмасăр хăйнă. Çитмĕл çул хушши сăпайлăх тыткăнĕнче пулнă туйăмĕсене ирĕке янă. Çамрăк ăрушăн, унăн малашлăхĕшĕн, пуласлăхĕшĕн. Ан тив, паянхи саманари яш-кĕрĕм асамлă юрату лирикин юхăмĕнче килентĕр, хăйне юраттарма, хăй те чăн-чăн таса, çылăхсăр юратупа юратма вĕрентĕр: «Çапла. Çут тĕнчере ырри те йышлă. Пур Юрату. Питех хитре сăмах. Пĕлтерĕшĕ те унăн питĕ ăшлă, телей сăмахпала çак пĕр танах», - тесе çырнăччĕ эпĕ Анатолий Юманăн 2003 çулта Ульяновскра кун çути курнă «Сонетсем» кĕнекин умсăмахĕнче.
Чунпа çамрăкланма хал çитернĕ ентешĕмĕр юрату лирикин тыткăнĕнче «Марине» (2005), «Сонетсем» (2005, иккĕмĕш çаврăм), «Сонетсем» (2007, виççĕмĕш çаврăм), «Сонеты» (2007, трилоги), «Марине» (2008, хушса çырнă çĕнĕ çаврăм, вырăсла), «Варти/Сокровенное» (2008, чăвашла-вырăсла) кĕнекесене икерчĕ пĕçернĕ пекех «пĕçерсе» кăларчĕ.
Анатолий Юман паллă чăваш композиторĕпе,Çеçпĕ л Мишши ячĕллĕ комсомол премийĕн лауреачĕпе Юрий Кудаковпа 2007 çулта «Ах, мĕн-ма-ши?..» тата 2011 çулта «Юрăсем» (кунта авторăн вырăсларан чăвашла куçарнă юррисем кĕнĕ) кĕнекесене юрлама кăмăллакансене парнелет.
Çак кĕнекесене кĕнĕ юрăсене чăвашсен паллă юрăçисем – Тамара Гурьевапа Зоя Лисицина, Валентина Смирновапа Валентина Двойнова, чăваш халăх артисчĕ Александр Орлов – хăйсен репертуарĕсене кĕртнĕ. Автор вырăнти композиторпа – Станислав Толстовпа – юрă калăпланă. Ăна чăваш тĕнчинче палăрма ĕлкĕрнĕ «Палнай» ушкăн шăрантарать.
2003 çулта Ульяновскра автор хăйĕн кун-çулне халăх ĕçне, И.Я.Яковлев просветитель еткерлĕхне аталантарас ĕçе халалланă çамрăк хĕрарăм шăпине çырса кăтартнă, поэт хăйĕн аслă хĕрĕн синкерлĕ шăпине тĕпе хурса çырнă поэма пичетленет.
Анатолий Юманăн 2008 çулта «Стихи разных лет», «Председатель», «Хамăр ялсем», 2009 çулта «Вăрçă ачисем», 2010 çулта «Ватă Юман шухăшĕ», «Сеять добро я стремился в стихах», 2011 çулта «Сокровенное», «Шăллăм», «Пчёлка», «Творчество Анатолия Чебанова» кĕнекисем вулакансем патне çитеççĕ.
2012 çулта автор «Ватлăхпа тĕл пулни» сăвăсен кĕнекине пичетлесе кăларать.
«Сонет кăна çыратăн теççĕ
Мана хăш-пĕр ĕçтешĕмсем.
Вĕсем урăххине кĕтеççĕ,
Пур манăн çĕнĕ сăвăсем.
 
: 1867, Хаçат: 36 (1180), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: