Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри хуçалăхсенче хĕрсех ĕççи пырать. Чăнлă районĕнчи «Волга» ял хуçалăх производство кооперативĕ тĕш-тырă-сене пуçтарса тирпейленĕ, халĕ – сенажра.
 
Хуçалăхри ĕç-хĕлпе тĕп агроном Алмаз Сайфутдинов паллаштарчĕ.
-Кăçалхи типĕ çанталăка пула эпир те сахал мар çухату тӳсрĕмĕр. 220 гектар çурхи тулă, 260 гектар кĕрхи тулă, 83 гектар сĕлĕ типсе хăрчĕ. Ӳсейнĕ лаптăксенчен гектартан вăтамран 18 центнер вырса илтĕмĕр. Кĕрхи тулă 14 центнер, çурхи 18, пăрçа 19,3, урпа 18,5 центнер тухăç пачĕ. 240 гектар урпаран çурри кăна вырма юрăхлă пулчĕ. Тухăçĕ начар – гектартан 6-7 центнер çеç. Патшалăх комиссийĕ эпĕ асăннă культурăсене вырма юрăхсăр тесе йышăнчĕ. Тăкак-сене саплаштарма шантараççĕ», – терĕ агроном пăшăрханарах.
Халĕ мĕнпур техника куккурус çинче – силос хатĕрленĕ çĕрте тăрăшать.
Кăçал çак сĕткен культурăна 330 гектар çинче акса хăварнă. Юнкун тĕлне 120 гектарне (2/3 пайне) вырса илнĕччĕ ĕнтĕ. Вунă кун хушшинче куккурус хирĕсем пушанмалла. Агроном сăмахĕпе, асăннă культура кăçал çӳллĕшĕпе те, сĕткенлĕхĕпе те начар мар ӳсрĕ.
Ку тĕле сенаж 59749 центнер, фураж 9 пин центнера яхăн хатĕрленĕ. Унсăр пуçне капансене утă-улăм çителĕклех типĕтсе купаланă.
«Выльăх апачĕ хатĕрлесе пĕтерсен чĕкĕнтĕр кăларма тытăнасшăн. Вăл 300 гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать. Кăçал эпир лизинг мелĕпе чĕкĕнтĕр кăларакан «Кляйне» çĕнĕ комбайн туянтăмăр. Унсăр пуçне МТЗ- 12-21 «Белорусь» трактор, «Дон 68-М» комбайн тата
чĕкĕнтĕр çулçине тасатакан РБМ машина. Вĕсене хута яман-ха. Заводран механизаторсене вĕрентме специалистсем килмелле. Авăнăн 8-мĕш тĕлнелле хире тухасшăн. Çанталăкĕ пулăшсан ку техникăпа ĕçе хăвăртрах вĕçлессе шанатпăр»,- тет Алмаз Фаридович.
Паллах, хирти тĕп геройсем – комбайнерсемпе механизаторсем. Агроном чи тăрăшуллисен хушамачĕсене асăнса хăварчĕ. Комбайнерсенчен – Константин Тушкин, Николай Головин, Николай Щербаков. Комбайнсен айĕнчен турттаракансенчен – Игорь Иванов, Сергей Еграшкин, Марсель Матросов палăрнă.
Силос хатĕрленĕ çĕрте – Пётр Тимошкин, Динар Фахутдинов, Яхъя Амиров. Ешĕл курăка турттарас ĕçре – Игорь Иванов, Асхат Заббаров, Сергей Еграшкин, Рамис Хусаинов малта.
Мĕнпур машина пысăк виçе витĕр тухать. Ку ĕçе икĕ сменăпа Валентина Еграшкина тата Марина Тимошкина пурнăçласа тăраççĕ, хуçалăх правленине куллен отчёт параççĕ.
Пушаннă хирсенче те ĕç хĕрсе пырать. Мĕнпурĕ 600 гектар акма палăртнă пулсан 300 гектарне
акнă ĕнтĕ. Сухара Марат Валеев, Георгий Фролов, Константин Тушкин вăй хураççĕ. Кĕрхи акара ДТ-75 тракторпа Виктор Зятько, МТЗ-12-21 тракторпа Ильдус Насыров тăрăшса ĕçлеççĕ.
Механизаторсем апата столовая çӳресе вăхăта ирттермеççĕ, кунне икĕ хутчен хире вĕри апата Анатолий Маханцов УАЗ машинипе илсе пырать. Пĕçерсе-хатĕрлесе тăраканĕсем – Венера Алиуллова, Наталия Тушкина, Зоя Маханцова.
«Волга» хуçалăх районта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те малтисен шутĕнче пырать. Кунта 1100 пуç шултра мăйракаллă выльăх, вĕсенчен 500 – сăвакан ĕне, 700 пуç – сурăх, 50- лаша.
Кашасем мĕнпур енĕпе яваплăха туйса ĕçлеççĕ.
 
 
Каша ялĕ.
 
 
 
: 1049, Хаçат: 36 (1180), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: