Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Липки ялĕнчи «Симбирский сад» хуçалăхра Пётр Ильич Портнов тĕп механик та, тракторист та хăех. Нумаях пулмасть туяннă Германи тракторне никама та шанса памасть вăл. Тĕрĕссипе, ĕçлекенсем çителĕксĕр. Калăпăшĕпе пĕчĕк универ-
сал-тракторпа садра çĕре кăпкалатать, йывăçсене им-çам сапать. Утă вăхăтĕнче – утă çулса тюк тăвать.
Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ӳснĕ Пётр Портнов. Аттестат илсен Ульяновскри ял хуçалăх академине вĕренме кĕрет. Студент вăхăтĕнче Учхозра комбайнпа тырă вырать, юсав ĕçне те хăйсемех пурнăçлаççĕ вĕренекенсем. Вăл вăхăтри çĕнĕ ДОН-1500 комбайнпа ĕçлеме хăнăхать. Çак практика ăна 1992 çулта инженер-механик
дипломне илсен Ульяновск районĕнчи «Приволжский» совхозра ĕçлеме тытăнсан питĕ кирлĕ пулать. Çамрăк специалиста тӳрех трактор паркĕн заведующине лартаççĕ.
- Совхоз пысăкчĕ, 25-30 трактор, 20 ытла комбайн, ĕççи вăхăтĕнче кирлĕ пур агрегат ман алăраччĕ. Çынсемпе (40-ĕн ĕçлетчĕç) пĕр чĕлхе хăвăрт
тупрăм. ДОН-1500 комбайн туянчĕç, ĕçлеме пĕлекен çук. Вĕрентрĕм. Вăл вăхăтра чи йывăрри – саппас пайĕсем тупассиччĕ. Юрать, пирĕн тĕп инженерăн А.И. Костюновăн таçта та паллакансем пурччĕ – мана склада кĕртсе яратчĕç те мĕн кирлине тупса тухаттăм. Çапла çураки, вырма вăхăтĕнче трактор-комбайн çĕмĕрĕлсе тăман, - аса илет Пётр Ильич.
Пултаруллă çамрăка совхоз ертӳçи кĕçех управляющие куçарать. Ĕç картлашкипе хăпарнă май яваплăх та ӳсет. Унăн трактор паркне кăна мар, садра ĕçлекен бригадăсене те, тыр-пул ӳстерекенсене те, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене те ертсе пыма тивет. Анчах хуçалăх саланса пырать. 1994 çулта Пётр Портнов милицие ĕçлеме куçать. Салтакра десант бригадинче пулнăскере, спортсмена кунта хапăлласах йышăнаççĕ. Çĕнĕ Ульяновскри ОБХСС уйрăмĕн оперуполномочийĕнче , 2000-2011 çулсенче Çĕнĕ Ульяновскри 2-мĕш юсантару колонийĕнче хуçалăх уйрăмĕн пуçлăхĕнче вăй хурать вăл.
-Пурнăç темле те çаврăнса килет, çынна таçта та ĕçлеме тӳр килет. Эпĕ те çаплах – трактор юсанă, çăкăр ӳстернĕ, сутуçăсемпе лавккасене тĕрĕсленĕ, йывăр преступлени тунăшăн çирĕп йĕркеллĕ колонире лекнисене çитернĕ, тумлантарнă. Ман вăхăтра сахăрне, çăвне завода кайса тиени те пĕрре кăна пулман. Айăпланă çынсене çитерме апат-çимĕçе «тупмалла» пулнă. Колонире ĕçлесе курни маншăн – пурнăçри пысăк урок. Кунта çынпа калаçма, кашнинпе пĕр чĕлхе
тупма, çынна мĕнле калаçнипе мар, куçран пăхса ăнланма вĕренетĕн. Унтан «тӳрленсе» тухнисене ăнсăртран тĕл пулсан таçтанах сывлăх сунаççĕ. Хăшĕсем шăнкăравласа хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа параççĕ, - пытармасăр каласа парать вăл.
2011 çулхи раштав уйăхĕнче çулĕпе мар, службине пула тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт
çитсен Пётр Ильич пĕр иккĕленмесĕр рапорт çырать. Хĕрĕх виçĕ çулхи çамрăк пенсионер тинех тулли пурнăçпа пурăнма пуçлать. Вăхăт çителĕклĕ, ниçта васкамалла мар пек. Мăшăрĕпе икĕ юратнă хĕрĕ те савăнаççĕ, тинех ашшĕ яланах вĕсемпе юнашар. Анчах юратнă ĕçĕ Пётр Ильича илĕртет. Вăл унчченхи «Приволжский» совхоз саланнине пула икĕ çул каялла йĕркеленнĕ «Симбирский сад» хуçалăха килет. Хаваспах йышăнаççĕ ăна кунта. Вăл кунта тĕп механик та, тракторист та, кирлĕ пулсан – комбайнёр, пахчаçă, платник…
 
Ульяновск районĕ.
 
: 965, Хаçат: 36 (1180), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: