Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ умĕн Чăнлă районĕнчи Кунтикав шкулĕнче сăрă шăрши те сĕвĕрĕлсе пĕтменччĕ-ха.
Шкул ертӳçи Валерий Пиколов мана кĕç-вĕç
ача-пăча сассипе тулакан классене кăтартрĕ. Партăсемпе урайĕсене пĕветнĕ, чӳречисем тап-таса.
-Кăçал парта хушшине мĕнпурĕ 86 ача лармалла. Унсăр пуçне шкул çумĕнчи ача садĕнче 18 ача. Пĕрремĕш класа 9 ача килмелле. Пĕлтĕр тăваттă çеç пулнă.
Май уйăхĕнче 11-мĕш класран 5 ача вĕренсе тухрĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ – Светлана Александрова, Анастасия Сидорова тата Александр Калашников аслă вĕренӳ заведенисене вĕренме кĕчĕç. Ыттисем – техникумсене.
Кăçал эпир физика кабинетне çĕнетме 54 пин тенкĕ
грант çĕнсе илтĕмĕр. Унпа хальхи вăхăтри демонстраци сĕтелĕ (унта раковина та, розетка та пур), доска тата опытсем ирттермелли приборсем туянтăмăр.
Иртнĕ çул шкула çĕнетме 265 тенкĕ грант илнĕччĕ. Ку укçапа шкулти «Сывлăх центрне» пуянлатрăмăр тата информатика пӳлĕмне компьютерсем туянса лартрăмăр. Халĕ кунта 7-11-мĕш класс ачисемпе уроксем ирттерме питĕ меллĕ пӳлĕм пулса тăчĕ,- терĕ вăл информатика класĕпе паллаштарса.
Эпир халĕ облаçри «Чи лайăх шкул картишĕ» конкурса хутшăнма заявка патăмăр. Пирĕн районтан Чăнлă посёлокĕнчи тата Аслă Нагаткинри ача сачĕсем хутшăнма кăмăл тунă. Комисси килсе пăхса кайрĕ ĕнтĕ. Пĕтĕмлетĕвĕ юпа уйăхĕнче пулать,- каласа парать Валерий Юрьевич.
Шкулти юсав ĕçĕсене ашшĕ-амăш тата ĕç ушкăнĕ вăйĕпе тунă: урайсемпе партăсене пĕветнĕ, урам енчен гудронпа сăтăрса тухнă, никĕсне çирĕплетнĕ.
Шкулта вĕрентӳçĕсем çителĕклĕ. Чăваш чĕлхи предмечĕ пирки сăмах хускатсан вăл çапла хуравларĕ:
-Чĕлхемĕре вĕрентекен Наталья Сидорова хальлĕхе пĕчĕк ачипе ларать. Предмета пуçламăш классене вĕрентекенсем (иккĕн) илсе пыраççĕ.
Килес çул Кунтикав ялĕ 100 тултарнине уявлама хатĕрленет. Директор каланă тăрăх, ял историйĕпе, паллă çыннисемпе çыхăннă уроксене çулталăкĕпех ирттереççĕ. Çитес çул мĕнпур чăвашшăн тепĕр паллă çул—Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитет. Шкул ачисен вăйĕпе стендсем хатĕрлеме, мероприятисем ирттерме палăртнă.
 
 
 
: 1007, Хаçат: 36 (1180), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: