Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(«Хамăн пурнăçа спортпа тĕвĕлесе çыхма пулăшнă çынсене аса илни» ярăмран)
 
Тăван шкул алăкĕнчен васкамасăр утса кĕрет вăл, яланхилле директор пӳлĕмнемар спортзал еннелле — Сывлăх центрне утать. Унта юратнă вĕрентӳçе харсăр та хăюллă ачасем кĕтеççĕ.
 
Вун тăхăр çул хушши Кунтикав ялĕн вăтам шкул директорĕ пулса ĕçленĕ хушăра куллен хăй ертсе пыракан пĕлӳ çурчĕ, коллектив, ачасем, йĕркелӳ ĕçĕсем тата ытти çинчен шутлама тивнĕ ăна, облаçри чăвашлăх аталанăвĕнче хăйĕн йĕрне хăварма ĕлкĕрнĕ ертӳçе, вĕрентӳçе, Раççейри педагогика ĕçĕн ветеранне – сумлă та тӳрĕ кăмăллă Н.И.Казакова. Спорт ĕçĕпе çыхăннă вăрттăн ĕмĕчĕсене кăна вăхăтлăха тарăн арчана пытарма тивнĕ. Вăхăт çитейменрен, ялан васканăран. Тăван шкулшăн ăшталансах икĕ теçеткене яхăн çул иртсе кайнă. Пĕр самант евĕр. Паян Николай Иванович шкулти физкультура вĕрентӳçин тивĕçĕсене пурнăçлать. Тинех унăн мехелĕ çитнĕ темелле – вĕрентӳçĕ тăван шкул никĕсĕнче Сывлăх центрне йĕркеленĕ, выляса илнĕ грант укçипе тренажерсем туяннă. Çулла та, хĕлле те шкул ачисен, спортсменсен сывлăхне çирĕплĕтме майсем пур кунта. Вĕренекенĕсем çаврăнăçуллăрах, вăр-вар пулччăр тесе вĕрентӳçĕ вĕсене тата çут çанталăка илсе тухать, тĕрлĕ спорт тĕсĕсене аталантарассишĕн тăрăшать.
Авăнăн 5-мĕшĕнче 55 çул тултарать Николай Иванович, çак куна ниçта та мар – шăп шкул спортзалĕнче урокра харсăр ачасем хушшинче паллă тăвать. Будённовкăра нумай ачаллă çемьере çуралнă Николай Казаков. Шучĕпе – вуннăмĕш. Ача-амăшĕ геройпа ашшĕ, Мария Максимовнăпа Иван Иванович, шăпăрланĕсене чунĕсенчен юратнă.
«Эпĕ çуралнă кун çанталăкĕ паянхи пек уяр та хĕвеллĕ пулнине каласа паратчĕ аппа, мана анне килтех çуратнă, аслисем шкултан килнĕ çĕре çуртра "çĕнĕ кайăк" сасси палăрмаллах илтĕнсе тăнă, эпĕ çут тĕнчене илемлĕ кĕр кунĕнче килнĕ»,-тет вăл.
Ун чухне Будённовкăра пуçламăш шкул ĕçленĕ-ха. Икĕ класне Николай Казаков тăван ялтах вĕренет. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ Каша ял хĕрарăмĕ Елена Даниловна Юманова пулнă. Виççĕмĕш класа Кунтикаври сакăр çул вĕренмелли шкула килнĕ, 9-10 классене – Тутар Кашинчи вăтам шкулта пĕлӳ илнĕ.
Ачалăхри аслă тусĕ Анатолий Портнов ялти вĕтĕр-шакăра спорта туслаштарнине хавхаланса каласа парать юбиляр. «Анатолий пире футболла, волейболла выляма хăнăхтарчĕ,- тет Николай Иванович. - Кĕçĕннисем патне тĕлĕнмелле майпа, кăсăклантаракан вăйăсем урлă пыма пĕлетчĕ каччă. Пире пура çине чупса хăпарма вĕрентекенĕ те вăлах. Чи çӳле канихвет е пĕремĕк хуратчĕ. Кам улăхса çитеет — парнене тивĕçет. Будённовкăран инçе мар чукун çул иртет, пире çавăнта çитиччен куллен чуптаратчĕ Анатолий Николаевич. Чăнах та çитнине çирĕплетме унта ӳсекен акаци йывăççин туратне илсе килмеллеччĕ. Халĕ — ентешĕм йĕлтĕрпе чупассипе спорт маçтăрĕ, Ульяновскри патшалăх университечĕн преподавателĕ».
Николай Казакова пурнăç хăй физкультурăпа тата спортпа çыхăнтарма тĕв тунă тейĕн. Яш Кунтикаври сакăр çул вĕренмелли шкулта ăслăлăх чулне кăшланă чухне вĕсене хăйĕн ĕçне чунĕнчен парăннă, юратакан çын Николай Александрович Клопков вĕрентнĕ. Ир-ирех тата уроксем хыççăн каллех ун патне тренировкăна васканă Кунтикав, Буденновка ачисем. Ирхине 7 сехетре футболла вылясси йĕркеллĕ пулăм шутланнă. Хĕлле хĕп-хĕрлĕ сăн-питлĕ, сывă, тĕреклĕ ачасем каток тунă, çулла та, хĕлле те мечĕк хыççăн чупнă. Тутар Кашинче аслă  классенче вăтам пĕлӳ илнĕ хушăра вара яшсемпе пикесене Геннадий Фёдорович Ванюшин спорт ăсталăхне вĕрентнĕ. Ăна та ырă сăмахсемпе аса илет Н.И.Казаков.
—Улттăмĕш-çиччĕмĕш классенче иккĕмĕш сыпăкри тетепе Юрий Казаковпа иксĕмĕр те физкультура учителĕ пулатпăрах тесе тупа тунине паянхи пек астăватăп,-тет Николай Иванович.-Çак сăмахсене эпир, çилçунатлă хастарсем, пулассине пĕлсех каланă. Шăпа манпа пăртак выляса илчĕ пулин те. Эпĕ тăхăр класс хыççăн атте тархасланипе Пăвари ветеринари техникумне кайса кĕтĕм. Николай Сергеевич Давыдов текен вĕрентӳçĕ ман пата пычĕ те пĕр кунхине: «Эсĕ питĕ пултаруллăскер, анчах та куçунта хĕлхем курмастăп, тен, сан физкультура вĕрентекенне Теччĕри педагогика училищине кайма кăмăл пур,»- терĕ пулăшма шантарса. Çак сăмахсем хыççăн эпĕ çĕнĕрен шкула вăтам пĕлӳ илме таврăнтăм. Кайран – Ульяновскри педагогика университечĕн физкультура факультетне çăмăллăнах кĕтĕм. Маларахри курссенче футбол-хоккей специализацисем маншăн пĕлте-рĕшлĕччĕ. Штанга йăтассипе кăсăкланма сĕнчĕç вĕрентӳçĕсем, эп ирĕклĕ кĕрешĕве суйласа илтĕм. Нумай ăмăртăва хутшăннă пилĕк çул хушшинче. Аслă пĕлӳ илсен çара каясшăнччĕ, ял районĕнчен тесе илмерĕç. Çавăнтанпа ăраскалăм Кунтикав ялĕпе таччăн çыхăнса тăрать.
Малтанласа – шкулти физкультура вĕрентекенĕ, директорăн воспитани енĕпе класс тата шкул тулашĕнчи ĕçĕсене илсе пыракан çумĕ, 1992 çултанпа (шкул 1990 çултанпа вăтам шутланать) – Кунтикаври вăтам шкул директорĕ.
—Çак хушăра та, унччен ахаль вĕрентекенте вăй хунă чухне те вĕçĕмсĕрех шанчăклă та тӳрĕ кăмăллă ватăсемпе – педагогика ĕçĕн ветеранĕсемпе тата яваплă та пуçаруллă çамрăксемпе ĕçлеме тӳр килчĕ мана. Çавăншăн ĕçтешĕмсене пысăк тав,-тет физкультурăпа спорт отличникĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ Н. И. Казаков шăпах вĕрентӳçĕсем унăн анлă тавракурăмлă, чи пысăк пу-лăшаканĕсем тата хавхалан-тараканĕсе м пулнине палăртса.
Николай Иванович ялта тата районта пулса иртекен обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă хăй вăхăтĕнче (халĕ те çаплах пултаруллă вăл), пилĕк çул ял пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, Ял кунĕсене ирттернĕ çĕрте ырми-канми тăрăшнă. Ульяновск облаçĕнчи чăваш юхăмĕн хастарĕ, ырă сăмаха тивĕçлĕ çынни те теме пулать Николай Иванович пирки. Кунтикав шкулĕн вĕренекенĕсем УОЧНКА, чăваш общественноçĕ тата ытти тытăмсем ирттерекен пур мероприятисене те хастар хутшăнатчĕç. «Сарпике», «Чăваш шăпчăкĕ», «Чăваш ачи, сассуна пар», «Путене» — уявсенчен И.Я. Яковлев мăнукĕсем çĕнтерӳçĕ пулса таврăнни пирки тăтăшах çыраттăмăр. Кунта, сăмахсăрах, чăваш халăхне çутта кăларнă Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн Халалне тытса пыракан Николай Казаковăн тӳпи пысăк. Ĕмĕчĕсем курăмлă, çутă ентешĕмĕрĕн. Вĕсене пурнăçлама кăмăлĕ çĕкленӳллĕ те хаваслă. Пурнăçлама тĕв тунисем çывăхрах. Николай Иванович, эпир, «Канаш» редакцийĕнче вăй хуракан ĕçченсем, сире хĕрӳллĕн саламлатпăр.
55 çул арçыншăн вăйпитти, нумайран та нумай ĕçлеме хистекен вăхăт. Малашнехи тĕллевĕрсем пурнăçланса пыччăр, сывлăхăр çирĕп пултăр. Çемйĕрте юрату, килĕшӳ хуçаланччăр. Юнашар шанчăклă юлташăрсем пулччăр.
 
 
Чăнлă районĕ,
Кунтикав ялĕ.
 
: 986, Хаçат: 36 (1180), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: