Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăлаткăпуç (Кивĕ Кăлаткă) — тутар районĕ, вĕсен шучĕ кунта 97 (!) процента çитет. (Сăмах май, кун пек тутарсем нумай пурăнакан район Тутарстанра та çук.) Çапах кунта пĕр чăваш ялĕ те пур – Чăваш Кăлаткă. Унти шкулта маларах чăваш чĕлхи предмечĕ пулман. 20 çул каялла яла Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăн Е.В.Васильева вĕрентӳçĕ килсе ку ĕçе чĕртсе ячĕ. Питĕ хастар ĕçлерĕ вăл: уроксем ертсе пынисĕр пуçне кружок йĕркелерĕ, ялти культура пурнăçне чылай çĕнетрĕ, аталантарчĕ. Ун ачисем область конкурсĕсене те яланах хутшăнатчĕç. Пирĕн редакципе те тачă çыхăну тытатчĕ вăл, шкул пурнăçĕ çинчен хыпарсем пĕлтерсе тăратчĕ, сăвă-калав çыратчĕ. Чи кирли вара çакă: ун тĕслĕхĕпе хăйĕн вĕренекенĕсем тăван чĕлхене хаклама пуçларĕç, Ульяновск патшалăх педуниверситетĕнчи наци уйрăмне вĕренме кĕчĕç, чăваш чĕлхипе литературин препо-давателĕсем пулса тăчĕç. Светлана Васильева пĕр вăхăт кунти шкулта та ĕçлерĕ. Шел, халĕ вăл ялтан тухса кайнă, хулара пурăнать. Тата икĕ хĕрĕн шăпи те çапларах килсе тухнă – хула çыннисем пулса тăнă. Елена Всеволодовнан та икĕ çул каялла çемье сăлтавĕсене пула ку тăрăхран кайма тӳрĕ килнĕ. Халĕ вăл тăван ялĕнче – Чăваш Республикинчи Канаш районĕнчи Янкăльчра – пурăнать, шкулта вĕрентет.
Чăваш Кăлаткăра тата Бахтеевкăра (унта тутарсем пурăнаççĕ) ачасем сахаллипе тăватă çул каялла вăтам шкултан 9 çуллă шкул тунă, шкул çурчĕн виççĕмĕш хутне хупсах хунă. Халĕ шкулта 55 ача вĕренет, вĕсенчен 30-шĕ чăваш.
Чăваш чĕлхипе литературин предмечĕсене халĕ химипе биологи вĕрентӳçи Валентина Васильевна Черкасова ертсе пырать. Кăçал шкула тăватă ача пынă, вĕсем хушшинче чăвашсем çук. Чăваш чĕлхине тата литературине 2-7-мĕш классенче эрнере кашнине пĕрер урок вĕрентеççĕ, 8-9-мĕш классенче чĕлхе валли 2 сехет панă, литературăна – 1. Кружок çук. Шкул директорĕн çумĕ Марина Васильевна Николаева каланă тăрăх, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме учебниксем çитмеççĕ. Района саккас панă, анчах усси пулман. Кĕнекесĕр паха пĕлӳ пама май çук – ăна пурте пĕлеççĕ.
Облаçри чи аякри чăваш ялĕнче тăван чĕлхе сӳнсе ан лартăр тесен пирĕн ентешсене вăхăта тăсмасăр паянах кирлĕ пулăшу памалла.
 
 
Кăлаткăпуç районĕ.
 
 
: 850, Хаçат: 36 (1180), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: