Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш алфавичĕ тăрăх йĕркелесе çырнă хăш-пĕр арçын тата хĕрарăм ячĕсен пуххи – ятсен чăвашлăхпа çыхăннă историйĕ. Ачасем, эсир те çакăн евĕр ятсемпе çыхăннă словарьсем тума пултаратăр. Çак пухăра çук ятсемпе тунă словарьсене «Шăпăрлана» ярса парăр. Паллах, кашни ят ăçтан пулса кайнине, мĕне пĕлтернине çырса кăтартмалла пулать. Ку ĕç 2011-2012 вĕренӳ çулĕнче пурнăçламалли пулĕ. Çĕнтерӳçĕсене тупса палăртăпăр, вĕсене хавхалантармалли майсем тупăпăр.
 
Алапит – авалхи чăвашлăхран юлнă ят: ала + пит = Алапит. С. Эльгер поэминчи арçын сăнарĕ.
Айпике – авалхи чăвашлăхран юлнă ят. Вăл – «Уйăх хĕрĕ» тенине пĕлтерет. Ай (уйăх) + пике (хĕр) = Уйăхпи. Н.Ыдарай «Айпике» ятлă пьеса-юмахра ку сăмах пулăмне урăхларах ăнлантарать: Ватăсем ачаллă пулсан «Ай, пике» (Ай, хĕрĕм!) тесе каланăран çавăн пек ят пулса кайнă тет.
Богдан – вырăсларан кĕнĕ ят. Бог (Турă) + дан (панă) = Богдан. Чăвашла тĕслĕх: Турă + кайăк = Туркай (Турă ачи).
Божена – славянсем хушшинче анлă сарăлнă ят. Чăвашла ăна Пӳлĕхпи теме пулать.
Варсун – Варсонофий сăмаха кĕскетсе чăвашлатнă ят. Варсонофий Михайлов писателе çапла чĕннĕ.
Велиме – авалхи чăвашлăхран упранса юлнă ят. Пĕлтерĕшĕ паллах мар. И. Саламбек çырнă драмăри хĕр сăнарĕ.
Геркуш – Геркулес тенине чăвашлатса куçарни. Геркулес – авалхи грек тата Рим мифĕсенчи герой.
Галина – грек чĕлхинчен кĕнĕ ят, «лăпкă» тенине пĕлтерет.Кĕскетсе Галка (чавка) теççĕ, хура куçлă пикесене питĕ килĕшет.
Данила (Даниил) – авалхи еврей сăмахĕнчен. Турă – ман тӳре тени пулать. Чăвашла икĕ тĕрлĕ те калаççĕ: Танле, Таниле.
Далила – араб чĕлхинчен кĕнĕ ят. «Астаракан», «илĕртекен» тенине пĕлтерет. Авалхи еврей чĕлхинче Далила «ачаш», «савăк» тенине пĕлтерет. Далила – Библири персонаж.
Евгени, Евгень – грек сăмахĕ, «ырă йăхран» тенине пĕлтерет. Чăваш чĕлхинче ытларах ачашлăх формипе усă кураççĕ: Женя – ар çын ячĕ, Женя – хĕр ячĕ. Эп те, эс те пĕр иккен: эс те Евгень, эп те Евгень.
Елиска – Елизавета ятăн чăвашла куçарăвĕ. Елизавета – авалхи еврейсен сăмахĕ, «ант туни», «тупа» тенине пĕлтерет.
Ёлочка – Çĕнĕ çул явĕ ячĕпе хунă ят. Юмахсенче усă курма вырăнлă.
Ёлочка – Чăрăшпи. Чиперех илтĕнеççĕ.
Ĕреçук – авалхи чăвашлăхран юлнă ят. Çак ят Резюков хушаматра упранса пурăнать. Н.Резюков – Ашмарин словарьне йĕркелесе кăларакан тĕпчеçĕ.
Ĕмпике – авалхи чăвашлăхран юлнă ят. Ĕмпӳ, патша е турхан арăмĕсене, мăшăрĕсене панă ят. Ятарлă ят пулма та пултарать. Ĕмпӳ + пике = Ĕмпике.
Жухрай – Н.Островский романĕнчи арçын сăнарĕ.
Жизель – авалхи француз чĕлхинче – газель. Надежда Павлова «Жизель» ролĕнче лайăх ташланă.
Закхей – авалхи еврей сăмахĕ. Библири персонаж, «айăпсăр» тенине пĕлтерет. Тепĕр версипе «Мытарь» тени пулать имĕш.
Зинуля – вырăсла сĕмлĕхпе Зинаидăна савса каланă ят. Зинаида грек чĕлхинчен кĕнĕ ят. Унта вăл «Зевс хĕрĕ» тенине пĕлтерет.
 
: 936, Хаçат: 35 (1127), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: