Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн облаçра сентябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 414,2 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ – 93,4 процент.
Пурĕ 607,5 пин тонна тĕш-тырă çапнă. Тухăç гектартан вăтамран 14,7 центнер.
Тухăçлăхпа Чăнлă тата Чартаклă районĕсем малта пыраççĕ – 17,2 центнер.
 
Сусăр ачасене манмалла мар
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр сусăр ачасене ӳстерекен çемьесен ассоциацийĕн «Мы вместе» анлă пухăвне хутшăннă. Димитровградри «Восход» канупа культура центрĕнче иртнĕ мероприятие 300 ытла çын хутшăннă.
Çакăнтах халăха социаллă хӳтлĕх паракан центрпа Пенси фончĕн уйрăмĕн, сусăрсен обществăлла организацийĕн специалисчĕсем консультацине, протезпа ортопеди изделийĕсен куравне йĕркеленĕ. Ачасене вылямалли площадкăсем те ĕçленĕ.
Анлă пухăвăн программипе килĕшӳллĕн Димитровградри ашшĕ-амăшĕн ассоциацийĕ, вырăнти муниципаллă пĕрлĕх, Димитровградри ыркăмăллăх ĕçне хутшăнакансем сусăрсен обществăлла организацине пулăшасси пирки виçĕ енлĕ килĕшӳ тунă.
Сергей Морозов çакăн пек мероприятисене кашни муниципаллă пĕрлĕхрех ирттерме сĕннĕ.
 
Андриян Николаева асăнса – чупу
Икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕн Хисеплĕ çынни Андриян Григорьевич Николаев космонавт-лётчик çуралнăранпа 83 çул çитнине халалласа Чăваш Енре “Космонавт çулĕпе» ятпа чупу иртнĕ.
Чупăва шкул ачисемпе студентсем, спорт ветеранĕсем тата ахаль çынсем хутшăннă. Вĕсен хушшинче Раççей тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕ, халĕ республикăри спорт шкулĕн директорĕ Алина Иванова, Олимп вăййисен бронза призёрĕ, «Новое поколение» пăр катокĕн пуçлăхĕ Владимир Андреев, Пĕтĕм тĕнче класлă спорт маçтăрĕсем Ирина Юманова тата Нина Охотникова.
Чупу Сĕнтĕрвăрри район центрĕнчен тытăнса Шуршăлта вĕçленнĕ.
Çĕнтерӳçĕсене хаклă парнесем тата дипломсем парса чысланă.
Çаплах Андриян Николаев ячĕпе тата Чăваш спорт прессин фестивальне – «Советская Чувашия» хаçатăн 74-мĕш çăмăл атлетика эстафетине ирттерĕç.
 
Хăнара — нимĕçсем
Ульяновск облаçĕнче Германи çĕршывĕн кунĕсем пыраççĕ.
Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Германи посолĕ Ульрих Бранденбург область кĕпĕрнаттăрĕпе Сергей Морозовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. ФРГ çĕршывĕпе Ульянвск облаçĕ хушшинчи малашнехи хутшăнусене сӳтсе явнă.
Сергей Морозов каланă тăрăх, Германипе пĕрле темиçе инвестици проекчĕ ĕçлет. Вăл шутра – автокомпонентсем туса кăларакан «Таката-Петри» завод. Хăнасем унта та çитсе курнă. Унсăр пуçне кĕпĕрнаттăр хута яма палăртнă проектсене асăнса хăварнă. Çитес çулсенче Ульяновск облаçĕнче онкологи чирĕсене сиплекен хирурги центрĕ пулмалла.
 
: 995, Хаçат: 37 (1181), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: