Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Район пульницин терапи корпусне тĕп юсав туса хута яни Чăнлă район çыннисемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ. Кун çинчен вĕсем нумай ĕмĕтленнĕ. Юсав ĕçĕсем вĕçленессе çулталăк çурă кĕтме тивнĕ. Ун валли федераллă тата область программисенчен укçа-тенкĕ илнĕ. Çаплах район бюд-жетĕнчен нумай миллион укçа-тенкĕ тăкакланă. Район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов ку ыйтăва тимлĕх уйăрса тăнă, кашни эрнере ĕçсем мĕнле пынине тишкерме планёрка ирттернĕ. Кунта районти организацисемпе учрежденисенче вăй хуракансем вун-вун субботник ирттернĕ. Пульница куç умĕнче улшăнса пынă. Вăл «халăх стройки» пулса тăнă.
Пульницан тĕп врачĕ С.Б.Шамрай та çакăн пиркиех каларĕ: «Ханяфи Валиевича пысăк тав тумалла. Вăл çине тăрса ĕçлемен пулсан кун пек ĕçсем ирттерееттĕмĕр-ши? Нумай вăй, укçа, вăхăт пĕтрĕ, анчах çынсен сывлăхĕ çинчен сăмах пырать пулсан ку пĕлтерĕшлех мар. Эпир район пуласлăхне укçа хыврăмăр».
Кăçал район пульницине уçнăранпа 140 çул çитет. 1872 çулта кунта Чĕмпĕр уесĕнчи кăна мар, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи те пĕрремĕш ял пульници хута каять. Çурчĕ йывăçран пулнă, сыватнăшăн укçа тӳлеме тӳрĕ килнĕ. Сыватаканĕсем: пĕр врач, акушерка, темиçе фельдшер. Хуçи В.К.Калюбакин пулнă.
П.И.Бабушкин врач вара 1898 çулта пульницан çĕнĕ корпусне хĕрлĕ кирпĕчрен тутарать – унта паян поликлиника вырнаçнă.
Пётр Иванович кĕпĕрнере пĕрремĕш хут диспансеризаци ирттермеллине ĕçе кĕртет. Вăл вилнĕ хыççăн халăх пульницана ун ятне парать.
1983 çулта вара пульница аталанăвĕнче тепĕр тапхăр пуçланать: тăватă хутлă чул çурт çĕклесе хураççĕ, çаплах хăй тĕллĕн ĕçлекен котельнăй хута каять. Пăрăхсем тăрăх шыв килме тата кайма пуçлать.
Паян пульница тăрăх çӳреме те кăмăллă. Çивиттисене çĕнĕрен витнĕ, пĕтĕм чӳречесене пластикран лартнă, стенасене тĕревлетнĕ, шалти юсавра çĕнĕ технологисемпе усă курнă, ăшă паракан пăрăхсене, электропралуксене тĕпрен ылмаштарнă, çĕнĕ сĕтел-пукан, оборудовани туяннă. Палатăсем, пӳлĕмсем çутă та илемлĕ, çĕнĕ оборудовани куçа савăнтарать. Уйрăмах операци тумалли тата хăвăрт сыватмалли терапи палатисене пысăк улшăнусем кĕртнĕ. Ĕçлекенсене те çăмăлтарах кун пек, чирлисене те лайăх. Терапи корпусĕсĕр пуçне ача çуратмалли, инфекци уйрăмĕсенче, поликлиникăра та юсав ĕçĕсем ирттернĕ.
Пульницана уçнă уява С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр, сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Г.Караулова килни те «халăх стройки» пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартаççĕ. Халь район тĕп пульницине пĕр иккĕленмесĕр паянхи куна тивĕçтерекен сывату çурчĕ теме пулать.
Ку сăмахсене çирĕплетсе Х.В.Рамазанов: «Аслă Нагаткинта кун пек лайăх пульница халиччен пулман-ха», - тет.
 
: 898, Хаçат: 37 (1181), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: