Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çу уйăхĕнче Мелекесс районĕнчи Кивĕ Сахча ялĕнче пурăнакан Валентина Андреевнапа Анатолий Васильевич Садовниковсем ылтăн туйне паллă тунă. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсене ял-йыш тата район, ял пуçлăхĕсем 50 çул килĕштерсе пурăннă ятпа саламланă. Çĕнĕ Майнăра пулса иртнĕ чăваш культура уявĕнче вара мăшăра сцена çинче чысларĕç, тĕслĕхлĕ çемье ячĕпе ырă сăмахсем нумай каларĕç. Ăмсанмалла çемье! Пĕр-пĕрин çине халĕ те 50 çул каяллахи пек юратса, ăшшăн пăхаççĕ вĕсем, куçĕсемпе калаçаççĕ. Епле майпа çепĕç туйăмсене, чунĕсенчи вĕçсĕр-хĕрсĕр çуркуннене сыхласа хăварма пултарнă вĕсем çак вăхăта çитиччен? Ăраскаллă пурнăçăн вăрттăнлăхĕ ăçта пытарăннă-ши?
Мелекесс районĕнчи Кивĕ Сахча пики Валентина Петровапа Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Раккаси йĕкĕчĕ Анатолий Садовников 1952-1956 çулсенче иккĕшĕ те Ульяновскри И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педагогика училищинче пĕр курсра, пĕр ушкăнра вĕреннĕ. 1952 çултах пĕр-пĕрне куç хывнă та çавăнтанпах чĕрисем пĕр-пĕриншĕн тапаççĕ. 1962 çулта çемье çавăрнă.
Валентина Андреевна вĕренсе тухнăранпах тăван шкулта вăй хунă, чăваш ачисене акăлчан чĕлхине вĕрентнĕ. Кивĕ Сахча ачисене ют чĕлхене вĕрентекен пулманнипе çамрăк та ăслă хĕрарăмăн чĕри ыратать, çак яваплă ĕçе хăйĕн çине илме хăюлăх çитерет вăл. Мелекесри педагогика институтĕнчи
акăлчан чĕлхин уйрăмне ăнăç-
лăн пĕтерет. Интернационаллă туслăх клубне йĕркелет. Мелекесс районĕнчи чи аван музейсенчен пĕринче – Кивĕ Сахча
вăтам шкулĕнчи музейра экспонатсем пухма пуçлаканĕ.
- 45 çул Кивĕ Сахчари вăтам шкулта ĕçлерĕм,-терĕ Валентина Андреевна. - Пĕр шутласан çур ĕмĕр хушши педагогика ĕçĕнче тăрăшрăм. Ачасем мана юрататчĕç. Паянхи кунччен тав тăваççĕ. Чăвашсене акăлчан
грамматикине вĕренме самай çăмăлрах. Сăмахсене каласси пирĕн пĕрешкелтерех. Чăваш ачи ним мар акăлчанла вĕренет. Мăшăр директорта вăй хунă чухне мана лингофон пӳлĕмне туянса парас тесе нумай тăрăшрĕ. Шухăшлани пурнăçланчех. Ун ĕçĕпе паллашма ман пата Димитровградран, Ульяновскран вĕрентекенсем килетчĕç.
Валентина Садовникова вĕрентнĕ яшсемпе каччăсем хушшинче хăйсен малашнехи шăпине ют чĕлхесемпе çăхăнтарнă специалистсем чылай. Пĕр ачи Кивĕ Сахча вăтам шкулĕ хыççăн Мускаври пĕтĕм тĕнче хутшăнăвĕсен патшалăх институчĕн (МГИМО) студенчĕ пулса тăрать. Вĕренсе тухсан Израиль, Турци çĕршывĕсенче дипломатра ĕçлет. «Тĕлĕн-
мелле, анчах вăл хăйĕн 5-мĕш класра ăс пухакан ачине Евгений Пикова акăлчанла тĕрĕс калаçма вĕрентме ман пата килсе ячĕ, - аса илет Валентина Андреевна. - Пĕр çул асламăшĕпе пурăнчĕ вăл. Акăлчан чĕлхине ăса хыврĕ. Паян Евгений хăй те ют çĕршывра ăнăçлă дипломат. Кĕнекесем çырать вăл. Манпа çыхăну тытать. Хам ĕçленĕ чухне ашшĕ-амăшне «Mosсow Nеws» хаçата çырăнма ыйтаттăм – куçару техникине вĕренме, вулама хăнăхма çăмăл пултăр тесе. Унтан хăнăхтару ĕçĕсем илеттĕмĕр».
Анатолий Васильевич 1960 çулта Кивĕ Сахча шкулĕнче пуçламăш классенче вĕрентме пуçлать. Унччен икĕ çул Совет çарĕнче тăрать. Ĕç биографийĕ пуян унăн. Ульяновск облаçĕнчи чылай шкулсенче педагог пулса тăрăшнă. Чи асра юлнă вăхăчĕ,паллах, 25 çул тăван шкулта ырми-канми вăй хуни. Вĕсенчен вуннăшнĕ ытла – директор пулса. Коллектив туслă, чаплă пулнинче – А.В. Садовников тӳпи пысăк. 1980 çулта Кивĕ Сахчара виçĕ хутлă шкул уçнă. Ун чухне 880 ача пулнă. (Паян – 100.) 1999-2005 çулсенче Кивĕ Сахча ял администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Ялти культура пурнăçне хастар хутшăннă çын.
Садовниковсем пире хăйсен тăрăхне хăнана чĕнчĕç. «Карта хыçĕнчех кăмпа тататпăр, çырла пуçтаратпăр эпир, йĕри-тавра вăрман, Çарăмсана пулла çӳреççĕ, - терĕç вĕсем. - Хурт-хăмăр тытатпăр. Шел, мĕн тери кĕрлекен лесхоз пĕтрĕ, промышленность комбиначĕ хупăнчĕ. Ялта çамрăксем юлмаççĕ. Чулхула, Ульяновск фермерĕсем килнипе кăна çĕрсем акăнаççĕ. Хамăр Кивĕ Сахча ял тăрăхне
10 ял кĕрет. Пурнăç начар теейместпĕр – икĕ хĕр, виçĕ мăнук, икĕ кĕçĕн мăнук куç тулли.Килĕр хăнана».
 
: 983, Хаçат: 37 (1181), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: