Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нимĕç фашисчĕсене хăйсен йăвине хăваласа кайса пуçĕпех аркатнă хыççăн тепĕр тăватă уйăхран совет салтакĕсем яппун милитарисчĕсемпе вăрçа кĕнĕ.
Яппунсем пĕтĕм вăйĕпе хирĕç тăнă пулин те авăн (сентябрь) уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хĕвелтухăç çĕршывĕн патшалăх тата çар пуçлăхĕсен пĕтĕмĕшле парăнни çинчен калакан акта алă пусса çирĕплетме тивнĕ. Пĕрлешӳллĕ нацисен çар вăйĕсем вĕсене тинĕсре тата çĕр çинче пуçĕпех çапса аркатнă. Çапла майпа тĕнче вăрçин Хĕвелтухăçри вучахĕ, Германин тĕп союзникĕ путланнă. Çакăнпа тĕнче вăрçи вĕçленнĕ.
Пирĕн ентешсен те юн тăкма тивнĕ çак хаяр вăрçăра. Тĕслĕхрен, Мелекесс районне кĕрекен Чăваш Аппак ялĕнче 1923 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче çуралнă Иван Фёдорович Евдокимов. 1941 çулта вăл Кивĕ Майна шкулĕнчен вĕренсе тухса Чкаловри танк училищин курсанчĕ пулса тăрать. Вĕренсе тухсан çар шинельне тăхăнать. Нимĕç фашисчĕсемпе паттăррăн çапăçать. Фашистсене тĕп тусан та киле таврăнаймасть-ха вăл, танк чаçĕпе Хăвеланăç енчи самурайсемпе çапăçма тухса каять. 1945 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче виçĕ танкист, вăл шутра Иван Евдокимов, Порт-Артур çывăхĕнчи çар бази пулнă вырăнти «Перепелиная гора» текен чи çӳллĕ вырăна Çĕнтерӳ ялавне вырнаçтараççĕ.
Таврăнсан вăл Мелекесс районĕнчи Кивĕ Сахчари почта уйрăмĕн пуçлăхĕнче вăй хурать.
1947 çулта ăна патшалăх хăрушсăрлăх органĕсене ĕçлеме яраççĕ. Вăл подполковник звание тивĕçет.
1958 çулта службăран кайсан Тутар Республикинчи Пĕкĕлме чукун çул станцинче тепловоз машинисчĕнче ĕçлет.
Иван Фёдорович кăкăр тулли наградăсене тивĕçнĕ: Хĕрлĕ çăлтăр, Аслă вăрçăн 1-мĕш степеньлĕ, 2-мĕш степеньлĕ орденсене (виçĕ хутчен), «Прага хулине ирĕке кăларнăшăн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсене.
Аслă çар пуçлăхĕнчен И.В.
Сталинран вăл 28 хут Тав хучĕ илме тивĕçлĕ пулнă.
Пирĕн ентешĕмĕр 2002 çулта çĕре кĕнĕ. Иван Евдокимов паттăрпа ентешĕсем мухтанаççĕ. Унăн ячĕ «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнекен иккĕмĕш томне кĕнĕ.
 
: 943, Хаçат: 37 (1181), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: