Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Укçи мар, сума суни, хисеплени халĕ савăнăç куç-çульне кăларать. Удостоверение тивĕçнисен ачалăхĕ вара тăварлă куççульпе иртнĕ», - çак сăмахсемпе Прасковья Васильевна Великанова «Вăрçă ачи» удостоверение тирпейлĕн çулĕк çинчен илсе ман ума хучĕ.
-Эп виçĕ кун пĕр харăс йĕмесĕр пурăнса курман. Атте-анне Кивĕ Улхашран ман, Алеевсем. Хам Çĕнĕ Улхаша качча кайса нумай çул унта ĕçлесе пурăннă. Вăрçă пуçланнине анне аттене фронта кайма хатĕрленипе астăватăп.
Вăл пиçи-пиçми, çуннă-çунман çăкăрне кутамккана чиксе аттене çакса ячĕ. Эп, 1934 çулхи, аслă ачи, ман хыççăн иккĕн. Выçăллă-тутăллă пурăннă, çĕрмине те шуратса çимен, шелленĕ. Анне юр ирĕлсен ачасене йăпатса крахмал чавма илсе тухатчĕ. Çăва тухсан хырăма курăкпа тултараттăмăр. Вĕлтрен яшки пĕçеретчĕ те пире: «Ачасем, тытăр улмине», - тетчĕ. Хăй шӳрпине сыпатчĕ. Нимĕç Атăл çине тухсан çĕрле чӳречесене хурапа карнă, таврара шăтăксем чавтарнă бомба сапсан пытанма. Шкула шăпах вăрçă пуçланнă çул кайнă.
Виçĕ урок вĕренеттĕмĕр те – учитель халь колхоза пулăшма каятпăр тетчĕ. Пучах, çĕр улми пуçтарсан кăшт киле илсе кайма та ирĕк паратчĕ. Каникулта колхоз хирĕнчен кайман – купăстине, хăярне, суханне çырмаран шыв йăтса шăварнă. Витрисем те ун чух пысăкчĕ. Кунĕпе ĕçленĕшĕн пĕр стакан çăнăх паратчĕç. Киле килсен çиес килет, анне, часрах пĕçер-ха тесе тапăртатса тăраттăмăр. Шĕвĕ çăнăх шӳрпинчен тутлăраххи те çукчĕ пуль. Аттерен çыру илсен асаннене кайса вуласа параттăм. Вăрçă пĕтнине кӳршĕ килсе пĕлтерчĕ. Çĕр чаватпăр ун чухне. Ял çынни Филипп Егорович Шигирданов, вăрçăран аманса таврăннăскер, наушник илсе килнĕ. Вăл чи малтан хыпар пĕлсе çынсене каланă. Анне савăнать, кӳршĕ выртса йĕрет, унăн мăшăрĕ вилнĕ пирки тахçанах хыпар килнĕ, - куçне шăла-шăла каласа парать Прасковья Васильевна.
Ашшĕ фронтран таврăнсан та Алеевсен çемйинче пурнăç çăмăлланмасть. Сусăрланса килнĕскер çемйине пысăк пулăшу параймасть. Апла пулин те Прасковья Алеева шкула пăрахасшăн пулмасть, 7 класс хыççăн юлташĕсемпе вăтам пĕлӳ илме Вăтам Тимĕрçене каять.
Владимир Васильевич Романов ун чухне çамрăк учитель, вăл вĕренекенсене Ульяновскри чăваш педучилищи пирки каласа парать.
 
Чăваш педучилищи
-Педучилищĕне 7 класс хыççăн илеççĕ. Эпĕ вара 10 класра вĕренетĕп. Владимир Васильевич пирĕн пата пычĕ те камăн учитель пулас килнине ыйтрĕ.
Эп ку професси пирки 2-мĕш класранах ĕмĕтленнĕ. 1954 çулта чăваш педучилищинче 10 класс хыççăн ятарлă ушкăн уçнине пĕлтерчĕ. Юлташпа справкăсем пуçтарса темиçе хутчен Аслă Нагаткина çуран кайса килтĕмĕр. Ман документсене Ульяновска кайса пама укçа çук. Юлташран парса ятăм. Йыхрав кĕтетпĕр вĕренме пыма. Килчĕ. Пĕрле кашăк-курка таранччен илме хушнă. Эп каллех йĕретĕп. Унта кайма тăхăнмалли çук. Унччен Нагаткинпа Телешовкăра çынсем патĕнче ĕçлесе илнĕ укçапа пушмак, тутăр туяннă. Майра кĕпи кирлĕ – пирĕн чăвашлисем кăна. Ульяна акка шеллесе кăвак сатин пусма пачĕ, ялти учитель Фекла Степановна майра кĕпи çĕлерĕ. Ман йĕресси пĕтмен-ха. Юлташăн ашшĕ вăрçăра вилнĕ, ăна общежити пачĕç, мана – çук. Хваттершĕн вара 7 тенкĕ тӳлемелле. Тăрап училище çумĕнче куççуль юхтарса. Ниçта та каймалли çук. Пĕр хĕр иртсе пырать. Нушана пĕлсен пĕрле чĕнчĕ. Хăйсем çиччĕн пĕр пӳлĕмре, сан валли те вырăн тупăнĕ терĕç. Тавах вĕсене. Çапла вĕренме юлтăм. Çылăх ĕнтĕ, выçăпа хваттер хуçисен панулмине татса çиеттĕм. Сентябрьте ĕçлеме илсе кайрĕç, апат паратчĕç, - аса илет вăл.
Хĕрĕн куçĕ ялан салхуллă пулнине педагогика вĕрентӳçи сисет. Сăлтавне – укçа тата пурăнмалли çуккине – хĕр пытармасть. Педагог ăна пулăшма шантарать. Тепĕр кунах Алеевана директор патне чĕнтерсе общежитире вырăн параççĕ. Пӳлĕмре 12 хĕр. Краватьсене хĕстерсе тепĕр вырăн лартаççĕ. Чӳречепе юнашар лекет Прас-ковья Алеева. Каçсерен чӳрече янаххи çине (сивĕрех вырăн) хунă апат-çимĕçе кăшлама пыракан йĕке хӳресемпе шăшисем хăй тăрăх чупнине нихăçан та манмасть вăл. Пĕрремĕш сесси хыççăн вара хĕр хăйне çын хушшине кĕнĕ тесе шутлать –18 тенкĕ стипенди илет. Савăннипе столовăя кайса хăйшĕн чи тутлă апата – француз пулккипе пĕр стакан кисель туянса çиет.
 
Шкул
1956 çулта Прасковья Васильевна Ульяновскри педучилищĕне пĕтерет. Ĕç биографийĕ çамрăк педагогăн Чăнлă районĕнче пуçланса 33 çултан унтах вĕçленет. Нумай çул вăл Çĕнĕ Улхаш шкулĕнче ачасене пуçламăш пĕлӳ парать, ялти «Вперёд к коммунизму» колхоз ача сачĕ йĕркелесен ертсе пыма ăна шанаççĕ. Тăррине кăна витнĕ çуртран Прасковья Васильевна илемлĕ те хăтлă ача сачĕ тăвать. Сакăр çул кунта вăй хурать те каллех чун юратнă ĕçĕ патне – шкула таврăнать. Çынна йăпăлтатма пĕлменни, тӳрĕлĕхе юратни нумай чухне тивĕçлĕ наградăсемсĕр, хаклавсемсĕр хăвараççĕ ăна. Çавна пулах грамотăсемпе мухтанаймасть вăл. 1975 çулта илнĕ «Победитель соцсоревнования» паллăпа 1979 çулта РФ çут ĕç министерстви панă грамота чи хаклă наградăсем уншăн. 1989 çулта тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитсен Прасковья Великанова шкултан кайма шутлать. Ачисем ыйтнипе ялтан хулана куçма тĕллев лартать.
 
Çемье
-Эп аннене йĕртсе качча кайрăм. Мăшăрăмпа, Çĕнĕ Улхаш каччипе Василий Николаевич Великановпа, педучилищĕре вĕреннĕ чухнех туслашнă.
Эп ăна салтака ăсатса ярса кĕтсе илтĕм. Куллен çыру илеттĕм унран. Мансăр пĕр кун та пурнас килмест тесе çыратчĕ. Салтакран таврăнсанах пĕрлешрĕмĕр. Анне ют яла парасшăн марччĕ. Василий Николаевичпа пĕрле шкулта ĕçленĕ. Унăн алли пур ĕçе те пĕлетчĕ, пурне те пулăшатчĕ вăл. Хамăр та икĕ çурт тунă. Тăватă ача – икĕ ывăлпа икĕ хĕр - çуратса пурнăç çулĕ çинĕ кăларнă. Ялта пĕрремĕш телевизор туяннă, çăмăл машина илнĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Пурнăçри пăтăрмаха пула ват енне кайсан çулсем уйрăлчĕç. Вăл кĕçехçĕре кĕчĕ. Шел, çынни аванччĕ,- тет Прасковья Васильевна. Халĕ Прасковья Васильевна ачисемпе тата 9 мăнукĕпе са-вăнса пурăнать.
- Мăнуксемпе нумай калаçатăп. Эп наукăпа мар, хам пĕлнĕ пек воспитани пама тăрăшатăп – аслисене хисеплĕр, кĕçĕннисене ан кӳрентерĕр, аçу-аннӳ сăмахĕнчен ан иртĕр тетĕп. Хальхи саманана ӳпкелемелле мар, нимле ĕçрен те хăрамалла мар, пуяннисемпе чухăннисем, ялан пулнă, ĕçлекен çын ниçта та пĕтмест тесе вĕрентетĕп. Çынна юратма вĕрентетĕп, - тет.
Икĕ хутчен инсульт пуличчен Прасковья Васильевна утса мар, чупса çӳресе ĕçленĕ
пулсан халĕ ăна лавккана тухса кĕме те йывăр. Пушă вăхăтне вара вăл юратнă «Канаш» хаçата вуласа ирттерет. Çирĕм çул çырăнать чăваш хаçатне. Пĕрле вĕреннисем, ĕçленисем, палланă ял-йыш пирки вуласан питĕ хавхаланать. Хаçатсене чи хаклă нухрат пек пухса пырать.
 
: 931, Хаçат: 37 (1181), Категори: Чĕмпĕр чăваш шкулĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: