Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Засвияжски районĕнчи Кротовкăри вăтам шкулта ĕçлекен Татьяна Александровна Храмова вĕрентӳçĕ мана хаваспах хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Кĕçĕн классене вĕрентнипе пĕрлех вăл чăваш чĕлхи кружокне илсе пырать.
-Эпĕ 12 çула яхăн ачасене тăван чĕлхемĕре юратма вĕрентетĕп. Кружока мĕнпурĕ 20 ачана яхăн хавхалансах çӳрет. Хавхаланса тесе пĕр ӳстермесĕр калатăп. Вырăс мар чĕлхе ачасене питĕ илĕртет. Халăхăмăрăн историйĕпе культури вĕрене-кенсемшĕн уйрăмах кăсăклă. Эпир вĕсемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Тĕслĕхрен, юлашки мероприяти – «Çĕр кунĕ» пулчĕ. Ку уява чăваш чĕлхине вĕренекенсем çеç мар, тутар тата мордва чĕлхисене алла илекенсем те хутшăнчĕç.
Ачасем чăвашла калаçаймаççĕ-ха, анчах эпĕ мĕн каланине, вуланине ăнланаççĕ. Сăвăсемпе юрă сăмахĕсене çăмăллăнах вĕренеççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе уявсем ирттерме икĕ чăваш кĕпи çĕлетрĕмĕр. Пирĕн пуçарусене шкул директорĕ В.Г. Константинова ырласа, пулăшса пырать,- каласа парать Татьяна Александровна.
Хăй вĕренекенĕсене вăл облаçри тĕрлĕ мероприятисене явăçтарать. «Путене» фестивалĕ-и, Çĕнĕ çул уявĕ-и – пур çĕрте те Кротовка ачисене курма пулать. Шăпăрлансем хутшăнаççĕ кăна мар, пултарулăхĕпе те палăраççĕ. Пултаруллисенчен вĕрентӳçĕ Аньăпа Лена Сошниковасене уйрăмах мухтаса хăварчĕ.
Вĕрентӳçĕсен халĕ хĕрӳ вăхăт тытăнчĕ. Чĕлхемĕре вĕрентекенсен яваплăхĕ икĕ хут пысăкрах. Вĕсем чĕлхе пуласлăхĕшĕн яваплисем-çке-ха.
 
: 956, Хаçат: 37 (1181), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: