Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Зоя Винюсева Чăваш Кăлаткăри «Колокольчик» ача садикĕнче виçĕ теçетке çул вăй хурать ĕнтĕ. 1982 çулта Сызраньте педучилище пĕтернĕ те çакăнта ĕçлеме вырнаçнă.
Садика 2003 çултанпа ялти шкул çуртне куçарнă, унта уйрăм алăкран кĕмелле. Паян кунта 1,5 – 7 çулхи 25 ача çӳрет. Кукамăшĕ-асламăшĕ патне хуларан çу вăхăтне килнисем те пур кунта, садика çӳренĕшĕн пĕр уйăха 300 тенкĕ ытларах кăна тӳлемелле. Ачасене икĕ ушкăна пайланă, унта чăвашсем те, тутарсем те, вырăссем те пур. Калаçма та пĕр-пĕринпе харăсах виçĕ чĕлхепе калаçаççĕ, шкула кайичченех виçĕ чĕлхе пĕлеççĕ. Вĕсен тăватă воспитатель, икĕ няня, повар, кĕпе-йĕм çăвакан. Заведующий çук. Воспитательсем ун тивĕçĕсене хăйсемех туса пыраççĕ.
Çулла кунта ĕçлекенсем хăйсем вăйĕпе пӳлĕмсене юсанă. Вĕсене тĕрлĕ енĕпе вырăнти хуçалăх пуçлăхĕ те, шкул директорĕ те пу-лăш-нă.
- Эпĕ ачасене çав тери юрататăп. Ман урăх ĕç шырас, кунтан каяс шухăш пуçра та пулман. Канмалли кунсенче те ачасене тунсăхлатăп, тунтикун вара вĕсене чуптăва-чуптăва кĕтсе илетĕп. Ман хамăн икĕ çитĕннĕ хĕр ĕнтĕ, мăнуксем çук-ха. Пĕтĕм вăй, юрату çакăнта юласран, кайран хамăн мăнуксене кирлĕ пек пăхаймасран шикленетĕп,- тет шӳтлесе Зоя Николаевна.
 
Кăлаткăпуç районĕ.
 
: 733, Хаçат: 37 (1181), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: