Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Слесарь-инструмента льщик, техник-механик, инженер-механик, механизаципе автоматизаци уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ… Тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн -ветерансен канашĕн председателĕ, тăван ялĕн историйĕн тĕпчевçи… Чăваш Республикин «Ăслăлăхпа ӳнер чăваш халăх академийĕ» обществăлла организацийĕн президиумĕн çирĕплетĕвĕпе «Тăван тăрăха тĕпченĕ ĕç-хĕлре çитĕнӳсем тунăшăн» ятлă Спиридон Михайлович Яндуш медальне тивĕçнĕ. Вулакана хытă интереслентерсе янă ентешĕмĕр – РФ ĕç ветеранĕ Иван Моисеевич Кирпичников. Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 80 çул çитет. Пирĕн корреспондент унпа тĕл пулса калаçрĕ.
<b>- Иван Моисеевич, Эсир Сахалин чăвашĕ-и?..
- Пĕлмен вулакансемшĕн ку тĕлĕнтермĕш япала. Чăнах та, эпĕ Сахалинта 1932 çулта çуралнă, анчах Инçет Хĕвелтухăçри утрав çинче мар, Ульяновск облаçĕн Чăнлă районĕнчи çакăн пек ятлă посёлокра.
- Çын çут тĕнчене килсе пурнăçа кăштах ăнланма пуçласан пĕлӳ тĕнчине туртăнма пуçлать…
- Эсир мĕн çинчен пĕлесшĕн пулнине ăнлантăм. Вăта Тимĕрçенте çичĕ класс пĕтертĕм те Ульяновскри 2-мĕш ремесла училищинче слесарь-инструмента льщика вĕренсе тухрăм. 1951-1953 çулсенче Сталинградри трактор заводĕнче слесарьте вăй хунă хушăра çамрăк рабочисен шкулĕнче тăхăр класс пĕтертĕм.
- Совет саманинче кашни арçын ача хĕсметре пулмаллине чыс вырăнне хурса йышăннă.
- Салтака кайман çамрăк хисепре пулман. Эпĕ çак тивĕçĕме 1953-1956 çулсенче пурнăçларăм. Унта тепĕр специалноçпа пуянлантăм – радиотелеграфист. Аслă сержант званине тивĕçсе тăван çĕршыва таврăнтăм.
- Чăн-чăн ĕç биографийĕ мĕнле пуçланса кайни çине куçăпăр, Иван Моисеевич.
- Çак çулах Куйбышеври индустрипе педагогика техникумне вĕренме кĕтĕм. Унтах çар хатĕрлевĕн курсне пĕтертĕм. Техник-механик специальноçне вĕренсе производство вĕрентĕвĕн маçтăрĕ пулса тăтăм. 1960-1962 çулсенче Арзамасри ача-пăча ĕç колонийĕнче ĕçлерĕм Пĕр вăхăтрах çак хулари Горький политехника институчĕн каçхи уйрăмĕнче вĕрентĕм.
1962 çулта Ульяновскри политехника институчĕн каçхи уйрăмне куçрăм. Çав тапхăрта Ульяновскри тĕрлĕ предприятисенче маçтăр, аслă маçтăр, производство оборудованине юсакан механик пулса вăй хутăм. Инженер-механик дипломне илсен конструктор ĕçĕ-хĕлне куçрăм. Тивĕçлĕ канăва «Контактор» заводра механизаципе автоматизаци уйрăмĕн пуçлăхĕн çумминче вăй хурса кайрăм. Çакăн хыççăн мăшăрăмпа Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçене куçса килтĕмĕр…
- Эсир тивĕçлĕ канăва кайичченхи ĕç тапхăрне вырăссен хушшинче ирттернĕ. Сахалин чăвашĕн наци туйăмĕ хăçан вăраннă-ши?
- Вăл туйăм манра нихçан та çывăрман. Совет саманинче ăна нумайăшĕ «вăратма» хăранă çеç. 1991 çулта çуркунне Çĕнтерӳ кунне уявлама яла «Канаш» журналисчĕсем килнĕччĕ. Эпĕ вĕсенчен маларах кăларнă хаçатсене питĕ нумай туянтăм. Вĕсене вуласа тухрăм. Кăмăлларăм. Çĕнĕ çырăнтару тапхăрĕнче çырăнса илтĕм. Унтанпа юратнă хаçатăмран уйрăлаймастăп. Кашни номерне темиçе хутчен вуласа тухатăп. Пĕрне те пăрахман. Çĕлесе пыратăп.
- Эсир «Канаш» хаçатăн чи хастар обществăлла корреспонденчĕсенче н пĕри. Хаçатпа туслашнăранпа кашни çул тенĕ пекех Сирĕн вуншар статйăр, сăмахкаçмăшăр, конкурссене хутшăнса ярса панă материалăр вулакансем патне çитрĕ. Çак хушăра таврапĕлӳ тематикипе çыхăннă кĕнекесем кăларма ĕлкĕртĕр. Эсир «Канаш» хаçатăн журналисчĕсене хăвăр ялăра чĕнсе илетĕр. Вĕсем пынă çĕре хаçатра çырма тивĕçлĕ ĕç, вăрçă паттăрĕсене тупса палăртатăр. Шкулпа, ял администрацийĕпе пĕр сăмах тупса ĕçлетĕр. Облаçри таврапĕлӳçĕсемпе пĕр çыхăнура пулса область, район, ял историне тĕпчетĕр.
Иван Моисеевич, Сире сакăрвуннăри ватă тесе те калама çук. Вăр-вар та ĕçчен. Чупса кăна çӳретĕр. Юбилей умĕн пуçăрта мĕнле тĕллевсем çуралаççĕ? Сире паянхи пурнăçра мĕн пăшăрхантарать?
- Ял пĕтсе пырать. Çуртсен чĕрĕк пайĕ пушанса юлчĕ.Çамрăк çемьесене пурнăç пуçласа яма сĕре йывăр. Кил хуçисене вахта меслечĕпе ĕçлеме кайса çемйисенчен уйрăлса вăй хума тивет. Ачисене воспитани памалли вăхăт сахалланать. Районта чăвашла хаçат тухса тăма чарăнни те çынсене тарăхтарать. Паянхи «Вăрçă ачисем» чăвашла вуласшăн, вĕсенчен нумайăшĕ пуçламăш шкул та пĕтереймен. Юрать-ха , «Канаш» хаçат чăвашлăхран уйрăлма памасть. Манăн кашни номертех хамăр ялта пурăнакан тава тивĕçлĕ çынсем çинчен çыртарас килет. Вĕсем çинчен вуласан – чун савăнать. Мĕнле-тĕр калама çук паттăр ĕç тунă пек туйăнать. «Канаш» тиражне ӳстерессишĕн те хыпса çунатăп. Мĕнле кăна ӳкĕтлеме тӳр килмест-ши хăш-пĕрне! Çук, вулама пĕлмене çеç переççĕ. Шанмастăп, чăваш пулса çуралнă чун тĕнчен хăш хĕрринче пурăнсан та тăван чĕлхене манас çук!
- Тавах сире. Ăнăçусем сунатпăр.
 
: 542, Хаçат: 37 (1181), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: