Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Алла алă çăвать текен каларăш уйрăмах паянхи куншăн питĕ паха пĕлтерĕшлĕ. Нимĕнле ĕç те хальхи саманара ахаль тăвăнмасть пек туйăнать. Эсĕ мана кăмпа, эпĕ сана çырла парăп тенĕ евĕр, кашни çынах тепринпе хутшăнăва кĕрес умĕн мĕн пирки те пулин калаçса татăлать е тĕплĕн шутласа хурать. Çынсем паян мĕн пуррипе çеç пурăнасшăн мар, инçетрине курма хăнăхса пыраççĕ. Савăл çапса хураççĕ.
Ак нумаях пулмасть ĕçе пĕлĕшĕм кĕчĕ. Хĕр çуралнипе эпĕ те саламларăм ăна. «Маттур,-тетĕп.- Чăваш тĕнчинче тата тепĕр сарпике хушăнчĕ. Мĕн ĕçпе çӳретĕн пирĕн тăрăхра?»
Мĕнле интересленмĕн? Пурăнасса аякра пурăнать вăл çемйипе. «Университетра
экономика факультетĕнче пирĕн ял хĕрĕ вĕрентет. Мăшăрпа канашларăмăр та ăна Илемпин хреснуй амăшĕ тума шутларăмăр. Вăхăт иртнине сиссе те юлаймăпăр – пике ӳссе те çитĕ. Кунта хĕреснанне – патшалăх университечĕн преподавателĕ. Ăçта вĕренме каймалла тейĕ.Çавăнта. Тӳрремĕнех чиркӳре тытнă чун хӳтĕлевçи патне. Аслă пĕлӳсĕр паян çын çын-и вăл?»-терĕ.
Эп тĕлĕннипе хытсах кайрăм. Пĕлĕшĕм чăнах та инçине курма вĕренсе çитнĕ иккен. Ачине ав университета кĕртесшĕн. Тен, пикене нимĕнле тăван пулăшăвĕ те кирлĕ пулмĕ. Маларах шутласа хуни аван ĕнтĕ. Кунта апла та, капла та урлă калаймастăн. Ĕç-пуç пĕчĕк чиперукăн малашнехи шăпипе çыхăннă.
Тата мĕн тĕлĕнтерет-ха?
Паянхи пуçлăхсенех илер. Аслă уявсенче пысăк сцена çинче еплерех кăна спектакль лартмаççĕ, мĕн кăна каламаççĕ, шантармаççĕ-ши! Тĕрлĕ шайлă ертӳçĕсем тытăнаççĕ вара пĕр-пĕрне (!) Тав çырăвĕ, парне тавраш памашкăн. Пĕрисем чысласа пĕтереççĕ те, теприсем çавсенех суя сăмахĕсемпе çӳлелле çĕклеме, ырă ĕçĕшĕн Мухтав хучĕсемпе хаваслантарма пуçлаççĕ. Эх, чĕлхи пыл та çу тейĕн. Мана мĕн тарăхтарать-ха ку тĕслĕхре? Çав хушăра чăн-чăн ĕç тăваканĕсен айккинче алă çупса, каллех пуçлăхсене юрас тесе кулас килмен çĕртен кулса тăма тивет. Вĕсем тӳре-шара çакăнта çити килме вăхăт тупнипех çырлахма хăнăхнă.
Пĕррехинче чăвашсем йышлă пурăнакан районта Культура çуртĕнче пулма тӳр килчĕ. Кунта нумаях пулмасть ял вулавăшĕн юбилейне ирттернĕ. Хăçан-тăр уйрăм çуртра (вулакан çурт) вырнаçнă пулнă вăл. Паян – Культура çуртĕнче кĕнеке вулама юратакансене савăнтарать. Директор мана чăваш кĕнекисемпе паллаштарчĕ, нумайрах пулсан тата аванччĕ терĕ. «Уява килнĕ хастар чăвашсем (вĕсен хушшинче çыравçăсем те, артистсем те, тӳресем те пулнă) нумай çĕнĕ кĕнеке парнелерĕç пуль»,-тетĕп. Хăнана вулавăша килнĕ-çке. «Пĕлетĕн-и, килнисем пĕр-пĕрне кĕнеке çине кĕнеке парнелерĕç те тутлă ĕçсе-çисе тухса кайрĕç. Районтисем облаçран килнисене, область шайлисем вырăнтисене парнепе хавхалантарчĕç. Пире вара пĕрре те лекмерĕ. Эх, мĕнлерех илемлĕ те хаклисем пурччĕ вĕсен хушшинче. Çав тери хурлантăм. Хăйсем туянччăр терĕç пуль, - терĕ вăл. Хама та тунсăх пусса илчĕ. Вулавăша килсе – вулавăша кĕнеке парнелемесĕр епле-ха? Сире хамăр хаçатран парне тăвăпăр терĕм.
Тĕрлĕ сăвăç-çыравçă ĕçĕсене, тĕрлĕ çулхи кăларăмĕсене илсе килме шантарса тарават хуçисемпе сывпуллашрăм. «Эпир вара май килнĕ таран «Канаш» хаçатăмăра халăх хушшинче сарма пулăшăпăр,»- терĕç. «Сире хисепленипе, çывăха хунипе, хаçата юратнипе анчах»,-илтĕнчĕ хыçăмран пуçаруллă чăвашăн шанăç кӳрекен, кăмăл-туйăма çĕклекен сасси. Çапла тăванла пурăнасчĕ. Ахальтен каламан чăвашсен аслă вĕрентӳçи: «Пĕрлĕхре – вăй», - тесе.
 
: 813, Хаçат: 37 (1181), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: