Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă тенĕ пек Чăнлă посёлокĕнче çуралса ӳснĕ Таисия Ивановна Мискина Ульяновскри педуниверситетран вĕренсе тухнă хыççăн тахçан хăй çӳренĕ ача садне ĕçлеме таврăнать.
-Педагог пуласси асра та пулман. Эп чĕр чунсене питĕ юрататăп, çавăнпа ветеринара вĕренме кайма ĕмĕтленеттĕм. Педагог профессине суйласа илме анне сĕнчĕ: «Педуниверситет чи лайăх пĕлӳ паракан вĕренӳ заведенийĕ»,- терĕ. Хирĕçлемерĕм. Мĕншĕн тесен пĕчĕк ачасемпе пулма та мана шутсăр килĕшетчĕ. Тăван шăллăма, иккĕмĕш сыпăкри йăмăксене яланах мана шанса хăваратчĕç. Эп вĕсене выляттараттăм, тĕрлĕ ĕçсем хушаттăм. Ача вăл хĕвел пек çутатать, пĕчĕк парнешĕн те чунтан савăнать, пуринпе те интересленет,- каласа парать илĕртӳллĕ кулăллă хĕр.
Диплом илсен Таисия Ивановна Чăнлă посёлокнех таврăнать. Пысăк хуçалăх тытакан ашшĕ-амăшне те пулăшас килет унăн. Çав вăхăтрах университет
хыççăн яла ĕçлеме каякансене Ульяновск область правительствин йышăнăвĕпе укçа пама шантарни те хавхалантарать хĕре. «Çамрăк специалист» программа пирки вĕреннĕ чухнех пĕлтернĕ студентсене. Шантарнă пекех, Таисия Мискинана пĕрремĕш çул ĕçленĕшĕн 20 пин, иккĕмĕшшĕн 40, виççĕмĕшшĕн 60 пин тенкĕ панă патшалăх. Тата ĕç укçи çумне уйăхсерен пин тенкĕ хушса тӳленĕ. Малашне ал-ура çавăрса ямаллăх кăшт пурлăх пур. «Зёрнышко» ача садне малтанлăха ĕçлесе пăхма тесе кăна вырнаçать тин кăна алла диплом илнĕ хĕр. Унтанпа тăватă çул иртнĕ ĕнтĕ. Темиçе хутчен те шкула ĕçлеме чĕннĕ ăна, анчах садикри ачасене пăрахса хăвараймасть.
-Кунти коллектив мана хăйсем патне ырăпа йышăнчĕ. Йывăрлăхра сад заведующийĕ Ирина Ивановна Косолапова, нумай çул педагогикăна парăнса ĕçлекенсем ялан пулăшу аллине тăсаççĕ, пĕлменнине вĕрентеççĕ, ырă сĕнӳсем параççĕ. Тавах вĕсене. Пирĕн садик – ачасемшĕн телей утравĕ. Пĕтĕм илеме, хăтлăха вĕсемшĕн тăватпăр: чечексем, пахча çимĕç ӳстеретпĕр, «чĕрчунсен кĕтесĕ» пур, картишĕнче вылямалли-ярăнмалли . Кашни япалана илемлетме тăрăшатпăр. Пĕчĕкскерсем илемлĕхе туйса тата курса аталанччăр, - тет çамрăк педагог.
Таисия Ивановнан ушкăнĕнче 5 - 7 çулсенчи 21 ача. Вĕсенчен саккăрăшĕ кăçал шкула каяççĕ. Садикра вĕсене «От рождения до школы» программăпа сыпăкпа вулама, 10 таранччен тата каялла шутлама, клеткăллă тетрадь çине çырма тата ыттине вĕрентеççĕ. Чи пахи – психологи енчен шкула хатĕрлени. Кунтан тухакан кашни ача килти ĕçе куллен пурнăçламаллине, аслисене, учителе итлемеллине пĕлсе тăрать. Анчах воспитатель ачасене шкула яма шеллет.
- Веçех вĕрентетпĕр те çак пĕчĕкскерсене - хамăр йăваран вĕçтерсе ямалла. Вĕсене вилкăпа çĕçĕ хăш алла тытмаллинчен пуçласа çимĕçсен вăрлăхне тума, акса çĕр çине куçарса лартма, йăрансене çумлама, кайăксене çитермелли курите тума та вĕрентетпĕр вĕт. Йывăç та лартатпăр. Хамăр ачасем пек юрататпăр. Ахальтен мар пуль садикран тухнисене тĕл пулсан кунта каялла килес килет теççĕ. Мĕнле садик ку, пĕрмай ĕçлеттереççĕ тесе ан шутлăр. Патшалăхăн федераллă саккунĕпе килĕшсе воспитани паратпăр ачасене, пур ĕçе те вăйă мелĕпе пурнăçлатпăр. Халь урок пулать, унтан ĕçлетпĕр теместпĕр. Ĕçпе вĕренӳ пĕр çыхăнура пирĕн. Тавралăха, çут çанталăка сыхлама вĕрентессине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Унсăр çак ачасен пуласлăхĕ йывăр пулма пултарать, - тет воспитатель.
Çамрăк педагог пирки садик заведующийĕ те ырă сăмахсем кăна калать:
-Эпĕ ăна та, шăллĕне те, ашшĕ-амăшне те лайăх пĕлетĕп. Ман куç умĕнче ӳссе çитĕннĕ ачасем. Таисия Ивановна лайăх педагог, ăна коллективра хисеплеççĕ, мĕншĕн тесен ĕçрен хăрамасть, ялан çĕннине шырать, ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе вашават. Нумаях пулмасть пĕрремĕш категори илессишĕн уçă урок пачĕ. Пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Ачасем те ăна юратаççĕ, ун патне туртăнаççĕ.
Мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăн тесе ыйтсан Таисия Мискина пытармасть:
-Лайăх, пысăк та туслă çемье çавăрас килет. Çав вăхăтрах Тăван çĕршывшăн та ĕçлес туртăм пысăк. Вĕрентӳ енĕпе аван сĕнӳсем панă пулăттăм. Атту саккунĕсене, хушăвĕсене çырса кăлараççĕ, вырăнта вара вĕсене пурнăçлама питĕ йывăр е пачах май çук. Садикра е шкулта ĕçлесе курман çын, ман шутпа, теори кăна пĕлнипе саккунсем кăлармалла мар, - тет.
 
: 627, Хаçат: 37 (1181), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: