Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Уроксем вĕçленнĕ çĕре манăн пуç ыратма пуçлать. Тепĕр чухне киле çитиччен те иртмест вăл. Уçă сывлăш пулăшаймасть мана. Эмел ĕçме анне чарать. Мĕнле ирттерсе ямалла-ши пуç ыратнине?
Таня ИЛЬИНА,
6-мĕш класра вĕренекен.
Ульяновск хули.
 
«ШĂПĂРЛАН»:
Пуç ахальтен ыратмасть. Сăлтавĕ пурах ĕнтĕ. Тепĕр чухне урокра ытлашши тимлĕ пулни сывлăхшăн сиенлĕ: мышцăсем карăнса каяççĕ. Вĕсене çемçетме тĕрлĕ хускану-хăнăхтару тумалла. Икĕ пӳрнепе çамкаран тытăнса – тăнлав патне, унтан хăлха хыçĕпе мăй тăрăх хулпуççи патне майĕпен сăтăрса анăр. Тепĕр тĕрлĕ: мăя хыçал енчен шĕвĕр тата пуç пӳрнепе тытса вăйлăн çӳлелле туртăр – çакă мышцăсене çемçетме, пуç ыратнине ирттерме пулăшать. Тарăннăн та пĕр тикĕссĕн сывласа, çак хăнăхтарăва 4-5 хутчен пурнăçламалла.
Аннĕр сире эмел ĕçме чарса тĕрĕс тăвать. Хăнăхтарăва малтан вăл ертсе пынипе пурнăçлама хăнăхăр.
 
: 893, Хаçат: 35 (1127), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: